Комментари хушас

22 Пуш, 2018

Çын тени мăнаçлă илтĕнет

Максим Горький çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Çын тени мăнаçлă илтĕнет» республика конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ, Чăваш Республикин çыравçисен тата художникĕсен союзĕсем ирттерчĕç. Конкурса республикăри шкул ачисем хутшăнчĕç.

Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ĕçсем килни савăнтарать. Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче пултаруллă çамрăксем пуррине курса ĕнентĕмĕр. Пурĕ 82 ÿкерчĕк пухăнчĕ.

Ĕçсене хак паракансем çаксем: К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн заведующийĕ Ирина Оленкина, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Светлана Гордеева художник тата поэт, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Эвелина Михайлова, Чăваш наци музейĕн дизайнерĕсем Надежда Ярдыкова тата Ольга Мочалова.

5-7 çулсенчисен хушшинче 1-мĕш вырăна Полина Панова (Шупашкарти 25-мĕш ача сачĕ), 2-мĕшне Екатерина Оленкина (Шупашкарти 62-мĕш шкул), 3-мĕшне Даниил Кузьмин (Шупашкарти 62-мĕш шкул) тухрĕç.

8-11 çулсенчисен хушшинче Валерия Раймова (Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕ), 2-мĕшне Ксения Дерягина (Шупашкарти 2-мĕш шкул), 3-мĕшне Дарина Мефодьева (Шупашкарти 19-мĕш шкул) йышăнчĕç.

12-15 çулсенчисен хушшинче малти вырăна Аделя Каримуллина (Комсомольскинчи 2-мĕш шкул), 2-мĕшне Дарья Соловьева (Шупашкарти 50-мĕш шкул), Даниил Игнатьев (Шупашкарти 19-мĕш шкул) тивĕçрĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.