Пĕчченлĕх туйăнмасть

23 Ака, 2016

Эпир пынă кун Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнакан Анатолий Павлов ĕçреччĕ. Ăна кил умĕнче кĕтсе тăнă хушăра чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтине урлă пăхса çаврăнтăмăр. Пахчине тирпейлесе тасатнă, хăяр йăранĕсене уйăх каяллах хатĕрлесе хунă. «Ĕненетĕр-и, çук-и — çак арçын кил-çурта тахçантанпах пĕчченех тытать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, тепĕр хĕрарăмăннинчен типтерлĕрех унăн хуçалăхĕнче. Ав техникăран та пуян, çынна йăлăнмалли çук унăн. Хăй кашни кунах ĕçе çÿрет, хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши, ытла та йăрă çав, пачах та куç хупмасть пулĕ», — тĕлĕннипе пуçне сулать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Секретов.

Мăшăрĕ чирлесе вилнĕ хыççăн икĕ ачине — Андрейпе Оксанăна — пăхма малтанхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. Шел те, çывăх çыннисем вăрăм ĕмĕрлĕ пулайман. Хуйхă пĕччен çÿремест теççĕ, тепĕр виçĕ çултанах Анатолий амăшне хирте çĕрулми çумланă чухне аçа çапса вĕлернĕ. Оксана та çав самантра юнашарах пулнă. Çунма тытăннă хĕр пĕрчине ял çыннисем асăрхаса пĕрремĕш пулăшу пама ĕлкĕрнĕ. «Ури, хырăм таврашĕ пиçнĕччĕ. Больницăра вăрах вăхăт сиплентĕмĕр. Тавах Турра, ура çине тăчĕ хĕрĕм, качча тухрĕ, мăнук та парнелерĕ мана», — çемьене инкек хыççăн инкек килсе çапнине аса илет Анатолий. Йывăр хуйхă хыççăн ашшĕ те вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Ачисене амăшĕ çукки ытлашши ан сисĕнтĕр, хуçалăха тытса пыма пĕччен хăйне те йывăртарах тесе тепĕр хут çемье çавăрма тĕв тунă арçын. Пурнăç кустăрми иккĕмĕш арăмĕпе те йĕркеллех шунă, анчах та сакăр çултан хĕрарăм кĕтмен çĕртен уйрăлса кайнă. «Аппăшĕ вилнĕ хыççăн амăшĕ пĕчченех юлчĕ, çывăх çыннине пăхма мăшăр Аслă Арапуçа кайрĕ. Пĕрле чиперех ĕмĕрлеме пулатчĕ. Тен, ÿкĕнет те халь, темле ĕнтĕ. Вăл та, эпĕ те начар çынсем мар, иксĕмĕр те ĕçе парăннă, ĕçкĕпе нихăçан та иртĕхмен. Мĕн çитмерĕ-ши пире?» — чунне уçать Анатолий.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать паян арçын: виçĕ ĕне тата виçĕ пăру. Сурăхĕсем те аван ĕрчеççĕ. Нумай пулмасть сысна çурисем туяннă, амине хĕл каçарса çăвăрлаттарас шухăшлă. Çура сутса лайăх тупăш илме май пуррине ăнланать арçын. Кашни çулах чăх-чĕп, хур-кăвакал чылай усрать. «Пурнăç малаллах шăвать. Ялти çынна ĕни-сурăхĕ те кирлĕ. Аппаратпа сунăран нимле йывăрлăх та туймастăп. Пахчаçимĕçне çимелĕх кăна мар, сутмалăх та çитĕнтерес килет. Вăрлăх сухан та пĕр вăхăт чылай ÿстернĕччĕ, халь ун валли вăхăт çитмест. Шел, çемьере пĕччен çитĕннĕ эпĕ, аппа-йăмăк çук манăн, пĕр-пĕрне пулăшса тата лайăхрах пурăнăттăмăр. Ĕç çынна йăпатать, хуйха-суйха мантарать. Çуркунне çитнĕ май каллех ака-суха пуçланчĕ, часах кĕтÿ тухать, пахчара çум курăкĕ шăтать. Кайран утă çулма тытăнатпăр, ырлăх ялта», — пĕрмай ĕç пирки кăна калаçать Анатолий.

Андрейпе Оксана — предпринимательсем. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнаççĕ. Çаврăнăçуллă та ĕçчен Оксана хăй тăрăшса хулара апат-çимĕç лавкки уçнă. «Эпĕ шăнкăравласса кĕтмеççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах ачасем яла вĕçтерсе çитеççĕ. Виçĕ мăнук манăн, вĕсемпе кил-çурт тулать. Хам пĕчченнине пачах та туймастăп, лăпкăлăха хăнăхрăм-ши? Ачасемпе пĕрле пÿрт çăватпăр, кĕтÿ кĕтетпĕр, уттине çулса типĕтетпĕр. Оксанăпа кин кашни килмессерен сĕт-çу тирпейлеççĕ, турăх, тăпăрчă хатĕрлесе хăвараççĕ. Лавккаран пельмень тавраш илсе курман, ачасем янтăлаççĕ. Патша пекех пурăнатăп эпĕ», — йăл кулса ăсатрĕ пире пурнăç тилхепине çирĕп тытакан арçын.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.