Чăваш эстрада юррин пуласлăхĕ пур

«Кĕмĕл сасă» фестивале Чăваш Енри хуласемпе районсенчен çеç мар, кашни çулах Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хутшăнаççĕ. Кăçалхи уява пурĕ вуникĕ регионтан килсе çитнĕ. Çакă çамрăксене сцена çинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать, тус-тăванлăха хаклама, чăваш эстрадине аталантарма май парать.

17-мĕш çул иртекен конкурса пĕтĕмпе 38 çамрăк хутшăнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ — Чăваш Енрен. Республика тулашĕнчен çула тухнисем те сахал мар. Хăнасем Шупашкара Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Чĕмпĕр, Сарă ту, Самар, Мурманск, Иркутск, Пенза облаçĕсенчен, Челябинск хулинчен, Ямал-Ненец автономи округĕнчен килсе çитнĕ.

Фестивале хутшăннă çамрăксене ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Клементьев саламларĕç. «Кĕмĕл сасă» фестиваль чăвашлăха, эстрада юррисене аталантарма, йăх-несĕлтен куçакан пуянлăха упрама, йăла-йĕркене пăхăнса пурăнма пулăшни тавра сăмах пуçарчĕç.

Концерт пуçланиччен уява килнисене Шупашкар районĕнчи «Кăмăл» çемье ансамблĕ, Елчĕк районĕнчи Патреккел халăх хорĕ тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти «Шурă çăл» юрă ушкăнĕсем савăнтарчĕç.

Конкурсантсене темиçе номинаципе хакларĕç. «Кĕмĕл сасă-2016» фестивальте «Чи çепĕç саслă юрăç» хисеплĕ ята Çĕрпÿ пики Елена Арсентьева тивĕçрĕ. Чăваш юррин пуянлăхне уçса параканĕ Улатăр район хĕрĕ Мария Храмова пулчĕ. «Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç» — Екатеринбург тăрăхĕнчен çитнĕ Артемий Тельцов. Вăл Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте çуралса ÿснĕ. «Куракансем килĕштернĕ юрăç» ята Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш каччи Александр Максимов çĕнсе илчĕ.

Пĕччен юрлакан юрăçсенчен пĕрремĕш вырăна Пушкăртстанри Çтерлĕ хулинчен килнĕ Карина Тимофеева тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Пенза тăрăхĕнчи Неверкино районĕнчен килнĕ Виктория Серафимова тата Тутарстанри Аксу районĕнчи Анжелика Еремеева пайларĕç. Пĕччен юрлакан юрăçсенчен виççĕмĕш вырăна та иккĕн тивĕçрĕç: Иркутск облаçĕнчи Балаган районĕнчен килнĕ Инна Яковлева тата Муркаш район хĕрĕ Елена Филиппова.

Ытти çулхипе танлаштарсан кăçалхи фестивальре «иккĕн юрласси» номинаци те пулчĕ. Ушкăнпа юрлакан юрăçсенчен пĕрремĕш вырăна Шупашкар хулинчи Юлия Мокеевăпа Павел Васильев, иккĕмĕшне Самартан килнĕ йĕкĕрешсем — Антонинăпа Татьяна Сашинăсем — тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Челябинск хулинчен килсе çитнĕ Артемипе Катерина Тельцовсем тивĕçлĕ пулчĕç. Чăвашлăхшăн хыпса çунаканскерсем аякри Екатеринбург тăрăхĕнче Чăваш наци культурипе автономине ертсе пыраççĕ. 3 ывăлпа 1 хĕр çитĕнтереççĕ Тельцовсем. Ачисем те хăйсем пекех юрра-ташша ăста, сцена çине тухма тĕпренчĕкĕсем валли чăваш тумĕ çĕлеттернĕ.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем конкурса килнĕ кашни çамрăкăн ăсталăхне палăртма тăрăшрĕç. Ямал-Ненец автономи округĕнчен инçе çула кĕскетсе килнĕ Виктория Иванова, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Екатерина Шепелева, Мурманскран çитнĕ Дина Агеева, Куславкка каччи Радий Чернов тата Шупашкар хулинчи Михаил Иванов дипломантсем пулса тăчĕç. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ÿснĕ Дина Агеева иртнĕ çул та фестивале хутшăннăччĕ. «Тăван тăрăха кайса килме те вăхăт çук. Аттепе анне мана курма хăйсем çитрĕç. Вĕсем халь залра лараççĕ. Мурманскра йĕркеленнĕ «Акатуй» ансамбльте юрлатăп. Пушă вăхăт пачах çук, кашни эрнерех гастрольсене çÿретпĕр. Çар чаçĕсемпе туслă эпир, карапсем çинче чăваш юррисем шăрантаратпăр. Пирĕн илĕртÿллĕ тум матроссене те тыткăна илет», — çапла каласа кăтартрĕ иртнĕ çул фестивальре виççĕмĕш вырăн йышăннăскер.

Çÿллĕ шайра иртнĕ «Кĕмĕл сасă» фестиваль чăваш чунĕллĕ çамрăксенче пысăк вăй тапнине, чăваш эстрада юррин пуласлăхĕ пуррине кăтартса пачĕ.

Кăçалхи конкурсантсем пĕри тепринчен вăйлăрах пулни сисĕнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртма жюрие, ахăртнех, çăмăл килмерĕ.

Гран-прие тата ЧНК Президенчĕн парнине — тухьяна — Хĕрлĕ Чутай пики Наталья Соловьева çĕнсе илчĕ. Вăл Вăрманкас ялĕнчен. Кĕмĕл сасăллă 17 çулти пике «Шурă Атăлта» юрра шăрантарса куракансене те, жюрие те тыткăнларĕ. Наташа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи ÿнерпе музыка факультетĕнче пĕлÿ пухать. «Ача чухне урама тухса кинемисене темĕн тĕрлĕ юрăпа савăнтараттăм. Мана хавхалантарса алă çупатчĕç. Садикре воспитательте тăрăшакан анне те юрра ăста. Шкулта вĕреннĕ чухне районти конкурссене яланах хастар хутшăннă эпĕ», — хăйĕнпе паллаштарчĕ çĕнтерÿçĕ. Сумлă конкурсра ят çĕнсе илни Наташăна пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма хавхалантарĕ. Ăнăçу сунатпăр ăна!

Елена АТАМАНОВА.

 

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.