Пуласлăх профессионалĕсем

Пуш уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Мускавра Олег Дерипаска фончĕн пуçарăвĕпе «Пуласлăх профессионалĕсем» IV наци ăмăртăвĕ иртнĕ. 10-мĕшĕнче вара тупăшăва пĕтĕмлетсе Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисене саламланă.

Чемпионатра професси тата шкул корпорацийĕсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чăваш Ен чысне 59-мĕш, 61-мĕш шкулсен, Ача-пăча пултарулăх керменĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ.

Професси ăмăртăвĕнче Шупашкарти 59-мĕш шкул команди «ЧПУ станокĕсем çинчи фрезаллă ĕçсем» пĕлÿлĕхпе 3-мĕш вырăн йышăннă. Команда йышĕнче: Виталий Александровпа Егор Афонин.

Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.