Комментари хушас

5 Раштав, 2015

Тунсăхлама памаççĕ

Ашшĕ-амăшĕ ăна пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне хĕлле шкула çунапа, кĕрлĕ-çурлă вăхăтра велосипедпа леçнĕ. Ачан сывлăхĕ хавшанине кура сусăрскере килте вĕрентме тытăннă. Çурăм шăммин шыççи аталансах пынăран ача ури çине пачах та пусайман, упаленме те вăйĕ пулман. Пĕчĕккĕллех икĕ операци витĕр тухнă вăл. Пĕрремĕшĕ хыççăн пăртак лайăхланни палăрнă, анчах та иккĕмĕшĕ шанчăк кÿмен, ача хăйне тата япăхрах туйма тытăннă. Тухтăрсем унăн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Кĕçех инвалид кÿми кÿрсе парасси пирки калаçрĕç ашшĕпе амăшĕ. Пĕчĕк чухне вара арçын ача чиперех утнă-мĕн, велосипедпа та ярăннă, урама выляма тухнă.

Владислав Егоров Канаш районĕнчи Катек вăтам шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренет. Учительсем ун патне кашни кунах киле çÿреççĕ. «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракан арçын ача Александр Пушкин юмахĕсене вулама юратать, сăввисене пăхмасăр вĕренет. Пуринчен ытла математика предметне кăмăллать, кăткăс задачăсем шутлама юратать. Çурăм шăммин шыççи аталаннăран ура çине тăрайманскер ăс-тăн енчен урамра чупакан ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Шăрçа пекех хитре те яка çырать. Владикĕн типтерлĕ тетрачĕсене кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне шкул ачисене те кайса кăтартнă вĕрентекен. Лайăх паллăсемлĕ дневникне хăй те уçса кăтартма вăтанмарĕ. Киле панă ĕçсене тĕплĕн, тирпейлĕ çырса пынинченех вăл чăннипех те тарăн пĕлÿ илме тăрăшни палăрать. Лайăх пурăнасчĕ тесе ырми-канми тăрăшакан, картиш тулли выльăх тытакан ашшĕпе амăшне пĕчĕк шăллĕне Егора пăхса пулăшать, тĕрлĕ юмах вуласа парать. Чи килĕшекен учитель кам тесе ыйтсан: «Пурте лайăх», - çакнашкал ăслă хурав пачĕ арçын ача.

ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕ умĕн Катекри вĕрентекенсем Егоровсем патне çитнĕ. «Хальлĕхе кама суйлассине пĕлместĕп-ха, пăртак иккĕленсе тăратăп», - тенĕ амăшĕ Светлана Фомична. «Паллах, Игнатьевшăн, урăх тата камшăн?» - çывăх çынни вырăнне хуравланă тавçăруллă арçын ача.

Пушă вăхăтра Владик шашка-шахматла, доминолла выляма юратать, тус-тантăшĕпе социаллă сетьре хутшăнать.

Катексем Владике пĕртте тунсăхлама памаççĕ, уроксем хыççăн класĕпех çÿреме кăмăллаççĕ ун патне. Çуралнă кунĕнче, Çĕнĕ çулта, Нарăсăн 23-мĕшĕнче тата Пĕлÿ кунĕнче парнесемпе савăнтараççĕ. Пĕрле хитре юрăсем юрланă, пылак çимĕçпе, амăшĕ пĕçернĕ тутлă кукăльсемпе чей ĕçнĕ хыççăн Владикĕн те кăмăлĕ çĕкленет. «Питĕ туслă та маттур пирĕн улттăмĕшсем. Пĕррехинче вĕсем урамра хăмпăсем йăтса утнине асăрхарăм. Ăçта кайма пуçтарăннине ыйтсан: «Владик патне», - харăссăн кăшкăраççĕ хайхисем», - каласа кăтартать шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Семенова.

Нумаях пулмасть улттăмĕшсем Владик валли парне ыйтса Хĕл Мучи патне çыру янă. Çĕнĕ çула тем пекех кĕтеççĕ арçын ачасемпе хĕрачасем. Хăйсен ку çулти чи пысăк çутă ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанаççĕ. Ун чухне Владикпе пĕрле савăнĕç, чăрăш тавра юрлĕç-ташлĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.