"Шкул шăпчăкĕ" Канаш районĕнчи Катекре юрлать

21 Чÿк, 2015

Вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри кашни каçах таçта васкани малтан питĕ тĕлĕнтернĕ Катек шкулĕнче пĕлÿ пухакансене. "Хĕвел анас умĕн пирĕн учительсем ăçта утаççĕ-ши, ĕлĕкхи пек иккĕмĕш смена çук-çке халь?" - кăсăкланнă ачасем. Вăрттăнлăхĕ иртнĕ шăматкун тинех уçăмланнă. Учительсен "Шурă акăш" фольклор ушкăнĕ Шупашкарта иртнĕ республикăри "Шкул шăпчăкĕ" халăх юррисен фестиваль-конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Акă ăçта васканă-мĕн вĕрентекенсем каçсерен! "Улми йывăççинчен аякка ÿкмест" теççĕ. Мĕнех, Катекре вĕренекенсен камсенчен тĕслĕх илмелли пурах çав, вĕсем те çав кун учительсенчен тăрса юлман. Шкул ачисен хушшинче йĕркеленнĕ "Илем" ушкăн та çĕнтернĕ асăннă конкурсра. "80 ача таранах çÿрет "Илеме", патшалăх экзаменĕсене пула тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсене çеç явăçтармастпăр. Пысăк автобуса пурте шăнăçаймарăмăр, фестивале 39-ăн кайрăмăр, тепĕр 20 ача йĕресле тăрса юлчĕ. Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕн сцени çине аран вырнаçса пĕтрĕмĕр", - каласа кăтартать шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Семенова. Конкурсра "Илем" ушкăн "Çамрăксен вăййи", учительсен "Шурă акăшĕ" "Çĕнĕ пÿрт ĕçки" композицисене сăнласа кăтартнă. "Шкул шăпчăкĕ" фестиваль- конкурсран ултă дипломпа таврăннă Катек шкулĕнчи учительсемпе вĕренекенсен сăн-пичĕ халĕ те савăнăçпа çиçет.

- Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкесем хыççăн хăпартăмăр сцена çине. Вĕсем те питĕ тăрăшнă, тумĕ капăрччĕ, атлас саппун-кĕпе çĕлеттернĕ. Эпир вара асанне-кукамайăн шап-шурă кĕписемпе тухса тăтăмăр. Кирек мĕн каласан та, авалхи тум тата пуянрах курăнать. Ахальтен "Шурă акăш" ят суйласа илмен ĕнтĕ эпир. Асанне-кукамайăн арчара ахалех выртакан пирĕсене шуратрăмăр, хитре кĕпе çĕлеттертĕмĕр. Вĕсен йăли-йĕркине, аваллăха, йăх-несĕл пуянлăхне манăçа кăларас килмест, мĕн пултарнă таран ачасене вĕрентсе хăварас килет. Кунашкал ушкăн хальлĕхе районта пĕрре çеç. "Шурă акăш" пире туслаштарать, пĕр-пĕринпе çывăхлатать, йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. "Йыш чăмăркки хурçăран çирĕп", - тесе ахальтен каламан ваттисем, - калаçăва хутшăнать биологипе географи вĕрентекенĕ Алевтина Германова. Сăмах май, ушкăнрисен тĕрлĕ уявпа е юрăпа çыхăнтарса сцена çине тухмашкăн темиçе тĕрлĕ тум та пур. Кĕписене çак ялта пурăнакан Надежда Григорьева çĕвĕç çĕлет.

Катек шкулĕнчи мĕнпур вĕренекенĕн илемлĕ чăваш çи-пуçĕ пур. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ тата хитререх курăнтăр тесе кĕпесене ятарласа ăстасене тĕрлеттерет. Шкултан вĕренсе тухса каякансем чăваш тумтирне ушкăна парнелесе хăварасси йăлана кĕнĕ.

 

Ылтăн алăллă кин

Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Семенова аслă категориллĕ учитель пирки çапла калаççĕ Катек ялĕнче. Технологи урокне ертсе пыраканскер эрнере пĕр-икĕ кун пушă вăхăт тупса хĕрачасене тухья, мăй çыххи ăсталама, вĕтĕ шăрçапа илемлĕ тĕрлеме вĕрентет. Унсăр пуçне хутран, пластик кĕленчерен, пусма, тир таткинчен мĕн кăна хатĕрлемеççĕ-ши шкул ачисем? "Уроксем хыççăн тăрса юлса ĕçлетпĕр. Хĕрачасен алли çыпăçуллă, çĕнĕ ĕçе хаваспах пуçăнаççĕ, хăшĕ-пĕрне пĕр хутчен кăтартса пани те çителĕклĕ", - паллаштарать Наталья Валерьевна. "Сирĕн вĕсен килне кайса курасчĕ. Кивĕ хатĕр-хĕтĕре те çĕнĕрен чун кĕртме пултарать вăл. Кил-çуртĕнче, пахчинче йăлтах хăй аллипе ăсталанă куçа илĕртекен япаласем. Вĕтĕ шăрçапа чăваш тĕррисем тĕрлет, Евгения Жачевăран нумай вĕренет", - пĕр-пĕрне пÿлсех каласа кăтартаççĕ учительсем. Сăмах май, Сĕнтĕрвăрринчен Катеке качча килнĕ Наталья Семенова малтан чăвашла пĕлмен. Хулара çитĕннĕскер яла килсен хăвăртах хăнăхнă тăван чĕлхене. Халь чăвашла тап-таса, пĕр вырăс сăмахĕ хушмасăр калаçать, "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнса илет

Республика кунĕнчи ал ĕçĕсен куравĕнче те Наталья Валерьевна витĕмĕпе Катек шкулĕ мала тухнă.

 

Çамрăк космонавтсен отрячĕ

Республикăри çамрăк космонавтсен юхăмĕ çумĕнчи Катек шкулĕнчи космонавтсен отрячĕ вунă çул каялла йĕркеленнĕ. Унта пиллĕкмĕшпе улттăмĕш тата çиччĕмĕш класс ачисем çÿреççĕ. "Пире космос вĕçевĕсем чĕнеççĕ" программăпа ĕçлеççĕ вĕсем. Космонавтика, тĕнче уçлăхне парăнтарнă çынсем çинчен ятарласа вĕрентеççĕ кунта. Отряда шкулти аслă вожатăй Алевтина Васильева ертсе пырать. Çамрăк космонавтсен хушшинче медале тивĕçнĕ маттурсем те пур. Коля Осипов "Орленок" лагере кайса килнĕ. Вунпĕрмĕш класри Снежана Иванова "Николаев вулавĕсем" конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнă. "Космонавтсем хамăр хушăрах çитĕнеççĕ" конкурсра çĕнтерсе кубоксене тивĕçнĕ отряд. Кăçалхи Республика кунĕнче Андриян Николаев космонавт летчикăн ачалăхне сăнласа кăтартнă Катек вĕренекенĕсем. Ун ячĕпе ятарлă лапам йĕркеленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртсе пынă май Катек ачисем шăрантаракан "Вĕç, вĕç куккук" юрра ытараймасăр чарăнсах итленĕ. Андриян Николаевăн юратнă юрри Республика ертÿçине те тыткăнланă.

 

Малти вырăна çĕнсе илмелле

Катек шкулĕнчи музыка урокне çак тăрăхри Шуртан ялĕнче пурăнакан Виталий Дмитриев купăсçă ертсе пырать. 2013 çулхи кăрлач уйăхĕнче ĕçе пуçăннă вăл. Шкул шăпах юбилее хатĕрленнĕ, анчах та вĕсен музыкант пулман. Çавăн чухне шыраса тупнă та ăна. Ларма-тăма пĕлмен Виталий Кузьмич ушкăна туххăмрах хавхалантарса янă. Шăпах унашкалли, чĕртсе яма пултараканни тахçанах кирлĕ пулнă кунта. "Эх, сансăр кунта мĕн тăвăттăмăрччĕ-ши?" - теççĕ ăна уççăнах вĕрентекенсем. "Пилĕк çултах купăс калама вĕреннĕ эпĕ. Атте енчисем те, анне енчисем те ку енĕпе питĕ ăста. Хамăр йăхпа сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ ача чухне. Çывăх тăвансен хушшинче - 11 купăсçă. Шупашкартан çĕнтерсе таврăннă май ачасем Катеке çити юрласа килчĕç. Шăп çеç итлесе пытăм, чун савăннипе таçта тÿпере вĕçрĕ çав хушăра. Ара, епле хĕпĕртемĕн: ман вĕренекенсем-çке. Шăпăрлансем юрлаççĕ - апла ĕçлетĕп эпĕ. Сцена çинче мĕнешкел маттур пулчĕç. Малти вырăна ахаль памаççĕ, ăна çĕнсе илмелле", - хăпартланса калаçать Виталий Дмитриев.

"Пирĕн ушкăнра тĕп режиссер та пур, вăл - чăваш чĕлхи учителĕ Татьяна Васильева. Сценарисене йăлтах Татьяна Ильинична çырса хатĕрлет. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн режиссерне Валерий Яковлева хисеплесе, ун пекех пултаруллă пулнăран, чăвашлăхшăн çуннăран хамăр хушăра Татьяна Ильиничнăна "пирĕн Яковлева" тетпĕр", - палăртаççĕ "Шурă акăшра" юрлакансем.

"Шкул шăпчăкĕ" фестиваль-конкурса Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнчи музыка факультетĕнче пĕлÿ пухакан Ольга Егорова хатĕрленме нумай пулăшнă. Катекри культура çуртĕнчи "Шевле" ушкăна чĕртсе тăратаканĕ те вăлах. Шкулта практикăра пулнă май ăсталăх класĕсем ирттернĕ, учительсене профессионал шайĕнче юрлама хăнăхтарнă Ольга Леонидовна.

 

Тилĕпе мулкач та чăвашла калаçаççĕ

Ялта капла та пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вĕрентекенсен - пушшех те, ара, киле çитсен тетрадь тĕрĕслемелле, çитес урока хатĕрленмелле-çке. "Вăхăтне тупатпăр, выльăх-чĕрлĕхе пăхнă хыççăн шкула вĕçтеретпĕр. Пĕр-пĕринпе хутшăнни мĕне тăрать. Чуна уçать юрă, хавхалантарать, малалла туртăнма хăват парать", - хуравлаççĕ вĕрентекенсем.

Аваллăха, чăвашлăха сума сăвакансем ĕçлеççĕ Катек шкулĕнче. Вĕсем тăрăшнипе Çĕнĕ çул уявĕ те, Пĕлÿ кунĕ те чăвашла иртет кунта. Акă миçемĕш çул ĕнтĕ Хĕл Мучи те, Юрпике те, юмахри тилĕпе мулкач та чăвашлах калаçаççĕ. Авăнăн 1-мĕшне чăваш гимнĕпе пуçласси, чăваш ташши ташласси те тахçанах йăлана кĕнĕ ку шкулта. Маттур та тăрăшуллă пулнăран Канашра иртнĕ Республика кунне те Катек вĕренекенĕсене уçтарнă кăçал. "Шкул шăпчăкĕ" конкурсра мала тухнă маттур ачасем кăçал Чăваш наци конгресĕ ирттерекен Çĕнĕ çул елкинче савăнĕç.

 

Елена АТАМАНОВА.

Канаш районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.