Комментари хушас

23 Утă, 2016

Урасăр, анчах та пысăк чунлă

Инкек куçа курăнса килмест çав. «Пĕлнĕ пулсан тÿшек сарса хурăттăм», — тет чăваш. Ĕç хыççăн киле таврăнма тухнă Николай Миронов та çав кун пуйăс айне лекмĕччĕ те… Пĕлнĕ пулсан. Чукун çул урлă каçнă чухне тăрук килсе тухнă пысăк хурçă ут çамрăк арçынна сĕтĕрсе кайса малтан пĕр урине, кайран теприне касса татнă. Юн нумай çухатнăскерне çийĕнчех больницăна ăсатнă. Хăй епле чĕрĕ юлма пултарнинчен паянхи кун та тĕлĕнме пăрахаймасть арçын.

Канаш районĕнчи Сухайкассинче пурăнакан Николай Петрович патне çак кунсенче ятарласа кайса килтĕмĕр. «Ура çуккине хăнăхнă эпĕ, ку ытлашши пăшăрханмалли сăлтав мар, чунпа таса пулмалла. 30 çул иртсе кайрĕ унтанпа. 27 çулта юн вĕресе тăнă пуль çав. Чукун çул çывăхĕнче ÿснĕскерсем пуйăсран сиксе юлма, ун айĕнчен тухма хăраман эпир. Инкек пĕрре пулать, асăрханма пĕлмен çав», — палăртать ытлашши сăмах ваклама юратман сусăр арçын.

Кама кирлĕ?

Тăхăр уйăхри пепкипе килте ларакан çамрăк хĕрарăм упăшкине ĕçрен кĕтсе илейменнипе сисчĕвленсе ÿкнĕ çав кун. Çĕрĕпех шыранă ăна ялта. Кил хуçи пуйăс айне пулнине хунямăшпе иккĕшне тепĕр кунне çеç пĕлтернĕ. «Коля вилнĕ», — сарăлнă сас-хура таврара. Хăрушă хыпар ялти мĕнпур çынна ура çине тăратнă. Çамрăк арçынна çăлса хăварас тесе никам хистемесĕр пĕрин хыççăн тепри Канаша юн пама васканă.

«Реанимаци уйрăмне пĕр эрне кĕрт-мерĕç. Хам тата унпа тĕл пулма та хăраттăмччĕ. Халь те куç умĕнчех... Çывăраканскер вăранчĕ. Пĕр-пĕрне нимĕн чĕнмесĕр, куçран куç пăхса питĕ хытă макăртăмăр. «Эпĕ халь, урасăрскер, кама кирлĕ?» — куççулĕ шăпăртатсах тăкăнать. «Коля, пирĕн ача пур, ăна иксĕмĕрĕн ÿстермелле», — аллинчен ачашшăн тытатăп. Апат çиме пăрахнăскерне мĕнле лăплантармаллине те пĕлместĕмччĕ. Çамрăк пулнă çав ун чухне, хăйне калама вăтаннă-ши? Пĕр ăна çеç юратни, нихăçан та пăрахмасси пирки санитарка урлă хут таткисем çырса пама тытăнтăм. Çакăн хыççă пăртак лайăхланчĕ, апат та çиекен пулчĕ упăшка. Икĕ уйăхран тин киле ячĕç», — иртнине аса илсе куççульленчĕ мăшăрĕ Римма.

Ларма хĕр пекех

Больницăран таврăннă хыççăн Николай Миронова урăх ыйту канăçсăрлантарма тытăннă. Вăхăта епле ирттермелле, ним ĕçлемесĕр мĕнле пурăнмалла малашне? Римма шăп çавăн чухне пĕчĕк ывăлĕ валли ăшă япаласем çыхнă. Пуçланă ĕç вăхăчĕ çуккипе тепĕр чухне кил-тĕрĕшре вырта-вырта юлнă. «Атя-ха, кăтарт-ха, тен, манăн та алă пырать, темĕн йывăрриех çук пуль», — тенĕ пĕррехинче арçын мăшăрне. «Малтанхи хутĕнчех шăрçа пек çыхма тытăнчĕ, кашни куçĕ пĕрешкелччĕ», — тет Римма. Çав кунран тытăнса çыхас-çĕлес ĕç кил хуçи çине тиеннĕ тесен те йăнăш мар. Почтальонкăра тăрăшакан Римма упăшки валли тĕрлĕ журнал çырăнса илме тытăннă. «Коля алса-нуски кăна мар, эрешлĕ салфеткăсем, кофта-свитер çыхма пуçларĕ. Асламăшĕ ал ăсти пулнă, ăна хывнă упăшка. Паллах, çак инкеке курмасан йĕппе çип тытса ларас çукчĕ. Шăпи çакнашкал килсе тухрĕ, мĕн тăвăпăр?» — мăшăрĕн ытармалла мар илемлĕ ал ĕçĕсемпе паллаштарать Римма.

Николай Петрович арăмне вун-вун тĕрлĕ кофта çыхса тăхăнтартнă. Эрешлĕ тутăр та шкап туллиех. Салфеткăсем çуртри чÿрече анине, сĕтел-тумбочкăна илем кÿреççĕ. Римма хăйĕн юбилейĕ тĕлне шурă çивитти саккас панă ăна. Ялти культура çуртĕнчи фольклор ушкăнне çÿрекен хĕрачасем валли тухья ăсталас шухăшпа пурăнать халь арçын. Ашшĕ çыхнă шурă атăсене çу çитсен хĕрĕсем хывмасăр тăхăнаççĕ. «Коля пирĕн ларма хĕр пекех. Нумай калаçма юратмасть, ирех тăрать те сĕтел хушшине вырнаçса ĕçе пуçăнать. Ялти хĕрарăмсене те эреш вăрттăнлăхĕпе паллаштарать вăл», — калаçăва хутшăнать пĕрле пурăнакан амăшĕ Мария Петровна. Сăмах май, 35 çултах мăшăрне çухатнă Мария Миронова ывăлĕпе хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Текех качча кайман вăл, ют арçынпа та çыхланман. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе ура çине тăратасси малти вырăнта пулнă уншăн.

Вутă çурасси — йывăрлăх мар

Ура çукки хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама чăрмантармасть ăна. Пĕр машина вутă çурасси те йывăрлăх мар. Кăмака шуратать, сăрлать, йăран çумлать, мăшăрĕ ĕçрен таврăннă çĕре вĕри яшка та хатĕр. Чăх-чĕп, хур-кăвакал ăш-чикне тасатаканни, тĕкне татаканни те вăлах. Сысна пуснă хыççăн пуç-урине тирпейлеме те, кÿршĕсем хăйсен ачисене, мăнукĕсене асăрхама та ăнах шанаççĕ. «Обой та пĕрлех çыпăçтаратпăр. Унсăр пуçне Коля тĕрлĕ техника юсама маçтăр. Пур ĕçе те тĕплĕ тумалла унăн, тирпейлĕхе юратать, нихăçан та нăйкăшмасть», — упăшкине ырламасăр чунĕ чăтмасть арăмĕн.

Мăшăрĕ урасăр юлни хăратман Римма Васильевнăна. Çемьере савăт-сапа шакăртатасси те пулать, анчах хытă каласа арçын чунне нихăçан та ыраттарман арăмĕ. Асли Петя икĕ çул тултаричченех Люда çут тĕнчене килнĕ. Тепĕр 14 çултан çемьере татах йыш хушăннă — Ирина çуралнă. 4 мăнук халь Мироновсен. «Ачасене вĕрентнĕ чухне укçа-тенкĕ енчен йывăртарахчĕ. Халĕ ĕмĕтсем питĕ пысăк, кил-çурта çĕнетес шухăшпа пурăнатпăр. Хуларисем килсен пÿрт ача-пăча сассипе тулать, пĕчĕккисене чупма вырăн ытларах кирлĕ», — хăпартланса калаçать кил хуçи арăмĕ.

«Манăн кÿмене ларас килмест, çавăнпа кирлĕ те мар вăл мана. Протез урана хăнăхнăччĕ пĕр вăхăт, анчах та вăл йывăртарах. Эпĕ капла та хама аван туятăп», — пытармасть пурнăçа юратаканскер. Вăр-вар çак арçын 30 çул ĕнтĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнине ĕненес килмест. Тахăш самантра тенкел, диван çине вырнаçать, унтан каялла мечĕк пек сиксе анать, пÿрте çăмăллăнах кĕрет-тухать. Çăмăл машина туянса руль умне те хăех ларнă Николай Миронов.

Ăшă та ырă кăмăллă вăл. Ылтăн алăллăскере Сухайкассисем хисеплеççĕ. Паян та камăн та пулин çутă ĕмĕтне пурнăçлама вăйне те, вăхăтне те шеллемест вăл. Сусăрсен хушшинче иртекен конкурссене те çулленех хутшăнса çĕнтерет. Ял уявĕнчи куравра та — унăн ал ĕçĕсем. Хисеп хучĕсем туллиех Николай Петровичăн. Вăй-хăват тапса тăрать унра. Йывăрлăхсене парăнмасăр кашни кунах малалла талпăнать вăл.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.