- Чăвашла верси
- Русская версия
Çурхи çанталăк ултавлă
Хĕр ачасен кирек хăçан та илемлĕ курăнас килет. Анчах та чылайăшĕ хитре курăнас тенĕ вăхăтра сывлăх пирки манать, чир-чĕр çыпçăнсан кăна аса илет. Çуркунне çитрĕ те хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕ куриччен калпаксăр çÿреме хăтланать. Пирĕн вулакансем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши?
Даша ДМИТРИЕВА [Муркаш районĕ, Нискасси шкулĕ, 8-мĕш класс]:
— Х ĕ р а ч а с ы в ă ч у х н е илемлĕ. Хитререх курăнас тесе калпак тăхăнманни, манăн шухăшпа, тĕрĕс мар. Çара пуçăн çÿресен часах чирлесе ÿкетĕн те килтен тухаймастăн, юлташсене кураймастăн, ун чухне санăн илемне никам та хаклаймасть. Çавăнпа та сывлăх – малти вырăнта.
Çанталăка кура эпĕ ака у й ă х ĕ н п у ç л а м ă ш ĕ н ч е е в а р р и н ч е к ă н а ç ÿ х е р е х тăхăнасшăн-ха.
Маргарита АНТОНОВА [Йĕпреç районĕ, Пăкăян шкулĕ, 8-мĕш класс]:
— Манăн хĕр туссен хушшинче сивĕре çара пуçăн çÿрекен çук. Пĕр арçын ачана çеç вĕçкĕнленсе калпак тăхăнманнине асăрхарăм. Эпĕ вара ун пек хăтланмăп. Мĕншĕн тесен сивĕ çанталăкра калпак тăхăнмасан пуç тата хăлха шăнать. Пирĕн çанталăка кура тумланмалла, унсăрăн чир-чĕр çыпçăнĕ, ку вара лайăх япала мар.
Манăн шухăшпа хĕр илемĕ вăл — хитре куласси, çÿç-пуçа тирпейлесси, чĕрнене сăрласси, косметикăпа пĕлсе усă курасси тата ытти те. Юлташсем калпак тăхăнмасан та эпĕ вĕсем хыççăн каяс çук.
Наталья МИХАЙЛОВА [Хĕрлĕ Чутай районĕ, Çĕнĕ Атикасси шкулĕ]:
— Э п ĕ х а м ă н с ы в л ă х а çамрăкранах упрама тăрăшатăп. Сивĕ çанталăкра калпаксăр çÿрени сывлăхшăн сиенлĕ. Халех çуркунне çитмен-ха, календарьте кăна вăл. Çавăнпа калпака хывма иртерех. Хула хĕрĕсем çара пуçăн çÿреççĕ пуль-ха. Мĕн кăтартасшăн-ши вĕсем, пачах ăнланмастăп. Хама вĕсен вырăнĕнче курас тетĕп те сивĕре çара пуçăн çÿрейменнине ăнланатăп — пуç шăнать вĕт! Ялта ун пеккисем сахалрах, атте-анне сыхласах тăрать вĕт.
М а н ă н ш у х ă ш п а , и л е м л ĕ курăнасси тумтире çÿхетнинчен килмест. Сивĕ вăхăтра эпир юбка, кĕпе тăхăнаймастпăр, ăшăрах тумланма тăрăшатпăр. Кун пек чухне куçа илĕртекен тĕссем суйлама пулать. Çавăнпа та уçă тăхăнма ан тăрăшăр, пĕлсе те тĕрĕс тумланăр.
Кристина ЕГОРОВА [Комсомольски районĕ, Анат Тимĕрчкасси шкулĕ, 9-мĕш класс]:
— Халĕ сивĕ вĕт! Манăн чирлес килмест, çавăнпа калпак тăхăнатăп-ха. Чирлесен шкула çÿреймĕп, манăн вара кăçал экзамен тытмалла. Малалла вулас...
Комментари хушас