Ирина ОЛЕНКИНА.

22 Пуш, 2018

Çын тени мăнаçлă илтĕнет

Максим Горький çуралнăранпа 150 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Çын тени мăнаçлă илтĕнет» республика конкурсĕ вĕçленчĕ. Ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ, Чăваш Республикин çыравçисен тата художникĕсен союзĕсем ирттерчĕç. Конкурса республикăри шкул ачисем хутшăнчĕç.

Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ĕçсем килни савăнтарать. Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче пултаруллă çамрăксем пуррине курса ĕнентĕмĕр. Пурĕ 82 ÿкерчĕк пухăнчĕ.