Ăна кăмакара çунтарма ĕлкĕреймен

Концлагерьте асапланнă кунсене Михаил Лавин хăй астумасть. Ун чухне вăл икĕ çулта кăна пулнă. Çав хăрушă историе амăшĕ каласа кăтартнинчен пĕлет.

Тверь облаçĕнчи Ильин районĕнчи Ильино ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕ 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. «5 пин çын пурăнакан пысăк ялтан кĕл купи кăна юлнă, эпир пурăнакан кил-çурта фашистсем çĕрпе танлаштарнă. Юрать, çемье нÿхрепе пытанма ĕлкĕрнĕ. Нимĕçсем ялти пĕр урамра концлагерь йĕркеленĕ, чĕрĕ юлнă вăйсăр стариксемпе хĕрарăмсене, ачасене çавăнта хăваласа кĕртнĕ. Çынсене хĕл кунĕнче сивĕ çуртсенче тытнă, апат çитермен, персе е шывра путарса вĕлерессипе хăратса çĕрĕн-кунĕн ĕçлеттернĕ. Концлагерьтен айккинелле пĕр утăм та тума юраман, йĕркене пăсакансене тÿрех персе пăрахнă. Хăшĕ-пĕрне нацистсем крематори кăмакисенче çунтарнă, газ камерисенче асаплантарнă, вĕсемпе усă курса медицина эксперименчĕсем ирттернĕ, мăшкăлланă, выçăпа асаплантарнă… Çĕр çинчи чи çывăх çыннăм çав хăрушă кунсене аса илсе пĕрмай йĕретчĕ. Аннепе аслă пичче тата эпĕ епле чĕрĕ юлни пуçа вырнаçмасть», — тĕлĕнсе пуçне сулать Михаил Абрамович.

Михаил Лавин каланă тăрăх, Николай Некрасов писатель «Кому на Руси жить хорошо» поэмăна шăпах Ильино ялĕнче пурăнакансем çине таянса çырнă, вĕсен тăванĕсен ят-хушаматне, çавăн пекех унăн ватă аслашшĕне Клим Лавина та асăннă. «Тĕлĕнмелле ĕçчен тата пуян культурăллă халăх пурăннă пысăк çав ялта. Уявсенче шуçăм киличченех юрласа-ташласа савăннă. Ал ĕçне ăста пулнипе палăрса тăнă, кĕпе-йĕм çĕленĕ, атă-пушмак сапланă, йывăçран катка-пичке, кил-çуртра кирлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталанă. Фашистсем çав пуянлăха пĕр кунра тĕп тунă», — каласа кăтартать Михаил Абрамович.

1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче совет салтакĕсем Ильино ялне чуралăхран хăтарнă. Халăха хăвăртрах тавар вакунĕсене вырнаçтарса эвакуаципе тĕрлĕ çĕре ăсатнă. «Çул çинче пĕрмай бомба пăрахнă. Унăн хăрушла сасси ан илтĕнтĕр тата шăнса ан пăсăлтăр тесе анне мана пĕчĕкскерне хулăн утиялпа чĕркесе Шупашкара илсе çитернĕ. Пире хăтарнă салтаксен урисене эпĕ халь чуптуса тав тунă пулăттăм. Пысăк парăм пур манăн. Вĕсене пула çак çĕр çинче паянхи кун та утса çÿретĕп. Кăмакара çунтарса яма ĕлкĕреймен мана. Мĕнешкел телей ку!» — куççульне шăлать Михаил Лавин.

Чăваш Ене пуйăспа уйăха яхăн килнĕ вĕсем. Виçĕ çемьене /пурĕ 11 çын/ çитнĕ кунах Сĕнтĕрвăрри хулине янă. «Салтаксем валли посылка пуçтарма эпĕ те хутшăннă. Миххе тапак, ăшă алса-чăлха, кăçатă тултарттаратчĕç. 1945 çулта атте вăрçăран таврăнчĕ. Вăл çав тери савăннипе мана йăта-йăта çÿлелле ывăтни халĕ те куç умĕнчех. Сĕнтĕрвăрри тăрăхне эпир хăнăхнăччĕ, Тверь облаçне каялла таврăнасси пирки çавăнпа калаçу та пулман. Унта кайсан та ăçта пурăнмаллаччĕ-ха пирĕн? Сăмах май, хайхи манăн тăван ял паянхи кун та сывлать. Ăна вăрçă хыççăн çĕнĕрен чĕртсе тăратма вăй çитернĕ. Аттен аслă пиччĕшĕ те вăрçă хыççăн Ильинорах тĕпленнĕ. Аннепе йăмăк ăна курма ятарласах кайнăччĕ. Эпĕ хам çуралса ÿснĕ кĕтесре пулман, тен, çитĕп те. Çак çутă та илемлĕ тĕнчере малалла пурăнас килет-ха», — сывпуллашрĕ манпа Михаил Абрамович.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.