Комментари хушас

22 Нарăс, 2018

Ырăлăх кÿрекен волонтерсем

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшасси пирĕн республикăра пысăк вырăн йышăнать. ЧПУра вĕренекен ырăлăх кÿрекен волонтерсем те нумай тăрăшаççĕ.

Вĕсем «Эпир пĕрле» проект йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыраканĕ – Елена Федорова, юридици факультечĕн 3-мĕш курс студентки. «Эпир пĕрле» социаллă проекта реабилитаци центрĕсене лекнĕ ачасене пулăшас тĕллевпе пуçарса янă. Ун пирки кашниех пĕлмест пуль, анчах та Чăвашра çакăн пек центрсене кашни çул çĕршер ача вырнаçать. Вĕсене пурне те пулăшу кирлĕ.
Ырăлăх кÿрекен волонтерсен ĕçĕ — йывăр ĕç, мĕншĕн тесен ачасем патне пĕрре кăна кайса килни пулăшу кÿмĕ. Çавăнпа та вĕсен ушкăнĕ центра час-часах хăнана çÿрет, тĕрлĕ мероприятипе вăйă ирттерет. Унта пурăнакан шăпăрлансем вара студентсене кĕтсех тăраççĕ. Волонтерсем ачасемшĕн вĕрентекен кăна мар, юлташ та.

Çак кунсенче, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, волонтерсем реабилитаци центрĕнче пурăнакан Никитăна çуралнă кунпа саламларĕç. Çутă кун асра юлтăр тесе хастар студентсем ытти ача-пăчана та пират тумне тăхăнтартса пытарнă мула шырарĕç: нимĕнле чăрмава пăхмасăр тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçларĕç. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.