Archive - 2014 - Тантăш

июля 17th

17 Утă, 2014

Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп!

Пирĕн хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем питĕ хастар, хуть те хăш вăхăтра та тĕрлĕрен хыпар пĕлтерсех тăраççĕ, сăвă-калав çырса савăнтараççĕ. Унсăр пуçне вĕсем вĕренÿре те малта пыраççĕ, спортра та палăраççĕ. Çавăн пек маттурсенчен пĕри – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕн улттăмĕш класне кайма хатĕрленекен Наташа Михайлова.

17 Утă, 2014

Кăсăклă ĕçе инçетрен туйнă Спиридон Гнатюк

Спиридон Гнатюк 1928 çулта Волынь облаçĕнчи Гривы ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – чухăн хресчен. Пиччĕшĕсем Михаилпа Александр Анăç тата Совет Украинисене пĕрлештерессишĕн кĕрешнĕ. Çапăçу тĕллевĕ пурнăçлансан Спиридон шкулта вĕреннĕ, пионера кĕнĕ.

июля 10th

10 Утă, 2014

Юрататăп йăмăкпа шăллăма!

Пĕрремĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Артем Пашков ачасене çав тери юратать. Тăваттă тултарсан йăмăкне Эльăна та хăех пăхнă вăл.

– Сăпкаран та хамах йăтса илеттĕм ăна. Апатне те хамах çитереттĕм. Йĕрмĕшместчĕ, – тет арçын ача хавассăн.

10 Утă, 2014

Шывăн турачĕ çук

Çу кунĕсем çав тери хăвăрт иртеççĕ. Кашни хĕвелпе хĕртĕнсе, шыва кĕрсе юлма тăрăшать. Савăнăç парнелет пире ăшă та хĕвеллĕ çу. Анчах та пур чухне те-ши? Çук иккен. Шывра инкек курнă тĕслĕхсен шучĕ ытти çулхипе танлаштарсан кăçал та пĕчĕкех мар.

10 Утă, 2014

Хăйне евĕр илемлĕх пур

Урикасси ялĕ Шупашкартан 121 çухрăмра, Хĕрлĕ Чутайран 29, чукун çул станцийĕнчен 64 çухрăмра Элĕк районĕпе юнашар вырнаçнă. Юнашарах Выла юхан шыв юхса выртать. Тăван ял пирки мана аттепе Роза аппа çак халапсене каласа пачĕç.

Атте халапĕ:

июля 3rd

3 Утă, 2014

Çар вăййисен илемĕ

«Эх, Патăрьел çĕрĕ çинче «Зарница» тата «Орленок» республика вăййисем епле иртĕç-ши? Районти ăмăртура хамăр шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕлерĕмĕр, пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Финалта тата та йывăртарах пуласси куç кĕретех. Унта хастар та пултаруллă ача нумай пухăнать.

3 Утă, 2014

Урал тăрăхне...

– Ну, мăнукăм, сана ывăнтармарĕ-и-ха çул çÿрев? Ăçта кăна çитмерĕмĕр пуль иксĕмĕр... – терĕ Шурсухал Темтепĕлейкина пуçĕнчен ĕçпе пи- çĕхнĕ аллипе ачашласа. – Тата та инçете каяс умĕн тăван республикăмăр уявĕнче те савăнтăмăр. Ăçтан кăна хăна килсе çитмен пулĕ кунта! Калама çук илемлĕ уяв кĕрлесе иртрĕ. Чунра ырă туйăм хăварчĕ.

июня 26th

26 Çĕртме, 2014

Тĕллевĕсем çирĕп

 Етĕрнери 3-мĕш шкулта вĕренекен Настя Крайнова - класĕнче чи пултаруллисенчен пĕри. Вăл çивĕч ăс-тăнлă пулни пĕрре курсах палăрать. Вунă çул вĕреннĕ хушăра миçе олимпиадăпа конференцие хутшăнса мала тухман-ши тăрăшуллăскер? Ахальтен мар пĕрремĕш класранах вĕренÿ отличникĕсен шутĕнче вăл. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларма хăнăхнă Настя. Çавăнпа та хушнă ĕçе яланах тĕплĕн тума тăрăшать. Кашни çул тенĕ пекех шкул тата район шайĕнчи «Экселсиор» наукăпа практика конференцине хутшăнса пĕрремĕш вырăнсем çеç çĕнсе илет.

26 Çĕртме, 2014

Урине

Урине пукане пек илемлĕ, ырă та таса чунлă хĕр ача. Вăл вун виçĕ çулта. Амăшĕ-пе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялти пысăках мар пÿртре ытлăн-çитлĕнех мар пурăнаççĕ. Амăшĕ ялан ĕçре. Урине шкулта ăс пухать. Укçа çитменнипе килте тăтăшах выçă ларма та тивет. Анчах çакна пăхмасăрах вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшаççĕ, чĕр чунсене хăйсен хÿттине илеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек сиксе тухать.

июня 19th

19 Çĕртме, 2014

Эпĕ анне сăнлă

 Тарăн шухăшлавлă Стас Манин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кĕрлев ялĕнчен. Кăçал вăл Штанаш шкулĕн 5-мĕш класĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Асламăшĕпе тата ашшĕпе пурăнакан арçын ача çынна та, чĕр чуна та вăрăм ĕмĕр çеç сунать.

- Анне çамрăкла çĕре кĕнĕ. Ăна пачах та ас тумастăп. Çавăнпа пурне те хĕрхенетĕп. Йывăç-курăка хуçакана та ятлас килет. Уйрăмах çуркунне хурăнсене амантаççĕ. Вĕсен сĕткенне юхтарнă хыççăн вуллине пылчăкпа сĕрме ÿркенеççĕ. Вăй илеймен йывăçсем вара хăрма тытăнаççĕ, - тет Стас ассăн сывласа.

Pages