Елена АТАМАНОВА

13 Нарăс, 2016

«Çăмăл» укçа çăмăллăнах пĕтет

Çак кунсенче редакцие аслă çулсенчи хĕрарăм шăнкăравларĕ. Куççуль витĕр калаçать хăй. Вăл пĕр уйăх пурăнмалли укçа-тенкĕпе йăлара усă курмалли темĕн тĕрлĕ япала - утюг, термос, ытти хатĕр-хĕтĕр - илсе юлнă-мĕн. Кинеми хăйне улталанине кÿршисемпе калаçнă хыççăн тин ăнланнă. Йÿнĕ хакпа сĕннĕ-мĕн ăна тавара, акци пирки каланă. Шăпах паян туянсан укçа-тенке чылай перекетлеме май пуррине асăннă хайхисем. «Аслă çултисене питĕ шел, пенсийĕр пĕчĕк, тăкакĕ нумай, унта-кунта тухса кĕме çăмăл мар, çавăнпа киле кÿрсех парас терĕмĕр», - çавнашкал йăпăлтатнă сĕмсĕрсем.

6 Нарăс, 2016

Республикăна пулăшма шантарнă

«Пĕтĕмĕшле хаклас пулсан Чăваш Ен - Раççейри чи лайăх 15 регион йышĕнче. Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене хатĕрленнĕ май уйрăм политиксем лару-тăрăва йывăрлатма та хăтланĕç. Пирĕн тĕллев - йĕркене пăсма памасăр хамăр ĕç-хĕле тĕплĕ те яваплă пурнăçласси», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Регион Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕпе Чăваш Республикин бюджетне хушма инвестицисем хывас ыйтусене сÿтсе явни пирки те асăннă.

23 Кăрлач, 2016

Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă

Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Ку чылайăшĕ ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. «Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитет», - тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар.

16 Кăрлач, 2016

Чун-чĕре юрланă чух

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри кукамайсемпе асаннесем хĕллехи вăрăм каçсенче кичемленсе, тунсăхласа лармаççĕ. Кил-çуртри мĕнпур ĕçе вĕçленĕ хыççăн каçсерен ялти вулавăша васкаççĕ. Кунта шăп пилĕк çул каялла ал ăстисен «Тĕпел» клубĕ йĕркеленнĕ.

26 Раштав, 2015

Ĕçкĕ никама та ырă туман

Ĕçекеншĕн кашни кунах уяв çав. Эрехе пула сывлăх хавшанине, ĕмĕр пĕтнине, çемье арканнине пурте пĕлеççĕ, анчах ун аллине пĕрре лексен ниепле те вĕçерĕнеймеççĕ. Хаяр шĕвеке пулах çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕх кашни ял-хуларах çав тери нумай. Раççейре çулталăкра кашни çын пуçне вăтамран 15 е ытларах литр эрех лекет. Кунта пепкесем те кĕреççĕ вĕт-ха, апла ĕçекен пĕр çынна тата ытларах тивĕçет.

Pages