Тăван тăрăхри йăла-йĕркене пĕлмеллех

22 Нарăс, 2018

Халăхăн пуянлăхĕ — юрă-кĕвĕре, йăла-йĕркере, вăйăра, юмах-халапра. Ламран лама куçакан сăмахлăхăн пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулнине чылайăшĕ туймастпăр та. Анчах та ăна пирĕн асрах тытмалла, унсăрăн чăвашăн çул-йĕрĕ те çухалĕ.
Муркаш районĕнчи Москакасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем тăван ен культури предмета çавăнпах юратаççĕ. Ирина Пушкина вĕрентекен вĕсене йăла-йĕрке пирки каласа кăтартать кăна мар, ĕлĕкхи пурнăçа куç умне кăларма пулăшать. Мĕнле майпа? Сценка лартса паллах.

Выртмара

Районти йăла-йĕрке конкурсĕнче çак класс икĕ хутчен çĕнтернĕ. Пĕлтĕр ачасем «Выртмара» сценкăпа паллаштарнă. Унта ентешĕн Андрей Петтоки сăнарĕпе те усă курнă, мĕншĕн тесен сăвăç ача чухне час-часах выртмана çÿренĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку сăмах? Паянхи ăрăва ăнланма йывăр та пулĕ. Халĕ ялсенче лаша курасси те сайра-хутра çеç пулать-çке. Ĕлĕк вара, техника вăйлах аталанман чухне, хуçалăхри йывăр ĕçсене лашапа пурнăçланă. Чăтăмлă янаварпа суха тунă, тиев турттарнă, вăрăм çула тухнă. Ака-суха вăхăтĕнче ĕç нумай паллах. Каçсерен вара ачасем лаша çитерме выртмана çÿренĕ. Ку вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ уяв пекех пулнă.

Сĕрен

Кăçал 6-мĕш класс Сĕрен çинчен сценка хатĕрленĕ. Районти пултарулăх ушкăнĕсенчен Москакассисене çитекен пулман. Çак уява ял халăхĕ умĕнче выляса кăтартсан ырлакан нумай пулнă. Ватăраххисем вара пырса мухтама май тупнă, «Маттурсем, йăла-йĕркене тĕрĕс кăтартрăр», — тенĕ.

Çапах та мĕнле уяв-ха вăл? Ачасем çакна хаваспах ăнлантарса пачĕç.

Сĕрене ĕлĕк çуркунне ирттернĕ. Вăл Мăн кун умĕн чир-чĕрпе усал-тĕселе хăваласа ямалли кун пулнă. Ăна йĕр-келекенни — ялти чи ватă çын. Ир-ирех ача-пăча пуçтарăннă та унран пил ыйтма кайнă. Хĕр ачасем килсерен апат-çимĕç, кĕрпе пуçтарса çÿренĕ. Пÿрте кĕрсен вĕсем пĕтĕмпех пилеш турачĕпе çапса тухнă, çапла майпа усал-тĕселе тата чир-чĕре хăваланă. Унтан çăва патне кайса пăтă пĕçернĕ.

Ватă çын кĕлĕ каласан турра парне панă. Унтан ачасем пăтă çинĕ. Килсерен çÿренĕ пилеш тураттисене кăвайт чĕртсе çунтарнă. Арçын ачасем вара çулăм урлă сикнĕ, çак сăмахсене каланă: «Киремет ан тапăнтăр, усалĕ ан çыпçăнтăр». Унтан каялла çаврăнса пăхмасăр ялалла чупнă.

Ялта çамрăксем пуçтарăнса вăйă вылянă. Сăмахран, алă татмалла. 6-мĕш класăн пултарулăх ушкăнĕ çакна йăлтах пурнăçланă, вĕçĕнчен «Упи каçман çырминчен» юрра шăрантарнă.

— Килес çул, тен, «Улах ларни» ирттерĕпĕр, — пĕлтерчĕ Ирина Ивановна.

Çăварни

Нумаях пулмасть ачасен юратнă уявĕсенчен пĕри — Çăварни — иртсе кайрĕ. Москакассисем ăна кашни çулах хаваслă ирттереççĕ. Ун чухне шкула пуçтарăнаççĕ те килтен илсе килнĕ апат-çимĕçпе уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ. Тĕп апат — икерчĕ. Кунта ытларах амăшĕсем, асламăшĕсем е кукамăшĕсем тăрăшни сисĕнет паллах. Анчах та икерчĕ пĕçерме пĕлекен ачасем те пур. Сĕтел хушшинчен тухсан вĕсем пурне те Çăварни уявне йыхравлаççĕ. Эх, пуçланать вара хаваслă çуйхашу! Шкул хыçĕнчи тăвайккинчен ăмăртмалла çунашкапа ярăнаççĕ. «Çăварни юррисем», «Чи илемлĕ çунашка» тата «Чи инçе каякан çунашка» конкурссенче кашниех çĕнтерес кăмăлпа çунса тăрать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.