Archive - Нарăс 2018 - Тантăш

февраль 22nd

22 Нарăс, 2018

«Тăхтав вăхăтĕнче»

«Тантăш» тусĕсем, пирĕн юратнă шкул ачисем. Эсир вĕренекен пĕлÿ çуртĕнче тăх¬тавра кăсăклă самант нумай пулать. Шкул мыскари — чи кулăшли. Эпир те шкул ачи пулнă — пĕлетпĕр. Çакăн йышши саманта сăн ÿкернисем кашнинех пур-тăр. Çавна май эпир «Тăхтав вăхăтĕнче» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăн ÿкерчĕкре «Контактра» социаллă сете «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна е редакцин электрон почтине tantas@list.ru адреспа ярса памалла. Çырура сăн ÿкерчĕке сăнлама, сăнарсемпе паллаштарма ан манăр.

22 Нарăс, 2018

Районти ачасене туслаштарасшăн

Паянхи кун кашни шкул — уйрăм патшалăх. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Ара, унта та кунта ача-пăча парламенчĕн суйлавĕ иртнине илтме пулать. Муркаш районĕнчи Нискасси шкулĕ те çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕлĕхĕсенчен юлмасть.

22 Нарăс, 2018

Ырăлăх кÿрекен волонтерсем

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси пирĕн республикăра пысăк вырăн йышăнать. ЧПУра вĕренекен ырăлăх кÿрекен волонтерсем те нумай тăрăшаççĕ.

февраль 15th

15 Нарăс, 2018

"Тантăшри" рубрика: ÇЫРАВÇА ЫЙТУ ПАР

Ырă кун пултăр, «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем! «Çыравçа ыйту пар» акци иртессине пĕлсен эпĕ те сирĕн пата çырас терĕм. Манăн Ольга Австрийская çамрăк çыравçă валли ыйту пур. Унăн «Чăлах пуканесем» кĕнекипе паллашрăм.

15 Нарăс, 2018

«Ылтăнпик патшана куртăм»

Чăваш халăх çыравçипе, историкĕпе, питĕ кăмăллă çынпа Юхма Мишшипе тĕл пулса калаçма май килнĕшĕн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Йывăр саманара çуралса ÿснĕ Михаил Николаевич.

15 Нарăс, 2018

Шкул хаçачĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарти А.И. Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен центрĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи «Шкул пресси — 2018» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çак мероприяти çамрăк талантсене — пулас журналистсене, фотокорреспондентсене, калăплавçăсене — хавхалантарас, çул уçса парас тĕллевпе иртет.

Pages