Комментари хушас

Чăваш халăх çыравçипе, историкĕпе, питĕ кăмăллă çынпа Юхма Мишшипе тĕл пулса калаçма май килнĕшĕн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Йывăр саманара çуралса ÿснĕ Михаил Николаевич. Туссем, сире унăн хăш-пĕр аса илĕвĕпе паллаштарам.

1 Кукамай. Виçĕ-тăватă çултаччĕ эпĕ ун чухне. Кукамая эсĕ питĕ ватă тесе каларăм. Вăл манпа килĕшрĕ. Эпĕ татах хамăнне петĕм: «Кашни çын çуралать, ÿсет, ватăлать те каллех пĕчĕк ача пулса тăрать». Кукамай çын ватăлсан вилет тесе ĕнентерчĕ. Çын тепĕр хут çуралмассине пĕлсен мĕн тери пăшăрхантăм çавăн чухне!

2 Лаша. Атте конюхчĕ. Унăн юратнă лаши шурăччĕ. Аттене пулăшма час-часах çÿреттĕм. Пĕррехинче лашасене шыв хĕррине илсе кайрăмăр. Эпĕ пĕчĕкренех шывра лайăх ишеттĕм те шаларах кĕтĕм. Çывăх çыннăм çав вăхăтра çыран хĕрринче темĕн ĕçлетчĕ. Шурă лаша эпĕ шыва ытла шала кĕнине курнă та хĕррине илсе тухнă. Аттерен мĕншĕн çапла тунине ыйтрăм та «Эсĕ путасран хăранă вăл», — терĕ.

3 Улмуççи. Вăрçă вăхăтĕнче çав тери выçă пурăнаттăмăр. Ял çывăхĕнче вăрман пулнăран йĕкел, йÿçĕ пан улми тупкаласа çиеттĕмĕр. Килти садра улмуççи никамăн та пулман. 1937 çулта çак йывăçшăн налук тÿлемелле турĕç те çынсем вĕсене касрĕç. Пĕр çулхине çĕр улми те пулмарĕ, колхоз ĕçленĕшĕн тырă памарĕ. Эпир, ялти 5-6 ача вăрмана кайса хырăма тăрантма шухăшларăмăр. Йÿçĕ пан улмисене ÿсме памастăмăр. Ку хутĕнче пĕр улмуççи те пулсан пытанса юлман-ши тесе утрăмăр вăрмана. Тĕлĕнмелле. Сукмак хĕрринчех улмуççи ларать. Çимĕçĕ те туллиех! Халĕ аса илсен çăвара хыпма çук пек туйăнать, анчах ун чухне тăраниччен çирĕмĕр пан улми. Тепĕр кунхине кайрăмăр — йывăç çук. Аслисене каласа кăтартсан «Унта улмуççи нихăçан та ÿсмен», — терĕç кăна.

4 Кашкăр. Пĕррехинче ĕне киле таврăнманнипе ăна шырама кайнăччĕ. Вăл сăртра курăк çисе çÿретчĕ. Çакăн чухне пирĕн ума кашкăр тухрĕ. Эпĕ ăна йытă тесе шухăшларăм. Хулăпа çапсах хăваласа ятăм. Кайран кăна вăл кашкăр пулнине ăнлантăм. «Шур çамка» хайлав çакăн хыççăн çуралнăччĕ.

5 Патша. 6-7 çултаччĕ пуль эпĕ ун чухне. Петюшка тата Геннади юлташсемпе райцентра кайнăччĕ. Сăрт урлă каçмаллаччĕ. Унăн тăррине хăпарнă вăхăтра сылтăм енче ултă çар пынине асăрхарăм. Юлташсене калатăп, вĕсем курмастпăр теççĕ. Эпĕ тĕлĕнтĕм. Татах курăнать: çав çар темĕнле кайăк ÿкернĕ сап-сарă ялав вĕлкĕштерсе пыратчĕ. Тантăшсем мана улталатăн теççĕ. Ултă çав çар сăрт хыçне çитсен курăнми пулчĕ. Киле çитсен асаннене каласа кăтартрăм. «Эсĕ Ылтăнпике, чăвашсен юлашки патшине курнă. Вăл хăйĕн çарĕпе çĕрĕсене пăхма кашни çул пĕрре тухса кĕрет. Эсĕ ăна курни — лайăх. Вăл сана пехиллет», — ăнлантарнăччĕ ун чухне асанне. Çав самант мана питĕ тĕлĕнтернĕччĕ. Кайран ун çинчен асанне каласа кăтартнă тăрăх эпос та шăрçаларăм. Çав кĕнекене нимĕçле те пичетлерĕм-ха.

6 Истори. Ку предметпа 4-мĕш класра кăсăкланма тытăнтăм. Ăна шкул директорĕ Иван Марков вĕрентетчĕ. Учебниксене валеçсе парсанах тĕпчеме тытăнтăм ăна. Кашни халăх çинчен çырнă, чăвашсем пирки вара пĕр сăмах та çук. Ку ыйтăва Иван Васильевича патăм, анчах вăл нимĕн те шарламарĕ. Çапла ыйтса тертлентерсех çитертĕм пулас ăна, хăш-пĕр чухне урокран та кăларса яратчĕ. Кирлĕ мар ыйтусемпе урок ирттерме чăрмантарнăшăн тесе сăлтавлатчĕ. Çакăн хыççăн пĕр шухăш патне çитрĕм: чăвашсем çинчен шкул директорĕ те шарламасть пулсан тĕнчере никам та пĕлмест пуль. Эпĕ çак йăнăша тÿрлететĕпех тесе ума тĕллев лартрăм. Малалла вулас...

Анна КАШАЕВА. ЧПУ студентки.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.