Миллиардсем — такăр çулсем валли

27 Кăрлач, 2020

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курнипе транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов паллаштарчĕ.

Фонд калăпăшĕ 2019 çулта 5264 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр автоçулсен 210,5 километрне юсанă, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 25 километра яхăн çул тунă. Ытти ĕç те курăмлă.

Евгений Георгиевич пытармарĕ: иртнĕ çул валли уйăрнă укçан пĕр пайĕ, 433 миллион тенкĕ, усă курмасăр юлнă. Çав шутра «Шăхасан-Калинино» çула хута ярайман. Сăлтавĕ, ун шучĕпе, подрядчик тухăçлă ĕçлеменнинче. Анчах пĕлтĕр усă курайман укçа çухалмĕ — 2020 çула куçĕ. Çак укçана, бюджета транспорт налукĕ, нефть продукчĕсен акцизĕсем малтан палăртнинчен ытларах кĕнине шута илсен кăçал Çул-йĕр фончĕ тата пысăкрах пулать — 5,5 миллиард тенкĕ ытла.

Çулсене юсани, çутатса тăракан сыпăксем ытларах пулни, видео- тата фотофиксаци камерисем ытларах вырнаçтарни тĕп тĕллеве — çулсем çинчи аварисен шутне, çав инкексенче çынсем вилессине чакарассине — пурнăçлама пулăшаççĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас