«Тантăш» хаçат гимнне юрласа çĕнтернĕ

15 Пуш, 2018

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче респу-блика шайĕнче «Радужная страна — 2018» конкурс-фестиваль иртнĕ. Ăна «Людмила Кинерĕн юррисем» продюсер центрĕ йĕркеленĕ. Конкурса 200 ытла ача хутшăннă. Пирĕншĕн кăмăллă хыпар — «Тантăш» гимнне [сăвви — Раиса Сарпин, кĕвви — Людмила Кинерĕн] юрлакан София Ермолаева хăйĕн ÿсĕм категорийĕнче çĕнтернĕ.

София Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренет. Тĕрлĕрен пултарулăх ăмăртăвĕнче хăйне тăтăшах тĕрĕслет вăл. Пĕлтĕр Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе юрлакан ачасен пултарулăхĕ» конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă.
Кăçал Людмила Кинер пултарулăх ăмăртăвне хутшăнма сĕнсен те хаваспах килĕшнĕ София Ермолаева. Унччен вăл «Тантăш» хаçатăн гимнне паллă юрăçпа тата ача-пăча ушкăнĕпе пĕрле шăрантарнă. Хальхинче вара сцена çине пĕчченех тухнă. «Йышпа çăмăлрахчĕ паллах, — терĕ София. — Ун чухне хăвна çеç мар, ыттисене те илтетĕн. Ку юрăра сасса çÿлерех илмелле, ман валли ăна кăштах антарчĕç. 2-3 эрне хушшинче конкурса хатĕрленсе çитрĕм».
Нимĕн те мар, зал мĕнле йышăнасси ытларах хумхантарать Софийăна. Куракансен хушшинче алă çупакан тупăнсанах хăйне хавхалантаракан пуррине туйса илет те чун-чĕри савăнăçпа туять. Хăйĕн черечĕ çитессе аранах кĕтсе илсен хумханнине ирттерме кăкăр туллин сывласа илет те куракан умне тухать. Çĕнтерессе питĕ кĕтнĕ пулин те иккĕленÿ туйăмĕнчен хăтăлайман-ха хĕр ача, хитре юрлакансем чылай пулнă-çке. Телее, «Тантăш» хаçатăн гимнĕ Софийăна çĕнтерÿ кÿнĕ.

Конкурс умĕн куçне кăвакартнă

Юрать-ха хальхинче пĕтĕмпех ăнăçлă иртнĕ. Çакнашкал ăмăртусем умĕн тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухма пултарать-çке. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне «Мехел» конкурса хутшăннине аса илчĕ çамрăк юрăç: «Шăп та лăп пĕр кун маларах физкультура урокĕнче куçа кăвакартрăм. Вăл шыçсах тухрĕ. Аттепе анне чупкалаççĕ кăна, темĕн те сĕрсе пăхрĕç — тепĕр кунне зал умĕнче юрламалла-çке. Анчах кăвака пур пĕрех пытарма май килмерĕ, çавăн пекех тухса юрламалла пулчĕ».
Кăштах \смелле
София Ермолаева Вероника Арисова патне «Сингл» студине çÿрет. 1-мĕш класранпах юрлать вăл. 4 çулта чухне вара ача садĕнче Виталий Адюковăн «Аттепе анне пулсассăн» юррине шăрантарнă. Халĕ вăл сцена çине Вероника Арисова çырса панă темиçе юрăпа тухать. Унсăр пуçне «Авангард» ташă ушкăнне çÿрет. Юрă дискне кăларма васкамасть-ха, тата кăштах ÿсмелле тет.
Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр теççĕ. Софийăшăн та ют мар çак ваттисен сăмахĕ. Унăн çывăх тусĕсенчен пĕри гимнастикăра çитĕнÿ тăвать, тепри гитара калать. Акă Саша Львова — гимнастикăпа Раççей чемпионки. Ун пек юлташсемпе мухтанма та юрать. Тусĕсем те Софийăпа мăнаçланаççĕ. «Чăн-чăн юлташ санра мĕн япăххине куçран пăхса калатăр, çынсен умĕнче вара мухтатăр», — тет София.

Пĕрремĕш яшка — çиме юрăхсăр

Чăваш эстрадинче пуçламăш утăмсем тăваканскерĕн пуç каçăртас йăла çук, хăйне ытти ача пекех туять вăл. Чăн та, ăна пуçласа куракансем вăл питĕ шухăшлă, пули-пулми çынпа калаçман хĕр ача пек йышăнаççĕ, анчах хутшăнма тытăнсанах унăн хаваслăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Хăш чухне: «Сцена çинче эсĕ пысăкрахчĕ, кунта вара пĕчĕкрех иккен», — текен те тупăнать. «Ну, тавах», — тесе кулать кăна София çавнашкал самантсенче.
Çывăрма юратасси те пур. Ирсерен ăна амăшĕ темиçе хутчен те пырса вăратать. Килтен тухма хатĕрленнĕ чухне вара ашшĕ: «Эсĕ тумланса пĕтериччен иккĕмĕш урок та пуçланĕ», — тет. Ыйхăпа кĕрешме çăмăлах маррине кашни ача ăнланать-тăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.