Комментари хушас

Паянхи кун кашни шкул — уйрăм патшалăх. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Ара, унта та кунта ача-пăча парламенчĕн суйлавĕ иртнине илтме пулать. Муркаш районĕнчи Нискасси шкулĕ те çĕнĕ ĕмĕрĕн çĕнĕлĕхĕсенчен юлмасть.

Саккăрмĕш класра вĕренекен Дарья Дмитриева — шкул президенчĕ. Çак ята вăл шкул парламенчĕн суйлавĕнче çĕнтерсе тивĕçнĕ. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер вĕренекенсен пурнăçне кăсăклатма тата шкулти волейбол лигине сыхласа хăварма тăрăшать.

— Сăпас уявне те кашни çулах анлăн паллă тумалла, — тет Даша. — Вăл питĕ кăсăклă та хаваслă. Çав кун тĕрлĕрен ăмăрту иртет. Ку вара сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать çеç.

Районти ытти шкул президенчĕсемпе пĕрле хĕр ача соцсетьре ятарлă страница йĕркелеме шухăш тытнă. Хальлĕхе ăна мĕнле информаципе пуянлатасси пирки пуç ватаççĕ-ха. Унччен районти ачасемшĕн ытларах та ытларах ĕç пурнăçласшăн. Даша, сăмахран, тĕрлĕрен мероприяти шухăшласа кăлараять. Вăйă ирттерме те хирĕç мар вăл.

Нумай вулакан ачан ăс-тăнĕ пуян, шухăшлавĕ анлă теççĕ. Дарья шкула çÿреме пуçланăранпах кĕнекепе туслă. Тăхтав вăхăтне библиотекăра и р т т е р м е к ă м ă л л а т ь , кирлĕ информаци чылай тупать унта. Анчах çакăнпа çеç лăпланмасть хĕр ача — электрон кĕнеке те шĕкĕлчет. Çавăнпах пулĕ кĕçĕн классенче «Эпĕ — тĕпчевçĕ» район конкурсĕнче час-часах мала тухнă.

Ку çеç те мар — Даша и л е м л ĕ ю р л а т ь . Ç а к енĕпе те вăл пултарулăх ăмăртăвĕсене тăтăш хутшăнать. Халĕ вара акăлчан юррине туйăмлă шăрантарма хăнăхать-ха, часах конкурса хутшăнмалла пулĕ-çке.

— Мĕн пĕчĕкрен ташлама тата юрлама юрататăп. Çавăнпах манăн шкул хыççăн Шупашкарти Культура институтне вĕренме кĕрес килет, артист пулас ĕмĕтлĕ эпĕ. Спектакльте выляма та кăмăллатăп, сăнара пурăнса ирттересси хăйне евĕрлĕ кăсăклăх çуратать, — тет ытларах тĕп сăнарсене калăплакан хĕр ача. Маллла вулас...

Лариса ПЕТРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.