Юратаççĕ, вулаççĕ

3 Чÿк, 2016

Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньелти Марина Положина почтальон ытти мĕнпур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпах вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса Ыхраçырминчи почта уйрăмне васкать. Вăл çак ĕçре 23 çул тăрăшать. Шăрăх-и е çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и — ниме те пăхмасăр 3,5 çухрăмри кÿршĕ яла утать вăл. Хаçат, пенси, çыру валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне тивĕçтерет. Пĕрне печени-канфет кирлĕ, теприн супăнь-порошок е чей-кофе пĕтнĕ. Ял лавккине утиччен кил умĕнче кашни кунах чарăнакан почтальонран апат-çимĕç илсе юлма меллĕрех теççĕ тухсах çÿреймен ватăсем. Марина Петровнăна ĕçченлĕхĕпе вăр-варлăхĕшĕн тата ырă кăмăлĕшĕн хисеплени куçкĕрет. Килтен ирех тухса кайса кăнтăрла иртсен, тепĕр чухне каç енне çеç таврăнаканскер кил-тĕрĕшри ĕçсене çеç мар, кĕтÿ кĕтме те, тахăш вăхăтра тăванĕсем патне нимене çитме те ĕлкĕрет вăл. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ ку тăрăхра. Йăли çапла, хур-кăвакал пусмалла-и, утă çулса типĕтмелле-и, çĕрулми кăлармалла-и — кирек мĕнле ĕçре те кÿршĕ-аршă пĕрле пухăнать.

Тулăх пурнăçпа киленеççĕ Тĕрĕньелсем. Положинсен витинче тăватă ĕне, тăватă пăру. Сыснасемпе сурăхсем, кроликсем, картиш тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ. Çураçулăхпа килĕшÿ хуçаланать ку килте. Хĕрарăм-арçын ĕçне тиркемен мăшăрĕ пушă вăхăт тупăнсанах арăмне пулăшма васкать. Николай Александрович чылайранпа пушар хуралĕнче водительте тăрăшать. Хĕрĕпе ывăлĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

Марина Петровна тăрăшнипе «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата юратса вулаççĕ ку тăрăхра. Пĕр сиктерми темиçе çул çырăнса илекен çемье те чылай. Икĕ çул каялла çак пысăках мар ялта пирĕн кăларăмпа 40 ытла çын туслашнăччĕ. «Чăваш хĕрарăмне» алăран ямасăр вулакан халĕ те сахал мар.

Елена АТАМАНОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.