- Чăвашла верси
- Русская версия
Ÿксен те макăрмасть, малалла каять
Пирĕн республикăра тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Кашнин хăйĕн историйĕ, хăйĕн тĕнчи, çапах та вĕсене чăваш çĕрĕ çыхăнтарса тăрать. Камсем-ха вĕсем? Кунта мĕнле килсе лекнĕ? «Туслăх унки» рубрикăна хутшăнакан ачасем шăпах çак ыйтăва уçăмлатма тăрăшаççĕ.
Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Соня Прибытковăн амăшĕ — вырăс, ашшĕ — араб. Хăй вăл Украинăна кĕрекен Луганск хулинче çуралнă. Амăшĕпе ашшĕ ытларах акăлчанла калаçнăран хĕр ача та çак чĕлхене хăнăхса ÿснĕ. Пĕрремĕш класа Украина шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн çемье Раççее куçса килнĕ. Малтанах Таганрогра икĕ çул пурăннă. Тăваттăмĕш класран пуçласа вара Соня Шупашкарти 5-мĕш гимназие çÿреме тытăннă.
«Вăл Украинăран килнĕ…»
Мĕн чухлĕ çĕнĕ вырăн, çĕнĕ çын… Çакна хăнăхма çăмăлах та мар ĕнтĕ. Анчах Соньăшăн ку кăсăклă çеç. Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те аптăраса тăмасть вăл. Таганрогра шкула çÿреме тытăнсан пĕрле вĕренекенсем унпа калаçасшăнах пулман, «Вăл Украинăран килнĕ», — тесе пăшăлтатнă. Пĕррехинче вырăс чĕлхипе тĕрĕслев ĕçĕ ирттерсен класра пĕртен-пĕр Соня икĕ «5» паллă илнĕ. Вĕрентекен ăна мухтанă. Ытти ачана вара самаях сăмах тивнĕ: «Курăр-ха, украин шкулĕнче вĕреннĕ хĕр ача вырăсла сирĕнтен лайăхрах пĕлет. Эсир вара пĕрремĕш класран вырăсла вĕренсе те «3» паллă илетĕр». Соня пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнă.
Çакна та палăртса хăвармалла. Шкула вырнаçма килсенех хĕр ачана тест ыйтăвĕсене мĕнле хуравланине кура вĕренме илессине пĕлтернĕ. Шкул директорĕ вăл тепĕр хут пĕрремĕш класа çÿрессе иккĕленмен те. Анчах Соня лайăх пĕлĕвĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ, çавăнпа ăна иккĕмĕш класа вĕренме илнĕ.
— Таганрогра манăн юлташ нумайччĕ, — аса илчĕ Соня. — Вĕсемпе халĕ те хутшăнкалатпăр. Шупашкара куçса килсен те тунсăх пулмарĕ. Мĕншĕн тесен аттен Палестинăри юлташĕ кунта çемйипе канчĕ, эпĕ вара ачисемпе вăхăта хаваслă ирттертĕм. Кашни кунах залив хĕрне çÿреттĕмĕр, ролик конькипе ярăнаттăмăр.
Чăвашла вĕренме йывăртарах
Гимназие çÿреме тытăнсанах хĕр ача тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Малтанхи кунсенче пĕрле вĕренекенсем ăна телефон номерĕсене çыра-çыра панă.
Тепĕр кăсăклă самант — Соня мюзиклта выляни. Малалла вулас...
Комментари хушас