Елена АТАМАНОВА

23 Ака, 2016

Пĕчченлĕх туйăнмасть

Эпир пынă кун Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнакан Анатолий Павлов ĕçреччĕ. Ăна кил умĕнче кĕтсе тăнă хушăра чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтине урлă пăхса çаврăнтăмăр. Пахчине тирпейлесе тасатнă, хăяр йăранĕсене уйăх каяллах хатĕрлесе хунă.

23 Ака, 2016

Сусăрлăх - çитменлĕх мар

Ирхине ĕçе кайнă май Анютăна троллейбусра кашни кунах куратăп. Чылай чухне юнашар ларкăч çинех лекетпĕр. Малтан амăшĕ леçетчĕ ăна шкула, юлашки вăхăтра пĕчченех çÿрекен пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен япăх курать хĕрача. Çапах тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: кулленех шкула çÿрет, ĕмĕтленет, çăмăл атлетикăпа туслă, рок-концертсене килĕштерет. Уçă кăмăллă хĕр пĕрчи кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Çитĕнсен куçаруçă пулма, çемье çавăрма ĕмĕтленет вăл. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлет. Пĕрмай йăл çиçекен ăшă чунлă хĕрача теприн шалти кăмăл-туйăмне чунпа туять.

2 Ака, 2016

Чăваш эстрада юррин пуласлăхĕ пур

«Кĕмĕл сасă» фестивале Чăваш Енри хуласемпе районсенчен çеç мар, кашни çулах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хутшăнаççĕ. Кăçалхи уява пурĕ вуникĕ регионтан килсе çитнĕ.

26 Пуш, 2016

Çĕнĕ çурт çĕкленессе шанса...

Карас телефонĕ тăрук шăнкăртатрĕ. Палламан хĕрарăм сасси. Хăй Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнчен пулнине пĕлтерчĕ. Таня ятлă. «Манăн ултă ача, хам фермăра ĕне сăватăп. Пире хăçан та пулсан çурт туса параççĕ-ши? Эпĕ 2012 çултах черете тăнă. Çак тăрăхалла пырса каяймастăр-и, хаçатра çырмастăр-и?

19 Пуш, 2016

«Мĕнпур юратăва ачасене парнелĕпĕр»

«Чăваш Ен» ПТРКра çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа кĕçех 10 уйăх çитет. Вăл 27 çулта çеçчĕ. Аленăн виçĕ ача тăлăха тăрса юлчĕ: Кирилл /халĕ 3 çул та 3 уйăхра/ тата çичĕ уйăхра çуралнă икĕ хĕрача — Вероника тата Кристина /халĕ 9 уйăхра/. Вĕсем 2015 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Алена ача çуратнă хыççăн пĕр эрне комăра выртнă, кайран тăна кĕмесĕрех вилнĕ. Тин кăна сенкер экран çинче тăван чĕлхепе илемлĕ калаçакан çамрăк хĕрарăм текех çуккине ĕненме йывăр пулчĕ. Чуна вырнаçайми усал хыпар республикăра çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлчĕ. Унтанпа çу та, кĕр те, çил-тăманлă сивĕ хĕл те иртрĕ. Акă каллех çут çанталăк ешерме тытăнĕ. Вăхăт шунăçем чĕрери йывăр суран та пăртак пирчет. Пурнăç малаллах тăсăлать.

Pages