Елена АТАМАНОВА

2 Раштав, 2016

Патреккелти Сочи

— Хĕл хырăмĕ аслă. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Çу çитсен иртен пуçласа каçченех хĕвел çинче эпир: гектарĕ-гектарĕпе курăк çулатпăр, типĕтетпĕр, кайран капана утă хыватпăр. Çак ĕç пире киленÿ çеç кÿрет. Ÿркенмен çын валли курăк кирек ăçта та нумай, пĕве, çырма-çатра, уй-хир айккисене çулатпăр. Елчĕкри стадионта та утă туса илетпĕр. Патреккелтех — чăн-чăн Сочи. Тинĕс хĕрринче хĕртĕнмесĕрех çулла хăп-хăмăр ÿтлĕ эпир. Паллах, пуçра пĕрмай ĕç шухăшĕ кăна мар, канма та вăхăт тупатпăр, — ăшшăн кулать Елчĕк районĕнчи Патреккелти Валерий Выйгетов.

19 Чÿк, 2016

Хапха уçакан пулмарĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа тăрăхĕнчи пĕчĕк яла тахçанах çитсе килме ĕмĕтленеттĕм. Ун çывăхĕнчен темиçе те иртсе кайнă-ха, анчах та е вăхăт çитмест, е урăх сăлтав тупăнать. Çак кунсенче тинех аякри-аякри Атăкçырмине те çитрĕмĕр. Чăваш ялĕсенчен уйрăлнăн уй-хир варринче пĕччен те тăлăххăн ларать вăл. Те çын çуккипе çеç çапла туйăнчĕ-ши пире? Апла-и, капла-и, 116 çул каяллахи икĕ урамлă пĕчĕк çеç ял Çĕр чăмăрĕ çинчен паянхи кун та ниçта та çухалман. Тутарстанпа чикĕленет вăл. Елчĕкрен 35 километрта, Шупашкартан 190 километрта вырнаçнă. Ку тăрăхрисем ăна Участка, Атăкçырми теççĕ. Ял Аттик ятлă арçын ятĕнчен пулса кайнă-мĕн. Вут-кăвартан хытă хăранă вăл вăхăтра, шыв çывăхра пултăр тесе çĕнĕ вырăна куçса килнĕскер пĕчĕк кÿлĕ хĕрринче çурт лартнă. Çавăн пиркиех яла Атăкçырми тенĕ те.

Историе илес пулсан, пушарта çунса кĕлленнĕ хыççăн ку тăрăха 1910-11 çулсенче Яманчÿрелтен 14 хуçалăх куçса ларнă. 1926-30 çулсенче çуртсен шучĕ 21-не те çитнĕ. Çамрăксем уйрăлса тухса çак ялтах йăва çавăрнă. 1931 çулта хăйсен вăйĕпе «Красный Восток» колхоз йĕркеленĕ. Теветкеллĕхĕпе уйрăлса тăнă вĕсем. ВДНХна хутшăнса 1 степень дипломне тивĕçнĕ Атăкçырмин ĕçчен çыннисем.

12 Чÿк, 2016

Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх?

«Ача пĕрре те нумай, саккăр та сахал», — текен каларăшпа килĕшеççĕ Елчĕк районĕнчи Шăмалакри Львовсем. Юрăпа Надя пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Хуларан яла килсен тимĕрçĕ лаççи умĕпе пăрчăкан пек иртсе каякан хĕр хыççăн ытараймасăр пăхса юлнă каччă. Пĕр каçхине клубра иккĕшĕ вальс çаврăннă. Юратупа хĕмленнĕ йĕкĕт чипер пике çинчен куç илеймен. Çав каç хĕре киле пĕччен уттарман вăл. Хапха умĕнче çăлтăрсем шутланă вăхăтра та сăмаха çилпе вĕçтерсе калаçман пурнăç çинчен шухăшлакан яш. Кăштахран Юра пикене хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. «Пĕр-пĕрне чунтан савса пĕрлешрĕмĕр», — çирĕплетеççĕ Юра тата Надежда Львовсем. Çак туйăма арăмĕпе упăшки ĕмĕр тăршшĕпех упрама хатĕр. Паян ĕçчен те тăрăшуллă мăшăр çичĕ ача ÿстерет, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ чухне пĕр алăра — вут, тепринче шыв пулнине аван пĕлет.

3 Чÿк, 2016

Юратаççĕ, вулаççĕ

Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньелти Марина Положина почтальон ытти мĕнпур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпах вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса Ыхраçырминчи почта уйрăмне васкать. Вăл çак ĕçре 23 çул тăрăшать. Шăрăх-и е çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и — ниме те пăхмасăр 3,5 çухрăмри кÿршĕ яла утать вăл.

3 Чÿк, 2016

Кин тени кил çынни пултăр

Елчĕк районĕнчи Исемпелте пурăнакан Людмила Маркова кашни кунах юнашарти Аслă Пăла Тимеше ĕçе утать. Вăл «Çĕнтерÿ» ОООра 26 çул бухгалтерта тăрăшать. Хăй ĕçне аван пĕлнĕшĕн, яланах вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçланăшăн хуçалăх ертÿçи Николай Головин ырлать ăна.

Pages