Çирĕп чунлисене халалласа

22 Пуш, 2018

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн ачасемпе çамрăксен «Тĕнче — пирĕн алăра» наукăпа практика конференцийĕн республикăри тапхăрĕ иртрĕ. Районта çĕнтернĕ вĕренекенсем Чăваш наци музейне пухăнчĕç. Конкурса Ырă тăвакансен çулталăкне, Раççейри Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Хăрушсăрлăх культурин çулталăкне, Совет пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Жюри членĕсем: Раççей Чрезвычайлă лару- тăрусен министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Игнатьев, уйрăм ертÿçи Ольга Нягина, Шупашкарти 2-мĕш вĕрентÿ центрĕн психологĕ Татьяна Баранова, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар хуралĕн социаллă ĕçĕн председателĕн çумĕ Галина Кулагина.
Конкурса уçма тĕп управлени пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов, Республикăри ВДПО канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова килнĕ. Вĕсем ачасене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç, «Нектарин» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташă парнелерĕ. Конференцире Улатăр, Шупашкар, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Канаш, Пăрачкав районĕсенчен килнĕ шкул ачисем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.

Ăс уявĕ

Ăс уявĕ тесе палăртрĕç конкурса. Чăнах та çапла. Ачасем çав тери ăслă та пултаруллă. Ахальтен мар вĕсем район шайĕнче мала тухма пултарнă. Кашнин тĕпчевĕ курăмлă.
«Тĕпчев ĕçĕ» ушкăнра Çĕрпÿри 2-мĕш шкулта вĕренекен Дмитрий Кузьминпа Антон Дмитриев 1-мĕш вырăна тухрĕç. «Пысăк чунлă çын» ĕç чăнах та малти вырăна тивĕçлĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.