Елена АТАМАНОВА

5 Раштав, 2015

Тунсăхлама памаççĕ

Ашшĕ-амăшĕ ăна пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне хĕлле шкула çунапа, кĕрлĕ-çурлă вăхăтра велосипедпа леçнĕ. Ачан сывлăхĕ хавшанине кура сусăрскере килте вĕрентме тытăннă.

28 Чÿк, 2015

Йăпăлтире йăпăлтисем юлман

Каçал тăрăхĕнчи Йăпăлти ялĕ /Новое Байметьево/ Урмаелпе юнашар вырнаçнă малтан. Ал ăстисене, чăвашсене тутарсем хăйсем патне пĕр сăмахсăр йышăннă. Куçса килнĕскерсене шелленĕ-ши, Урмаел çумĕнче пысăках мар çĕр лаптăкĕ те уйăрса панă.

21 Чÿк, 2015

"Шкул шăпчăкĕ" Канаш районĕнчи Катекре юрлать

Вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри кашни каçах таçта васкани малтан питĕ тĕлĕнтернĕ Катек шкулĕнче пĕлÿ пухакансене. "Хĕвел анас умĕн пирĕн учительсем ăçта утаççĕ-ши, ĕлĕкхи пек иккĕмĕш смена çук-çке халь?" - кăсăкланнă ачасем. Вăрттăнлăхĕ иртнĕ шăматкун тинех уçăмланнă.

21 Чÿк, 2015

Чăваш вăрманĕ çын пырса кĕрейми чăтлăха çаврăнать

Пирĕн ĕçĕ çавнашкал, ял-поселок халăхĕн, хамăр вулакансен кулленхи пурнăçĕпе, канăç паман ыйтăвĕсемпе тĕплĕн паллашас, кайран хаçатра çырса кăтартас тесе тĕрлĕ района час-часах тухса çÿретпĕр. Автобуспа е машинăпа пынă май çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче чÿречерен тавралăха сăнаса пыма кăмăллатăп. Çакă инçе çула кĕскетме пулăшать. Юлашки вăхăтра республикăн кăнтăр районĕсене ытларах çÿреме тиврĕ. Федерацин М-7 çул айккипе те, Çĕрпÿрен Канашалла кайнă çĕрте те - автоçула юртан хÿтĕлеме ятарласа лартнă симĕслĕхсем. Кĕркунне йывăçсем çаралса юлнă май халь витĕрех курăнаççĕ.

14 Чÿк, 2015

«Асатте кил хушши тытать, асанне - пÿрт ăшши»

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтринчи Василий Петровичпа Феодосия Владимировна Петровсем 68 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, пĕр класра вĕреннĕ. "Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Пĕрлешсенех пурнăç урапи вĕсен те малалла пĕр тикĕс те çăмăллăнах шуман. Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн кам пуян та тулăх пурăннă-ши? Юхăннă çĕршыва ура çине тăратасси пирки шухăшланă пурте. Иртен пуçласа каçчен тар тăксан та çăкăрĕ сĕтел çинче çити-çитми çеç пулнă ял çыннисен. Иккĕн-иккĕнех çав.

Pages