Archive - 22 Mar, 2018 - Тантăш

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
  • 29
  • 30
  • 31
Type

Артем Николаев — Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕн чи лайăх вĕренекенĕ, нумай енлĕн аталаннă ача. Ку таранччен тĕрлĕ олимпиадăна, мероприятие хутшăнса шкул чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Технологи енĕпе тунă çитĕнĕвĕсем уйрăмах пысăк унăн. Унсăр пуçне физика, географи, информатика предмечĕсен олимпиадисенче пысăк кăтартусемпе савăнтарнă. Республика шайĕнчи физика олимпиадинче кăçал пĕрремĕш теçеткене кĕнĕ.

Максим Горький çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Çын тени мăнаçлă илтĕнет» республика конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ, Чăваш Республикин çыравçисен тата художникĕсен союзĕсем ирттерчĕç. Конкурса республикăри шкул ачисем хутшăнчĕç.

Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ĕçсем килни савăнтарать. Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче пултаруллă çамрăксем пуррине курса ĕнентĕмĕр. Пурĕ 82 ÿкерчĕк пухăнчĕ.

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн ачасемпе çамрăксен «Тĕнче — пирĕн алăра» наукăпа практика конференцийĕн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Районта çĕнтернĕ вĕренекенсем Чăваш наци музейне пухăнчĕç. Конкурса Ырă тăвакансен çулталăкне, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Хăрушсăрлăх культурин çулталăкне, Совет пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче шкул ачисен хушшинче «Наукăна — пĕрремĕш утăм» литература олимпиадин куçăм тапхăрĕ иртнĕ.
Унта Шупашкарти, Куславккари, Муркаш тата Шупашкар районĕсенчи шкул ачисем хутшăннă. Çак тапхăра пĕлтĕрхи олимпиадăсенче тата кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 15-мĕшĕччен пынă куçăн мар тупăшура çĕнтернĕ ачасем хутшăнма тивĕçнĕ.
l степеньлĕ Диплома Шупашкарти 44-мĕш лицейра 7-мĕш класра вĕренекен Татьяна Яковлева тивĕçнĕ.