Комментари хушас

30 Ака, 2016

Пыл шăршиллĕ Маня аппа

— Аслă Елчĕкри хурт-хăмăр тытакан мĕнпур кил-çурта кĕрсе курнă эпĕ. Пулăшу ыйтма килекен халĕ те нумай, хамăр ялсене хирĕçлейместĕп. Итлемесен аван мар, ăсталăхпа паллаштарма пĕр кунра хăш чухне сакăр-тăхăр киле те çитетĕп. Хурт-хăмăр ĕрчетекен çамрăксене питĕ хисеплетĕп, кашниех пултараймасть ку ĕçре, — ăшшăн калаçать Мария Степановна.

Ялти колхоз председателĕ çамрăкскере Вăрнарти профтехучилищĕне хурт-хăмăрçа вĕренме ярассине илтсен тем пекех хĕпĕртенĕ вăл. Кайран Елчĕк тăрăхнех таврăннă пике. Утартан килмесĕр ĕçлекен хĕрачан сăнĕ Хисеп хăми çинчен те кайман вăл вăхăтра. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 33 çул хурт-хăмăрçăра тăрăшнă Мария Степановна. Çав çулсене халĕ те ырăпа аса илет. «Пыл кĕлеткенех сăрхăнса кĕнĕ-шим? Пĕр-пĕр уява е пасара кайсан: «Ку хĕрачинчен пыл шăрши кĕрет», — тесе пăшăлтататчĕç çынсем. Хам çеç туйман пуль çав», — йăл кулать Маня аппа.

Пурнăçне мăшăрсăрах ирттернĕ Маня аппа. «Малтан пĕлмен-çке нимĕн те, тĕрмере ларса тухнă арçынпа çемье çавăрма лекрĕ. Хăвăл çырмана вăрласа кайрĕ мана, тарса таврăнас — ят каять. Усалскерпе пурнăçăм ăнмарĕ. Ывăл ачапа уйрăлса таврăнтăм, упăшка та тăрса юлмарĕ, хыçран ерсе килчĕ. Çын вĕлерекен йĕркеллĕ-и вăл, тăван килте те улшăнмарĕ, юрать, тĕрĕс-тĕкел хăтăлса пĕтрĕм,» — ăнман çемье пурнăçне куç умне кăларать Маня аппа.

Пушă вăхăтра çăм арлать, çыхать Мария Степановна. Аслă Елчĕк хĕрĕсем валли простынь, минтер пичĕ, турăш кĕтесси валли алшăллисем çĕр çывăрмасăр тĕрленĕ вăл. Каллех никама та хирĕçлеймен ăшă чунлăскер. Маня аппа эрешленĕ тупрапа ялти сахал мар хĕр качча тухнă. Мĕнешкел хитре унăн тĕррисем! Чылайăшне халĕ те упрать, пÿрт çунă хыççăн çакать. Çыхма вĕренес тесе ялти кружока ятарласа çÿренĕ вăл. «Юнашарти тутар арăмĕсене кофта сахал мар çыхса тăхăнтартрăм. Ăçта та пулин кайсан хам алла тÿрех палласа илетĕп, халĕ те тăхăнса çÿрекенсем пур», — тет Маня аппа.

Мария Маймулова — «Чăваш хĕрарăмĕн» çывăх тусĕ. Хаçата мĕн тухма пуçланă кунранпа пĕр сиктерми çырăнса илет, кашни корреспондентăн ят-хушаматне пĕлет вăл. «Çуллахи вăхăтра вулама вăхăт çук» тесе ахаль калаççĕ, шăрăхра пахчара чакаланаймастăн, ун пек чухне алла тÿрех хам юратнă хаçата алла тытатăп. Эрнере икĕ хутчен кăларма çук-ши ăна?» — ăсатрĕ мана ялти чи ăста хурт-хăмăрçă.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.