Archive - Feb 2018 - Тантăш

февраль 15th

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» иртрĕ. Чăваш Ен халăхĕ яланхи пекех чупăва хастар хутшăнчĕ. Республикăри кашни хуларах, районтах йĕлтĕрçĕсем хĕллехи хĕвеллĕ çанталăкпа киленсе йĕлтĕр йĕрĕ çинче тупăшрĕç.

15 Feb, 2018 | Тантăш | Спорт | ачасем

Шупашкар районĕнчи Çатра Лапсар тĕп шкулĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме тăрăшаççĕ. Физкультура урокĕсене çÿрекенсем çан-çурăма çирĕплетеççĕ кăна мар, хăшĕ-пĕри пурнăçне спортпа çыхăнтарма та тĕллев лартать. Камран тĕслĕх илмелли те пур.

февраль 8th

февраль 1st

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Çĕрпÿри 1-мĕш шкулта çул çинчи çамрăк инспекторсен командисен «Ачасем — çул çинчи хăрушсăрлăхшăн» республикăри фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çул çинчи кашни çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне упрасси.

Паянхи кун республикăра 28 лапам ĕçлет. Вĕсенчен чи хастаррисене фестивальте палăртнă.

Федераци Атăлçи округĕн А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн кадечĕсем Атăлçи федераци округĕнчи кадет корпусĕсен «Возрождая традиции, сохраняем историю — 2018» балне хутшăннă.

1 Feb, 2018 | Тантăш | Спорт | Ыйтăм

Çыннăн вăйлă та паттăр пулас тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, пĕчĕкренех хул-çурăма пиçĕхтермелле, спортпа туслашмалла. Спорт — вăй-хал çăл куçĕ. Унпа туслă çын нимĕнрен те хăрамасть. Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксене интернет ытларах кăсăклантарать. Вĕсем хăйсен сывлăхне епле сиен кÿнине те сисмеççĕ. Çапах пирĕн хушăра спортпа туслисем пур-ха. Спорт вĕсен пурнăçĕнче мĕнлерех вырăн йышăнать-ши?

Ирина ПЕТРОВА, Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕ, 10-мĕш класс:

Наука аталанăвĕнче роботсем паянхи кун пысăк вырăн йышăнаççĕ. Телевизорпа вĕсем пирки тăтăшах 2 кăтартаççĕ. Кăсăкланакансем валли пирĕн республикăра робот тума вĕрентекен тĕрлĕ кружок ĕçлет. Ачасем пурнăçран юлманни куç кĕретех.

Малти вырăна тухассишĕн

Pages