«Манăн çăкăр çиес килетчĕ»
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн сцени çинче тĕрлĕ спектакльти тĕрлĕ роле чунпа кĕрсе, парăнса куракана савăнтаракан Наталья Ахмед [Шамбулина] паян пирĕн рубрикăн хăни. Хăш-пĕр ÿсĕмри çын ăна 90-мĕш çулсенче телекуравра Юрий Капсуловпа «Тăр-тăри» передача ертсе пынинчен те ас тăвать-тĕр. Артист пулма нихăçан та ĕмĕтленменскер ачалăхри хăш-пĕр самантне куççульпе аса илчĕ.
1. «Куçи». Чухăн çемьере ÿсрĕм. Ача садне çÿремен эпĕ. Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралнă, Вăрнар районĕнчи Енĕшре кукаçипе кукамай ачалăхăма савăнăç кÿчĕç. Вĕсен 6 ачаччĕ, мана çиччĕмĕшĕ пекех юратрĕç. Пÿрт умĕнче лаша урапи пурччĕ. Кукамай почтăра вăй хуратчĕ. Вăл ĕçе кайнă чухне мана пĕремĕк парса унта лартса хăваратчĕ. Е кукаçи маларах таврăнатчĕ — вĕсене çав урапа çинче ларсах кĕтсе илеттĕм. «Кукаçи» сăмаха калама пĕлменнипе «куçи» тесе чупаттăм ун хыççăн. Вĕсенчен уйрăлас килменнипе 1-мĕш класа 6-ра унтах шкула çÿрерĕм. Шăхасана каяс килменнипе килтен тухса тартăм та тăвансен сад пахчинче йывăç çинче çĕр каçрăм. Ирхине мана вĕсем курчĕç. Кайран аттепе анне вăйпах илсе килчĕç. Шăхасанта пĕрремĕш класа вара тепĕр хут кайрăм.
2. Гипс. 4-мĕш класра алла хуçрăм. Больницăра гипсларĕç. Шкулта темĕнле мероприятиччĕ. Хайхи акт залĕнче концерт куратпăр. Хыçалта ларакан пĕр арçын ача çивĕтрен туртса тарăхтарчĕ те нумай шухăшламарăм — çаврăнтăм та гипслă алăпа хытă çапрăм. Вăл шăпланчĕ.
Шкулта час-часах КВН иртетчĕ. Эпĕ командăна хутшăнмастăм. Ертсе пыма хушатчĕç. Пĕррехинче сценарие хам хатĕрлесе патăм. Районти шкулсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакăн пек конкурссенченех манра шÿтлесси аталанчĕ.
3. Общежити. Шăхасан ялĕ çумĕнче «Сельхозтехника» предприяти пурччĕ. Унăн общежитийĕнче нумай ачаллă пирĕн тата тепĕр çемьесем пурăнаттăмăр. 11 тăваткал метрлă пÿлĕмре пиллĕкĕн — анне, атте, эпĕ тата икĕ йăмăк — кун кунлаттăмăр. Пĕр диван çинче 4-н çывăраттăмăр. Атте кăна уйрăмччĕ. Вăл маншăн тăван пулман, йăмăксемшĕн кăна. Атте вырăс пулнă пирки килте чăвашла калаçма юрамастчĕ. Килти телевизор нихăçан та кăтартмастчĕ, юсавсăрччĕ, радио та «калаçмастчĕ». Çавăнпа атте ялан кĕнеке вулама хушатчĕ. Хăй те вулама юрататчĕ. Ун чухне ытти ача пек телевизор пăхса киленейменшĕн чун ырататчĕ. Халĕ аттене тав тăватăп. Ăна пула шкул çулĕсенчех вырăс çыравçисен вун-вун кĕнекине шĕкĕлчерĕм. Вĕсем манăн çула уçма пулăшрĕç тесе шухăшлатăп. Чуна чи çывăххи — Николай Островскин «Хурçă епле хĕрнĕ» хайлавĕнчи Павел Корчагин сăнарĕ.
4. Артек. Лайăх вĕреннĕшĕн, шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн 6-мĕш класра Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрне «Артека» кайма тивĕçрĕм. Çавăнпа «Артек» маншăн нимĕнпе танлаштарайми савăнăç пулчĕ. Унта каяссине çула тухмасăр та ĕненмерĕм кăна мар, «Артек» мĕнне чухламан та. Общежитири шăтăкран мĕнле те пулин тухса çын пулас килни канăç памастчĕ. «Артека» кайсан çакна аван ăнлантăм. Эпĕ шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренеттĕм. Нивушлĕ ăçта та пулин палăрмалла мар манăн, нивушлĕ çак пурнăç ĕмĕтĕмсене пăчлантарĕ тесе ялан шухăшлаттăм.
Чăваш Республикинчи ытти ачапа пуйăсра ларса кайниех маншăн пысăк савăнăç пулчĕ. Центра çитсен Пĕтĕм Раççейри ачасемпе хутшăнни урăх çĕршыва лекнĕнех туйăнчĕ. Унта театр студине çÿрерĕм, пĕрремĕш хут çакăнта хисеп хутне тивĕçрĕм.
Хура тинĕс хĕрринче вилнĕ çын кĕлеткине асăрхани те асрах. Çав вăхăтра эпĕ Агата Кристин детективĕсене вулаттăм та çыран хĕрринчи кĕлеткене курсан тĕпчев пуçлас килчĕ. Тинĕс хĕрринчен пĕр кутамкка тĕрлĕ чул пуçтарса килтĕм. Анне çакна курсан тĕлĕнчĕ: «Мĕн тăватăн кун чухлĕ чулпа?» — терĕ. Апла-и, капла-и — «Артек» пурнăç çулĕ пулчĕ.
5. Хлорка. Анне Канашри больницăра санитаркăра вăй хуратчĕ. Çемьене тăрантарас тесе каçхи сменăсене ытларах каятчĕ. Аттене те ĕçре шалу вăхăтра тÿлеместчĕç. Вăл час-часах командировкăраччĕ. Вăрçă вăхăчĕ мар пулсан та 90-мĕш çулсенчи çăкăр хакĕ пурнăçра йĕр хăварчĕ. Ачалăхăм, тÿррĕн каласан, хлорка шăршипе асра юлчĕ. Пире илемлĕ тумлантарса, тутлă çитерсе иртĕнтерме аннен май пулман. Пĕррехинче выçăпа аптăрани асрах. Йăмăксем Ленăпа Марина ялта кукаçипе кукамай патĕнче каникулта пулнă. Чи йÿнĕ макарон кăначчĕ килте. Ăна та аттене ĕçрен талонпа панă. Вăл çăвартан анми пулнăччĕ. Манăн çăкăр çиес килетчĕ. Ăна илме укçа пулман, килте пĕçеркеленĕ. Хам та пĕçереттĕм. Макарона çиейми пулсан анне ĕçрен таврăннă вăхăта эпĕ выçăпа тăна çухатнă. Ача чухнехи йăла халĕ те упранса юлнă — сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкне виçĕ пÿрнепе пуçтарса çиетĕп. Çăкăр маншăн яланах сăваплă.
6. Кушак. Амазонка. Анне ирех ĕçе васканипе пирĕн, виçĕ хĕрĕн, çÿçне хăш-пĕр чухне çивĕтлесе ĕлкĕрейместчĕ. Çавăнпа çÿçе кĕске кастартăм. Ялан кĕске прическăпа çÿреме тытăнтăм. Шкулта арçын ачасем «кушак», «амазонка» тесе чĕнме пуçларĕç. Эпĕ куншăн çилленместĕм. Шÿтлеме, йĕплеме хам та юрататтăм.
Вырăс чĕлхи вĕрентекенне ăмсанса пăхаттăм. Ирсерен шкула кайнă чухне хĕллехи юр çинче ун хыççăн ура йĕрĕ-сене пусса пыраттăм. Вăл модель евĕр утатчĕ. Манăн та ун пек пулас килетчĕ. Кашни кун мĕнле кĕпе тăхăннине сăнаттăм. Анне килте сахал пулнăран-ши — хĕрарăм идеала эпĕ çав учительре курма тытăнтăм. Веçех ун пек пулма тăрăшаттăм. Эрнери кашни кун вăл мĕн тĕслĕ тумтир тăхăнни те маншăн пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.
Аслă классенче тĕрлĕ мероприятие ертсе пыма шанатчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкулта вĕреннĕ май кунти музея килекенсемпе экскурси ирттереттĕм.
Пĕррехинче шартлама сивĕччĕ. Кĕçĕн классем шкула каймарĕç. Манăн вара ялăн тепĕр вĕçĕнчи шкула утса çитме çăматă çук. Çĕтĕлсе пĕтнĕ пушмака курсан анне асаннен сăран аттине тупса пачĕ. 41-мĕш виçеллĕскерпе шкула вăтанмасăрах çитрĕм. Чĕркуççирен çÿллĕччĕ, кунчи сарлакаччĕ. Намăс та пулмарĕ, ыттисем мĕн каланине, ман çине мĕнле пăхнине ăнланмарăм та. Çавăн чухне хама пуринчен те хитре пек туйрăм.
7. Юлташсем. Ултă хĕр ача туслăччĕ эпир. Пирĕн пĕр ĕмĕтчĕ: ÿссен пурте института вĕренме кĕретпĕр те Джип туянса çул çÿреве каятпăр. Анчах çул çÿресси пулмарĕ — пурте тĕрлĕ хулана саланчĕç. Малалла вулас...