Йăпăлтире йăпăлтисем юлман

Каçал тăрăхĕнчи Йăпăлти ялĕ /Новое Байметьево/ Урмаелпе юнашар вырнаçнă малтан. Ал ăстисене, чăвашсене тутарсем хăйсем патне пĕр сăмахсăр йышăннă. Куçса килнĕскерсене шелленĕ-ши, Урмаел çумĕнче пысăках мар çĕр лаптăкĕ те уйăрса панă. «Асатте-асанне каласа кăтартнă тăрăх, чăвашсем тутар халăхне йăпăлтатса, юраса пурăннă, вĕсене май пур таран пулăшнă. Алли-ури çыпăçуллăран ытлашши аптраман, пĕри кăмака купаланă, тепри тимĕрçĕре тăрăшнă. Тĕслĕхрен, ман атте, Сергей Федоров, ăста çĕвĕç пулнă. Таврарисене ăшă тумтир çĕлесе тăхăнтартнă. Ĕмĕрех тар тăкнă пирĕн чăваш халăхĕ, халĕ те çаплах мар-и-ха, ĕç шыраса тĕнче кĕтесне те çитет», - каласа кăтартать ялти çынсенчен чи асли, 81 çулти Анюк аппа.

Хальхи Йăпăлти ялĕ /Васильевка/ 1928 çулта, революци хыççăн, колхозсем йĕркеленме тытăниччен пуçланса кайнă. Йăпăлтатса ывăннă-ши - чи вăйлисем, пĕтĕмпе 12 кил, çĕнĕ çĕре куçнă. Çуркунне тырă акма та вăй çитернĕ. Ку тăрăха чи малтан ура ярса пусаканни Василий Яковлев пулнă. Украинăра, шахтăра, нумай вăхăт ĕçлесе пурăннă хăюллă та хастар чăваша ял çыннисем питĕ хисепленĕ. Йăпăлтие çавăнпах вырăсла «Васильевка» теме тытăннă. Пĕр вăхăт колхоз та ун ячĕпех хисепленсе тăнă-мĕн. Шел, унăн пĕр тăванĕ те юлман халĕ ялта. Василий Яковлев вырăнĕнче хайхи Анюк аппа, Анна Павлова, ывăлĕпе тата кинĕпе типтерлĕ кил-çурт тытса пурăнать.

Крахмала туртса илетчĕç

- Куçса ларнисенчен, чăн-чăн йăпăлтисенчен, халĕ никам та юлман кунта. Эпĕ ял чăмăртансан тепĕр ултă çултан çеç, 1934 çулта, çут тĕнчене килнĕ, хам ĕмĕрте темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ, маххă памасăр çапах пурăнатăп-ха. Каçала та çуранах вĕçтерсе килетĕп, мĕн вăл маншăн 4 километр утасси? Кинпе ывăл ирех ĕçе тухса каяççĕ те, вĕсем таврăнасса кĕтсе лармалла-и-ха? Вуттине те çуратăп, выльăхне те пăхатăп, апатне те пĕçеретĕп. Пирĕн йăх вăрăм ĕмĕрлĕ, аппа 96 çула çити пурăнчĕ. Атте 89-та вилчĕ, - сăмах çăмхине сÿтет Анна Сергеевна. - Халь ырлăхра пурăнатпăр. Çамрăк чухне нушине нумай куртăмăр. 1956 çулта комсомол путевкипе Омск облаçне çерем уçма тухса кайрăм. Каçхине пĕтĕмпе те икĕ-виçĕ сехет кăна çывăраттăмăр: тырă акнă, йĕтем çинче вăй хунă. Хальхи пек мар, йăлтах алăпа ĕçлеме тивнĕ ун чухне. Тырă тиенĕ машинăсене те пĕччен тенĕ пек пушататтăмăр. Пысăк михĕсене ним мар çурăм çине çавăрса хураттăмăр. Мĕн каламалли пур, Совет çĕршывĕшĕн çывăрмасăрах тăрăшнă. Самани, йĕрки çапла пулнă-ши ун чухне, тем пек вĕренес тесен те 8-мĕш класа илмерĕç мана. Çулсем иртсен те кăмăла хăварни манăçмасть. «Сан аçу вăрçăра пулман, 150 тенкĕ тÿлетĕн - вара вĕрентетпĕр», - терĕç. Ăçтан тупмаллаччĕ-ши çавăн чухлĕ укçа, кама çаратмаллаччĕ-ши? Вăтам шкул пĕтерттермерĕç мана. Çутă ĕмĕтĕм çаплипех сÿнчĕ. Вăкăр кÿлсе сухана тухнă чухне никам та çывăх çыннăм фронтра пулнипе кăсăкланман. Çулĕсемпе çамрăках мар аттене вăрçа илсе кайманшăн эпир, ачисем, мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши?

Вăрçă пуçланнă тапхăрта 7 çулта пулнă вăл. «Кирилл пичче кутамкка çакса фронта тухса кайнине лайăх астăватăп. 1943 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче, тырă вырнă вăхăтра, Çĕрпĕве ăсатса ятăмăр. Кайран ăна Красноармейские вĕренме илсе кайнă, хыççăн тÿрех - Сталинграда. «Полкран 13-ĕн çеç чĕрĕ юлтăмăр. Халĕ малалла, Харьков хулине тăшмансенчен хăтарма, каятпăр. Вăрманта çыратăп ку çырăва», - хыпар янă вăл юлашкинчен. Кайран «1942 çулта хыпарсăр çухалнă» тесе çырнă виç кĕтеслĕ çыру килчĕ. Вăл вăхăтра вăрçа та кайман-çке пичче, кампа та пулин арпаштарнă-ши? Çавăнпа та анне пичче çĕр çинче çуккине мĕн виличченех ĕненмерĕ, ывăлне куçне хупичченех кĕтрĕ. Çырăвĕсене арчинче пĕр çыхăра упратчĕ. Пичче фронтра снайпер пулнă. 1914 çулта çуралнă аслă аппана та вăрçа илсе кайнă. Паллах, пăшал тытсах çапăçман вăл, Аслă Çĕнтерÿчченех торф кăларса пурăннă. Çапах вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ аппа. Вăрçă вăхăтĕнче çимелли пулман пирĕн. Çуркунне пылчăк ашса крахмал пуçтараттăмăр, ăна Дубовка çыннисем вăйпах туртса илетчĕç. Киле йĕре-йĕре пушă алăпа утни те пĕрре мар пулнă. Шĕшкĕ кăчки çинĕ эпир, вир хывăхĕнчен пашалу пĕçеретчĕ анне. Пĕрмай выçакан хырăма мĕнпе те пулин лăплантармалла пулнă-çке. Вăрçă вăхăтĕнче колхоза тырă çумлама çÿренĕ. Атте Чĕмпĕрпе Хусана çыхăнтаракан чукун çул çинчен таврăнмасăрах ĕçлетчĕ. Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман пире. Арканнă хуçалăха ура çине тăратмаллаччĕ. Эпĕ тата ялти пĕр арçын ача вăкăрсемпе колхоз хирне сухалаттăмăр, вăрмана вутă хатĕрлеме çÿреттĕмĕр. Лаша мар-çке, йывăрччĕ унпа ĕçлеме, - иртнине куçĕ умне кăларать Анюк аппа.

Авалхи пусă

Илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Йăпăлти ялĕ. Юнашарах - вăрман. Каçал та, аслă çул та аякра мар. Район центрне кинемисем паянхи кун та çуранах çÿреççĕ. Пĕр урамлă ял варринче авалхи пусă упранса юлнă. Унран паянхи кун никам та шыв ăсмасть. Çăла ял пуçлансанах чавнă Йăпăлтисем. Пурте çак пĕртен пĕр пусă шывне ĕçсе пурăннă. Пахча шăварма та çитнĕ вăл, нихăçан та пăтранман та, типмен те. Халĕ çав пусă ял варринче палăк пекех курăнса ларать. Ăна Каçал ял тăрăхĕ пĕрре мар тасатнă, çавăнпа паянхи кунчченех упранать-мĕн, тепĕр 12 çултан ăна чавни çĕр çул çитет.

- Çынсем пачах та ăсманнипе шывĕ йÿçрĕ. Халь кашнин картишĕнчех - пусă. Çамрăксем хăтлă пурăнма юратаççĕ, пÿрчĕсенче ăшă шыв та, вĕри те пур. Шывран та, вутăран та пуян эпир, Йăпăлтисем. Ку вырăна ват асатте ахальтен суйласа илмен пуль çав. Çуркунне килсе курасчĕ сирĕн ку тăрăха. Йăпăлти шап-шурă пĕркенчĕкпе витĕнсе курăнмиех пулать. Кĕркунне улма-çырларан тата кăмпаран пуян эпир. Урамра - сип-симĕс çерем. Авалхине аса илтерет Йăпăлти, пÿрчĕсем çеç ĕлĕкхи пек тăйлăк-тайлăк мар. Юрататăп хамăн яла. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн çуртне пăрахманни савăнтарать, апла тепĕр çĕр çултан та пирĕн ял ниçта та çухалас çук-ха, - чунне уçать Анюк аппа.

Тăван ялран хакли çук

- Курорт ялĕ теççĕ пирĕн тăрăха аякран килекенсем. Пахча хыçĕнче кăмпи-çырли туллиех. Çулла пулсан вăрмантан тухма пĕлместпĕр, упалене-упалене çĕр çырли тататпăр. Çу кунĕсенче Йăпăлти кĕрлесе кăна тăрать, ача-пăчан хаваслă сассипе тулать вăл. Ватă асатте-асаннене тем пек тав - çак хитре вырăна суйласа илнĕшĕн. Аякра чухне те тунсăхлаттарать тăван ял, унран хакли çук çак çĕр çинче. Мускавра ĕç кăна тытса тăрать пире, чунпа эпир - Йăпăлтире, - калаçăва хутшăнать çак ялта çуралса ÿснĕ Фаина Никитина.

- Кунта çуралса ÿснисенчен чылайăшĕ халĕ Мурманскра, Питĕрте, Мускавра, Пермьре пурăнать. Анчах та пĕри те тăван кил-çурт вучахне сÿнтересшĕн мар. Пĕрисем çуралса ÿснĕ вырăнта çĕнĕ пÿрт хăпартнă, теприсем ашшĕ-амăшĕн çуртне хăтлăлатнă. Çулла, отпуск вăхăтĕнче, Йăпăлтие килсе пурăнатпăр. Çăвĕпе чăх-чĕп, хур-кăвакал ÿстеретпĕр, пăру та тытатпăр. Хĕл енне, ик-виç уйăхлăха, хулана каятпăр. Пенсие тухсан тăван кĕтесех таврăнатпăр. Питĕ туслă пирĕн ял, пĕр-пĕрин патне чей ĕçме çÿретпĕр. Пĕр урам ачисем пурте пĕрле выляса ÿснĕ эпир, пĕр-пĕрне кÿрентернине астумастпăр. Халь те çавнашкалах. Пĕр çемьери пек тату, килĕштерсе пурăнатпăр эпир, - каласа кăтартать çак ял çынни Галина Фатеева.

Йăпăлтирен 3-4 çемье ĕçе çÿрет хальхи вăхăтра, ыттисенче ватăсемпе сусăрсем пурăнаççĕ. Лавкка, медпункт таврашĕ виçĕ çухрăмри Дубовкăра вырнаçнă. Кăвак çулăм кашни килрех пур. Вăрман çумĕнче пулнăран мунча хутма вутти-шанки çителĕклех. Ялта тĕлĕнмелле шăплăх хуçаланать, урамра та пĕр çын курăнмасть. Пĕрисен, теприсен хапха алăкĕнчен шаккаса ывăнса çитнĕ хыççăн тепĕр икĕ сехетрен çеç ял урамĕпе пĕр çын утни курăнчĕ.

Вăхăтĕнче 29 кил таранах пулнă Йăпăлтире. Ялта ача-пăча йышлăран урам вĕт-шакăр сассипе кĕрлесе кăна тăнă. Упа çывăрма кĕрсе выртнă пекех, хĕллехи вăхăтра ыйха путать халь пĕр урамлă Йăпăлти, çулла çитсен чĕрĕлет. Каçхине 16 килре кăна çутă çунать. Комсомольскине шкула çÿрекенсем те виççĕн-тăваттăн çеç. Ялта чи кĕçĕнни - 3-мĕш класра пĕлÿ пухакан Диана Храмова.

- Кама, мĕншĕн йăпăлтатмалла халĕ пирĕн? Тахçан пирĕн халăхăн пурнăçĕ çăмăл пулман çав. Асатте-асаннепе кукамай-кукаçи темĕн те курнă, ачисене çăкăр çитерес шутпа йăпăлтатма та тивнĕ пуль мĕскĕнсен. Ахальтен «Йăпăлти» темен ĕнтĕ яла. «Йăпăлти чĕлхе йăпар тытнă» ваттисен каларăшĕ те тĕрĕсех, - терĕ юлашкинчен ку ял историйĕпе паллаштаракан ăш пиллĕ те тараватлă Анна Сергеевна.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Елена АТАМАНОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.