Елена АТАМАНОВА

9 Утă, 2016

Суран тÿрленсен те çĕвви юлать

Пурнăç урапи яланах пĕр тикĕс шумасть. Лайăххипе пĕрлех усалли те юнашарах çÿрет. Инкек ăçтан йăтăнса анассине никам та пĕлмест. Тăванран, çывăх çынсенчен, хăв çуратса ÿстернĕ тĕпренчĕкÿнтен яланлăхах уйрăлни — çемьешĕн çĕр йăтайми пысăк хуйхă.

2 Утă, 2016

Аваллăха сăнлать Сăкăт чăвашĕ

Чăваш наци музейĕнче иртнĕ «Çĕнтерÿ символĕсем» куравра паллашнăччĕ Федор Артамонов алăстипе. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăтĕнче пурăнаканскер «ЧХ» вулаканĕсене хăй çинчен каласа кăтартма хапăлах пулчĕ.

2 Утă, 2016

Кураклă Каркаларта…

Аякра-аякра, Чăваш республикипе Тутарстан чиккинче вырнаçнă çак ял. Курак нумай пулнăран Каркалар тенĕ ăна. Шăп пĕр километртан кÿршĕсен Кайбицки районĕ пуçланать. Чăвашсем кунта тутарсен çумĕнче çĕрпе ирĕклĕрех усă курас тесе Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа тăрăхĕнчен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче куçса ларнă.

2 Утă, 2016

Çамрăксене мĕнле илĕртмелле?

Ялхуçалăх предприятийĕсем малалла лайăх аталанса пыччăр тесен чи малтанах кадрсем кирлĕ. Анчах та хальлĕхе пирĕн производствăна ку тĕлĕшпе пуян теме çук-ха. Ялсенче специалистсем, ахаль рабочисем çитменни — паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

Pages