Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă

Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Ку чылайăшĕ ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. «Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитет», - тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар. Хÿтлĕхсĕр юлнисене пысăк чун-чĕреллисем усрава илсе çемье ăшши парнелеççĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Михайловсем пилĕк тăлăха хăйсен çуначĕ айне илнĕ.

Светлана Николаевнăпа Владимир Петрович икĕ ывăл çуратнă. Анчах та пурнăçра кĕтмен çĕртен темĕн те сиксе тухать çав. Питĕ пысăк çухату тÿснĕ çемье: 1996 çулта вĕсен ывăлĕ, сакăр çулти Денис, шăрăх çанталăкра ялти пĕвере путса вилнĕ. «Ача пытарма Турă ан хуштăр», - тесе ахальтен каламаççĕ ваттисем. Иккĕмĕшĕ, Леонид, хура чатăра сирсе малалла утма, пурăнма пулăшнă вĕсене çав йывăр тапхăрта. Вăл çитĕннĕ ĕнтĕ, 27 çулта халĕ. Ывăлĕ килтен тухса кайсан тунсăхпа кичемлĕх пусса илесрен тăлăхсене çемье ăшши парнелес шухăш çуралнă кил хуçисен. Пĕррехинче вĕсене: «Канашри ача çуртĕнче шăп хăвăр сăнлă хĕрача пур. Кайса пăхас шухăш çук-и?» - сĕннĕ ентешĕ. Тăван амăшĕ хĕр пĕрчине 50 пин тенкĕпе сутма хатĕрленнĕ-мĕн. Таньăна шеллесе хăйсем патне илсе килнĕ Михайловсем, анчах та хĕрарăма амăшĕн тивĕçĕнчен хăтарманнине кура пепкене каялла леçме тивнĕ.

12 çул каялла Михайловсем Шупашкар районĕнчи Альăпа Артура, аппăшĕпе шăллĕне, усрава илнĕ. Ачасем урамра вылянă чухне вĕсен çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕл купине çаврăннă. Амăшĕ çав вăхăтра килте пулман. Пурăнмалли çуккипе сăлтавласа хĕрарăм пепкисене пĕр çулталăклăха Канашри ача çуртне ăсатнă. Анчах пĕчĕкскерсене курма пачах та пыман. Ашшĕ таçта тухса кайса çухалса çÿренĕ. Çакнашкал лекнĕ Альăпа Артур Михайловсен çемйине. Каярахпа вĕсен амăшĕ çамрăклах, 29 çултах, машина айне пулса вилнĕ. Аля халĕ Хусан университетĕнче вĕренет, Артур Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пĕлÿ пухать.

«Сергея 2010 çулта çуллахи каникула илсе килтĕмĕр. Арçын ача Альăпа тата Артурпа пĕр чĕлхе тупрĕ, ачасемпе туслашрĕ. Питĕ килĕшрĕ ăна ялта. Çу вĕçленсен ача çуртне кайма вăхăт çитрĕ, анчах Сергей çемьерен уйрăласшăн мар. Пĕр чарăнми йĕрет. Кунта документсем хатĕрличчен çеç пурăнăн тесе лăплантарса хăвартăмăр пĕчĕкскере», - аса илет Светлана Николаевна. Сергей ача çуртĕнче кайран та пĕр вĕçĕм макăрнине, вĕренме те çÿременнине каласа панă Михайловсене. Чунĕ чăтман, хăвăртрах кайса илнĕ ăна. Çемьере пурăнма тытăнсан питĕ хĕпĕртенĕ арçын ача.

«Амăшĕнчен виçĕ çулта тăрса юлнă Сергей. Нушине пĕ-чĕккĕллех нумай курнă вăл. Пĕр вăхăт кукамăшĕ пăхнă. Шуранкаччĕ, сывлăхĕ япăхчĕ малтанах. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраймастчĕ. Чунĕпе ырă та йăваш хăй, часах куççульленет. Майĕпен йăлтах йĕркеленчĕ. Сергей физика, математика предмечĕсене кăмăллать, вертолетсем ăсталать. Юлташĕ те нумай халĕ. Артурпа Аля та сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпех пулман, пÿре чирĕ аптрататчĕ иккĕшне те. Çине тăрсах сиплерĕмĕр. Ирхине вĕри апат çитермесĕр нихăçан та килтен кăларса яман. Яшка-пăтă плита çинче яланах пăсланса ларать», - палăртать Светлана Николаевна.

Икĕ çул иртнĕ хыççăн Михайловсем Настьăпа Машăна усрава илнĕ. Маша пĕрремĕш класа, Настя иккĕмĕшне çÿрет халĕ. Вĕсем Светлана Николаевнăпа Владимир Петровича «анне-атте» тесе чĕнеççĕ. Ялти тĕслĕх библиотекăран тухма пĕлмеççĕ хĕр пĕрчисем. Малтан вырăсла çеç калаçнăскерсем халĕ чăвашла юрлаççĕ те, сăвăсем те калаççĕ. «Маша кунĕпе ÿкерет, пластилинран тем те пĕр ăсталать. Настя юрра-ташша ăста тата питĕ вулама юратать. Мĕн хушнине итлеççĕ, кутăнлашмаççĕ. Ачисем пурте питĕ ĕçчен тата», - каласа кăтартать Светлана Михайлова.

Машăпа Настьăн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Анчах та вĕсем хĕр пĕрчисене сайра-хутра та пулин пырса курмаççĕ. Малтан вĕсем Канашра çывăх çыннисемпе пĕрлех пурăннă. Ашшĕ пĕрмай Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Çав вăхăтра амăшĕ ĕçке ярăннă. Хваттерте юлнă ачасене кÿршисем, тăванĕсем пăхкаланă. «Пĕррехинче çапах та хĕрĕсене курма килнĕччĕ вĕсем. Амăшĕ урăлса çитнĕн туйăнмарĕ, эрех шăрши кĕретчĕ. Ашшĕ йĕркеллехчĕ, анчах та вăл хĕрĕсем хăйĕнчен çуралнине йышăнасшăн мар. Иккĕшĕ те таса-сывă, чĕрех, шел те, хальлĕхе Машăпа Настя пурнăçĕ кăсăклантармасть вĕсене», - ассăн сывлать Светлана Николаевна.

Михайловсен çемйи спортпа туслă, çав вăхăтрах сцена çинчен те анма пĕлмеççĕ. Канашри интернат шкулта та яланах кĕтеççĕ вĕсене, тĕрлĕ мероприяти-конкурса йыхравлаççĕ. Светлана Николаевна - Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн депутачĕ, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи. Хальхи вăхăтра шкул автобусĕн водителĕнче тăрăшакан Владимир Петрович та, мăшăрĕ пекех, çав тери тарават та вашават çын. Çирĕп хуçалăх тытса пырать, техникăна аван ăнланать, ачисене куллен ĕçе явăçтарать. Михайловсем 2014 çулта районта иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă, республикăра «Ĕçчен çемье» номинацире çĕнтернĕ.

Çу кунĕсенче ача çуртĕнчи шăпăрлансене канма илсе килесси те йăлара Михайловсен. Пĕр вăхăт вĕсен килĕнче саккăрăн пурăннă. Интернатри пурнăç хыççăн вĕсемшĕн каникула ялта ирттерни çăтмахри пекех туйăннă: спорт тĕрлĕ вăййи, Енĕш Нăрваш çырми-пĕви, вăрманĕ тата ăшă кăмăллă та тарават, тăван ашшĕ-амăшĕнчен те çывăхрах Светлана Николаевнăпа Владимир Петрович.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Елена АТАМАНОВА"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.