Комментари хушас

29 Кăрлач, 2020

«Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ

«Ку фестиваль пирĕн хулара тăваттăмĕш хут иртет. Çав тери килĕшет вăл мана. Çулсеренех килетĕп кунта. Пĕлĕшĕмсемпе тăвансене те чĕнетĕп. Тĕрлĕ халăхăн юрри-ташшине питĕ кăмăллатăп. Пирĕн хулара нумай наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăннăшăн савăнатăп», — терĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче асăннă хулара пурăнакан Ольга Михайлова. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче кунта «Çĕнĕ Шупашкар — халăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» фестиваль иртрĕ.

Ăна кăçал Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе — 100, спутник хула 60 çул тултарнине халалланă. Мероприятие Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕпе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕ, «Грани» хаçат пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Уява килнисем малтанах чăваш, вырăс, çармăс, ирçе, эрмен тата азербайджан наци апачĕсене астиврĕç, тĕрлĕ халăхăн капăр çи-пуçне, илĕртÿллĕ ташшисене курса, илемлĕ юррисене итлесе савăнчĕç.

Çĕнĕ Шупашкарсене тата унăн хăнисене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова, Чăваш Енри хĕрармсен союзĕн председателĕ Алевтина Федорова тата ыттисем саламларĕç. Пирĕн вăй — пĕрлĕхре. Çавăнпа малашне те килĕштерсе пурăнмалла, кашни халăхăн культурине тирпейлĕн упрамалла. Çак шухăша палăртрĕ сцена çине тухса калаçакансенчен ытларахăшĕ. Уявра хулари тĕрлĕ наци пĕрлĕхĕсене ертсе пыракансем, общество ĕçне хастар та пуçаруллă хутшăнакансем наградăсене тата фестиваль паллине /символне/ тивĕçрĕç. Концертра Алтай тăрăхне тата Корейăна «çитсе куртăмăр», Азербайджанпа Арменире, Узбекистанпа Грузире «пултăмăр», вĕсен кĕвви-çеммине, юррине итлесе, ташшисене курса савăнтăмăр. Паллах, чăваш, вырăс, çармăс, ирçе пултарулăхĕ та савăнтарчĕ пухăннисене. Мари Элти патшалăх университечĕ çумĕнче йĕркеленĕ студентсен пултарулăх ушкăнне уйрăммăн палăртас килет. Çĕнĕ Шупашкарсем вĕсен пултарулăхне питĕ хапăлласа йышăнчĕç. Чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç…

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: