Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнă

29 Кăрлач, 2020

Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн паянхи хушӑвӗпе РФ Патшалăх Думин депутатне Олег Николаева Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыма лартнă.

Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Ен Правительствинчи Пысăк залра Олег Николаевпа паллаштарӗҫ.

Маларах  асăннă хушупах Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçрен хăтарнă.

www.hypar.ru лицавласти.рф сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас