Комментари хушас

9 Утă, 2016

Суран тÿрленсен те çĕвви юлать

Пурнăç урапи яланах пĕр тикĕс шумасть. Лайăххипе пĕрлех усалли те юнашарах çÿрет. Инкек ăçтан йăтăнса анассине никам та пĕлмест. Тăванран, çывăх çынсенчен, хăв çуратса ÿстернĕ тĕпренчĕкÿнтен яланлăхах уйрăлни — çемьешĕн çĕр йăтайми пысăк хуйхă. Шăп ултă çул каялла, 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Тури Туçа вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен 17 çулти Денис Углев пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăччĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче вырăс чĕлхипе «2» паллă илнĕ çамрăк. Вăтам хаклава пĕтĕмпе те 2 балл çитеймен унăн. Çук, япăх вĕренекен ача пулман вăл, вĕренÿри çĕнĕлĕхе те хăвăрт хăнăхнă, уйрăмах компьютерпа аван тĕшмĕртнĕ. Математикăпа йĕркеллех экзамен тытнă вăл. Учительсем вăрçнă-ши ăна, тантăшĕсен умĕнче япăх паллăшăн аванмарланнă-ши каччă — Денис килтен тухса кайса хăй çине алă хунă. Ылханлă çав куна хăрушă тĕлĕк пек аса илеççĕ халь Углевсем.

Тăватă çултан…

— Денис вилни хуçса хăварчĕ пире. Çак кил-çуртра икĕ çул пĕр пăта та çапман эпĕ. Пÿрт ишĕлсе ансан та юсаяс çукчĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт ĕçлемесĕр пурăннă! Тĕрĕссипе, ачана пытарнă хыççăн ал-ура йăлтах усăнчĕ. Пурнăç илемĕ, унăн пĕлтерĕшĕ самантра таçта кайса пăчланчĕ. Ывăла çухатнă хыççăн мăшăр — пĕр пÿлĕме, эпĕ теприне кĕрсе çухалаттăмăр. Килте кунĕпех шăплăх хуçаланатчĕ. Вунтăваттăри Анжелика та малтанхи пек марччĕ, вăл та тетĕшне аса илсе пĕрмай куççульленетчĕ. Уяв уяв пек марччĕ, ĕçкĕ-çике те хутшăнман. Пĕр чарăнми çумăр лÿшкет-и, çунтарса ярасла хĕвел хĕртет-и — пирĕншĕн пурпĕрехчĕ. Çапах та, чун нăйкăшса ыратсан та, алла пĕр черкке те тытман. Анжеликăшăн пурăнмалла тесе хамăра лăплантартăмăр çав вăхăтра. Тăватă çул каялла вара çут тĕнчене Даша килчĕ. Хĕвел çутине, унăн ăшшине туякан пултăмăр пĕчĕк хĕр кун çути курсан. Амăшĕ те унпа йăпанса хитрен йăл-л! кулма тытăнчĕ. Пĕлетĕп, хĕрарăма ачине çухатма тата йывăртарах. Йăлт хуçăлса вăйран каясран шеллесе Турă пире тепĕр хĕр пĕрчи парнелес терĕ пуль, — иртнĕ хура кунсене аса илет Михаил Анатольевич.

Даша халĕ тăватă çулта. Чĕвĕл-чĕвĕл хĕр пĕрчи ялти «Солнышко» ача садне çÿрет. «Çăмăл ыйхăллă вăл пирĕн, тин çеç çывăрса кайнăскерне вăратсан нăйкăшса тарăхтармасть. Часах ун патне садике çитсе килĕпĕр», — тумланса тухрĕ амăшĕ. «Денис тете питĕ ĕçчен пулнă, эпĕ те ÿссен аттепе аннене пулăшăп, кăшт çитĕнсен хирте вĕсемпе пĕрле вăрлăх сухан та çумлăп. Халь аттепе пĕрле уй-хир тăрăх тракторпа ярăнса çÿреме юрататăп», — пĕр ютшăнмасăр сăмахлать пĕчĕк Даша. Сăмах май, хĕрача питĕ хăвăрт калаçма вĕреннĕ. Вуннă таран чăвашла та, вырăсла та шутлать. Саспалли те пĕлет.

Каялла чĕртме çук

— Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче çухатрăмăр Дениса. Телефонне мунча умĕнче пăрахса хăварнă, унта мĕн пуррине йăлтах хуратнă. Чĕрере темĕн касса ыратса кайрĕ, лайăх мар пулăма систерчĕ. Ялта, ун таврашĕнче çĕрĕпех шырарăмăр ывăлăмăра. Тепĕр кунне, кăнтăрла иртсен çеç, Анжеликăпа асламăшĕ Денис çырмари чăтлăхра йывăçран çакăнса тăнине асăрханă... Ĕненмелле марччĕ. Ывăлпа пĕр класра вĕреннĕ хĕрачасем: «Учительсем хытă вăрçнă Дениса», — тесе калаçкаланă. Ачана каялла чĕртсе тăратма çук, айăплисене шыраса, тĕпчесе çÿремерĕмĕр, ку ыйтăва хускатма шухăшламан эпир. Эпĕ те, мăшăр та çав вăхăтра ÿсĕр çын евĕр ура çинче аран тытăнса тăраттăмăр. Епле чăтрăмăр-ши?! — сăмаха хуллен малалла тăсрĕ Марина Витальевна.

— Денис пур чухне кĕтĕве кайман тата михĕ те çĕклесе курман эпĕ. Хирте пушă йăтса ĕне хыççăн чупасси уншăн вăйă вырăнĕнче кăначчĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн Мускава кайса ĕçлесе килчĕ ÿркенменскер. Тĕлĕнмелле тăрăшуллăччĕ, вăл ăна-кăна тума хушасса кĕтместчĕ, хуçалăхра мĕн пурнăçламаллине хăех пĕлсе тăратчĕ. Ăна касра Денис Михайлович тесе чĕнетчĕç. Ятне ыйтсан шкула кайичченех пурне те çапла хуравланă вăл. Ачаран çар çынни пулас шухăш-ĕмĕтлĕччĕ, Иваново хулине кайма хатĕрленетчĕ. «Çар училищине вĕренме кĕреймесен салтака каятăп, май пулсан унта юлатăп, хам тĕллеве çавах пурнăçа кĕртетĕп», — тетчĕ çирĕппĕн. Кĕтмен çĕртен çакнашкал инкек сиксе тухрĕ. Суран тÿрленсен те çĕвви ĕмĕрлĕх юлать. Пирĕн хуйхă та çавнашкалах, ăна чĕререн кăларса ывăтма çук, — чунне уçать кил хуçи.

Чăн-чăн хресчен

Углевсен хуçалăхĕнче темĕн тĕрлĕ техника пур. Вĕсене вырнаçтарма нумай пулмасть пысăк гараж хăпартнă. 2 гектар çĕр çинче кишĕр, чĕкĕнтĕр, кăшман ÿстереççĕ. Тепĕр 9 гектарне арендăна панă. Витере вырăн сахалрах пулнипе пăрăвĕсене сутнă. Ултă ĕне тытаççĕ вĕсем паян. Вăрлăх сухана хĕл каçарма управ пысăк вырăнĕ çĕкленĕ.

Михаил Анатольевич хресчен ĕçĕ-хĕлĕ, вăл паянхи кун епле пурăнни пирки вăрах калаçрĕ. Ăна мĕнпур хак ÿсни, çав вăхăтрах хресчен туса илекен пахча çимĕç хакĕ чаксах пыни пăшăрхантарать. «Малалла ăнтăлаканнине, ĕçлес текеннине грант илме йывăртарах. Вăл программăна икĕ çул хутшăнтăм, юлашкинчен алă султăм. Халь кирлĕ те мар, мĕн кирлине хамах туянтăм. Ял халăхĕн вăйĕпе, хресчен тарĕпе посредниксем пуяççĕ халь», — чунне ыраттарсах калаçрĕ вăл.

Вăхăт малаллах шăвать. Иртнине ниепле те каялла тавăрма çук. Чĕрери суран нихăçан тÿрленмесен те вăй çитерсе чĕррисен малалла пурăнмалла. Хĕрĕн Анжеликăн çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртеççĕ ашшĕпе амăшĕ. Шупашкарти планпа экономика колледжĕнчен технолог-повара лайăх вĕренсе тухнă хĕрачана çак заведенире преподавательте хăварнă. Халĕ ăна вăхăтлăха Ялта хулине ĕçлеме янă.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.