Елена АТАМАНОВА

21 Çу, 2016

Пурнăçа хамăрăн йĕркелемелле

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăтранса кайнă пурнăç майлашăнма пуçланине çамрăксем кăна мар, аслăрах çултисем те асăрхаççĕ пулĕ-ха. Вĕçĕ-хĕррисĕр черетсем хыçа юлчĕç, тĕттĕм ялти лавккари сентресем çинче те мĕн кирли йăлтах пур. Çапах та халăха пурнăçа хамăрăн йĕркелемелли питĕ калаçтарать. Укçа-тенкĕ çитмест, шалу пĕчĕк, кредит тени çывăрма выртсан та пуçран тухмасть… Çÿлтен никам та нимĕн те пăрахса памасть, малалла тапаçланма çăмăл мар. Укçа тени этеме нихăçан та çитсе пыман-ха. Анчах та халĕ малалла тăрăшмалли, талпăнмалли патшалăх шайĕнчи йышăнусем пур. Çакă вара — чи кирли.

21 Çу, 2016

Лайăх пурăнма никама та чăрмантармаççĕ

Вăл республикăра — паллă çын: влаçăн «çÿлти эшелонĕнче» тăрăшнă. Пĕр вăхăт ЧР ял хуçалăх министрĕ пулнă. Халĕ Петр Ивантаев хĕлле — Шупашкарта, çуллахи вăхăтра тĕп хуларан аякра мар вырнаçнă Муркаш районĕнчи Рыккакассинче пурăнать.

14 Çу, 2016

Якубович чăваш уй-хирĕнчен тĕлĕнет

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш çĕрĕнче Раççей Геройне, авиацин генерал-лейтенантне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне Николай Гаврилова тата Раççей Федерацийĕн халăх артистне Леонид Якубовича кĕтсе илнĕ.

7 Çу, 2016

Ăна кăмакара çунтарма ĕлкĕреймен

Концлагерьте асапланнă кунсене Михаил Лавин хăй астумасть. Ун чухне вăл икĕ çулта кăна пулнă. Çав хăрушă историе амăшĕ каласа кăтартнинчен пĕлет.

30 Ака, 2016

Пыл шăршиллĕ Маня аппа

— Аслă Елчĕкри хурт-хăмăр тытакан мĕнпур кил-çурта кĕрсе курнă эпĕ. Пулăшу ыйтма килекен халĕ те нумай, хамăр ялсене хирĕçлейместĕп. Итлемесен аван мар, ăсталăхпа паллаштарма пĕр кунра хăш чухне сакăр-тăхăр киле те çитетĕп.

Pages