Елена АТАМАНОВА

30 Утă, 2016

Тĕтĕм-сĕрĕм пуçа минретет

Кунĕпех хупă тăнă хваттерте каç еннелле пăчă. Ĕçрен киле таврăнсанах чÿречесене яри уçса пăрахатпăр. Çурт умĕнчен пирус мăкăрлантаракансем вăшлатса иртеççĕ, çăра тĕтĕм сăмсана кÿ-ÿ пырса çапать. Эх, строительство компанийĕ 12-мĕш хутра хваттер сĕннĕччĕ, мĕншĕн çÿлте илме килĕшмерĕмĕр-ши? Аялти хутрисемпе танлаштарсан унта сывлăш та тасарахчĕ пулĕ. Подъезда кĕрсен те хăш чухне тĕтĕм шăрши туйăнать. Чарăнура та çав тĕслĕхех, ĕçе кайнă чухне те, таврăннă май та пуçа сĕрĕм минретет. Пирус туртакан — йĕри-таврах.

23 Утă, 2016

Урасăр, анчах та пысăк чунлă

Инкек куçа курăнса килмест çав. «Пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм», — тет чăваш. Ĕç хыççăн киле таврăнма тухнă Николай Миронов та çав кун пуйăс айне лекмĕччĕ те… Пĕлнĕ пулсан. Чукун çул урлă каçнă чухне тăрук килсе тухнă пысăк хурçă ут çамрăк арçынна сĕтĕрсе кайса малтан пĕр урине, кайран теприне касса татнă.

16 Утă, 2016

«Улмуççие кĕреплепе туратпăр»

Лăпкă та сăпайлă тата питĕ ăшă кăмăллă вăл. Мухтанма, ытлашши калаçма та юратмасть. Çĕнетÿ тапхăрĕнче — 1990-92 çулсенче — ялхуçалăх министрĕнче тăрăшнă Валериан Краснов Муркаш салинче пурăнать паян. Кунтан аякра мар вырнаçнă Москакасси ялĕнчи çурта та пăхса тăрать. Мăшăрĕпе Римма Алексеевнăпа унта эрнере икĕ хутчен çитсе килмесен чунĕ чăтмасть Валериан Семеновичăн. Темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ ялта. Питрав уявĕнче çырла çиме пире ятарласа хăй патне хăнана чĕнчĕ экс-министр.

«Инкене парăнмарăм»

9 Утă, 2016

Укçа кирлĕрех-и е çемье хаклăрах-и?

Кану кунĕсенче Чĕмпĕре кайса килес шухăшпа ир-ирех пуçтарăнса çула тухрăм. Хускалма вăхăт çитсен те салонра никамах та çукчĕ, ирĕклĕн ларса каятăп-ха тесе хĕпĕртерĕм малтанах. Çынсем пуçтарăнкаласан водитель машинине тапратрĕ. «Питомник» тĕлĕнче пирĕн ГАЗель чарăнчĕ. Такама кĕтетпĕр иккен. Пăртакран арçынсен ушкăнĕ çитрĕ. Мускавран таврăнаканскерсем салона кĕрсе вырнаçрĕç. Хĕрĕнкĕскерсем тÿрех хаяр шĕвек туртса кăларчĕç. Эрех кĕленчи туххăмрах пушанчĕ. Çĕрпĕве çитсен пĕри машинăна чартарчĕ. Вăл лавккана çитсе килессе вунă минут кĕтсе ларма тиврĕ. Шăрăх. Салонра пĕчĕк ачаллисем те пурччĕ.

Pages