Archive - 22 Нарăс, 2018 - Тантăш

22 Нарăс, 2018

«Тăхтав вăхăтĕнче»

«Тантăш» тусĕсем, пирĕн юратнă шкул ачисем. Эсир вĕренекен пĕлÿ çуртĕнче тăх¬тавра кăсăклă самант нумай пулать. Шкул мыскари — чи кулăшли. Эпир те шкул ачи пулнă — пĕлетпĕр. Çакăн йышши саманта сăн ÿкернисем кашнинех пур-тăр. Çавна май эпир «Тăхтав вăхăтĕнче» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăн ÿкерчĕкре «Контактра» социаллă сете «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна е редакцин электрон почтине tantas@list.ru адреспа ярса памалла. Çырура сăн ÿкерчĕке сăнлама, сăнарсемпе паллаштарма ан манăр.

22 Нарăс, 2018

Районти ачасене туслаштарасшăн

Паянхи кун кашни шкул — уйрăм патшалăх. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Ара, унта та кунта ача-пăча парламенчĕн суйлавĕ иртнине илтме пулать. Муркаш районĕнчи Нискасси шкулĕ те çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕлĕхĕсенчен юлмасть.

22 Нарăс, 2018

Ырăлăх кÿрекен волонтерсем

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси пирĕн республикăра пысăк вырăн йышăнать. ЧПУра вĕренекен ырăлăх кÿрекен волонтерсем те нумай тăрăшаççĕ.