Çирĕп чунлисене халалласа
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн ачасемпе çамрăксен «Тĕнче — пирĕн алăра» наукăпа практика конференцийĕн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Районта çĕнтернĕ вĕренекенсем Чăваш наци музейне пухăнчĕç. Конкурса Ырă тăвакансен çулталăкне, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Хăрушсăрлăх культурин çулталăкне, Совет пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă.