Комментари хушас

3 Утă, 2014

Урал тăрăхне...

– Ну, мăнукăм, сана ывăнтармарĕ-и-ха çул çÿрев? Ăçта кăна çитмерĕмĕр пуль иксĕмĕр... – терĕ Шурсухал Темтепĕлейкина пуçĕнчен ĕçпе пи- çĕхнĕ аллипе ачашласа. – Тата та инçете каяс умĕн тăван республикăмăр уявĕнче те савăнтăмăр. Ăçтан кăна хăна килсе çитмен пулĕ кунта! Калама çук илемлĕ уяв кĕрлесе иртрĕ. Чунра ырă туйăм хăварчĕ. Эсĕ те, ав, мĕн чухлĕ тус-юлташ тупрăн, паллашрăн. Тĕрлĕ халăх ачисен юрри-ташшине итлесе килентĕн, вăййисене курса хĕпĕртерĕн. Тумĕсем тата мĕн тĕрли кăна çук! Килĕшрĕ пуль, мăнукăм, чаплă уяв?

– Килĕшрĕ. Чăннипех те лайăх, асра юлакан уявра пулни нихăçан та манăçмĕ. Праçник ячĕпе ирттернĕ фейерверк фестивалĕнче пулса хама чăннипех те юмах тĕнчине лекнĕнех туйрăм. Мана çав тери килĕшет санпа пĕрле çÿреме, – савăнса та йăл кулса пăхса илчĕ мăнукĕ пурнăçра темĕн те курнă, ку таран темĕн те тÿссе ирттернĕ аслашшĕне куçĕнчен сăнаса. Унтан кăшт тăхтанă хыççăн: «Пĕлетĕн-и, асатте, мĕн тери пуян пирĕн çĕр-шыв, – тесе хушса хучĕ. – Уй-хирĕ- сем анлă, юхан шывĕсем саркаланса юхаççĕ. Çыннисем ырă кăмăллă. Мана уйрăмах вĕсем килĕшрĕç. Хампа пĕр çулхи тантăшсемпе курса калаçни те асран тухмасть. Вĕсем хăйсем пурăнакан тăрăха аван пĕлни тĕлĕнтерчĕ».

– Мăнукăм, çакна ялан асра тыт, ан ман: хăй халăхĕн кун-çулне пĕлекен çын телейлĕ. Эсĕ те, ав, хамăр çуралса ÿснĕ Чăваш Ен пирки нумай çĕннине пĕлтĕн. Иксĕмĕр çитсе курнă Мари Республикин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăн. Мĕн тери пуян пирĕн халăх! Чунĕпе те пуян, кăмăлĕпе илемлĕ, туслăхĕ çирĕп, – терĕ Шурсухал.

Хисеплĕ ватă сăмахĕсене питех те тимлĕ итлерĕ Темтепĕлейкин. Шăкăлтатса калаçрĕç ватăпа çамрăк.

– Кĕçех çула тухатпăр, – терĕ Шурсухал. – Çавăнпа кăшт канса илер те сывлăш çавăрар. Пирĕн çул вăрăм. Интересли вара татах та нумай пулĕ. Мăнукăм, хальхинче Удмурт Республикине кайса курăпăр. Чугун çулпа çитĕпĕр унта.

Кăштахран аслашшĕ çамрăка çак çул пирки те кăшт каларĕ.

Хусанпа Екатеринбург хушшинчи чукун çул вăрăмăшĕ 847 километр. Ăна 1913 çулта тума тытăннă. Çичĕ çул хушшинче рельс хурса икĕ пысăк хулана çыхăнтарнă. Агрыз – Ижевск – Воткинск линие те çав вăхăтрах хума пуçланă. Халь республикăри чылай хулапа яла чукун çул çыхăнтарать. Çĕр-шыв тĕп хулине хăвăрт çÿрекен «Ижевск-Мускав» фирма пуйăсĕ халăха турттарать.

«Çакă та интереслĕ, – сăмах хушрĕ Шурсухал тепĕртакран. – Ижевскран Мускава çÿрекен пуйăс пирĕн республика витĕр иртет. Вăл Канаш хулинче чарăнса пассажирсене çĕр-шыв тĕп хулине Мускава илсе çитерет».

– Канашран кăнтăра та, Çĕпĕре те, Инçет Хĕвел тухăçне те поездсем çÿренине эпĕ илтнĕччĕ, асатте. Питех те интереслĕ иккен, – тĕлĕннине пытараймарĕ Темтепĕлейкин.

Шурсухалпа мăнукĕ Хусантан Ижевска каякан пуйăс вакунне меллĕн кăна кĕрсе ларчĕç. Вĕсем вырнаçнă çĕре проводник çитрĕ. «Бур нунал – Добрый день!» – терĕ. «Чăвашла ырă кун сунни пулчĕ ĕнтĕ ку», – шухăшларĕç çамрăкпа ватă. Чăнахах та çапла. Пассажирсене телейлĕ çул сунчĕ. Пуйăс вăрăм çула кĕскетсе малалла вир- хĕнет.

– Пирĕн çул вăрăмăшĕ Ижевска çитме 400 километр ытларах пулĕ. Кунти тавралăх та питĕ илемлĕ, тимлĕ сăна, – терĕ Шурсухал вакун чÿречисенчен мĕлт те мĕлт шуса иртекен ялсене, çырма-çатрана, улăх-çарана пăхса пынă май. – Ав, куратăн-и, мăнукăм, çĕр айĕнчен «хура ылтăн» уçлакан насус башнисене? Çак тăрăхра вĕсем пĕрре çеç мар, темиçе те. Халь эпир иртсе пыракан вырăнсем Тутарстан çĕрĕ çинчех. Малалла кайăпăр, унта та çакнашкал насуссем ĕçлесе ларнине асăрхатăн.

– Асатте, мĕнле хура ылтăн пирки калаçатăн эсĕ? Ылтăн вăл сарă тĕслĕ мар-и вара? – канăçне çухатрĕ арçын ача.

– Э-э, мăнукăм, «хура ылтăн» тесе çĕр айĕнчен уçласа кăларакан нефте калаççĕ. Тутарстан та, Удмурт Республики те нефтьрен пуян. Удмурт çĕр-шывĕ те çулталăкра миллионшар тонна нефть уçлать. Паха чĕр тавар вара темĕн тума та каять.

– Тĕлĕнмелле интереслĕ! Калама çук хаклă пурлăхран пуян иккен эпир курма килекен республика! – савăнчĕ вакун чÿречисенчен куç тулли сарăлса выртакан уй-хире, айлăмсемпе сăртсене сăнаса пыракан Темтепĕлейкин.

Кĕçех умра хула сĕмне палăртакан поселоксем курăнма тытăнчĕç. Пуйăс та хăйĕн хăвăртлăхне кăшт чакарса, вун-вун хулана кайма хывнă рельссене хыçа хăварса «Ижевск» ятлă станцие çитсе чарăнчĕ. «З:еч луэ!» – тесе проводник пассажирсене ырă сунса вакунран тухма çул пачĕ.

– Куртăн-и, мăнукăм, мĕн тери ырă та тарават çынсем кунта та, – тере Шурсухал. – Пире те «Тепре тĕл пуличчен!» терĕ.

Ватăпа çамрăк станци перронĕ çине анчĕç те Ижевск хулипе паллашма пухăннă туристсен ушкăнĕ патне васкарĕç. Кĕçех хăнасем интереслĕ çул çÿреве тухрĕç.

Удмурт Республики хĕвел анăç тата çурçĕр енчен Киров облаçĕпе, кăнтăртан Тутарстанпа, Пушкăртстанпа, хĕвел тухăçĕнчен Пермь крайĕпе чикĕ-ленет. Республикăра темиçе теçетке наци халăхĕ пурăнать. Ытларах вырăссемпе удмуртсем тата тутарсем. Удмуртсем (арянсем, кăшт вотяксем) фин-угор халăхĕн йышне кĕреççĕ. Удмуртла тата вырăсла калаçаççĕ. Пирĕн эрăччен 6-8 пин çул маларах Кама тăрăхĕнче çынсем пурăнакан пĕчĕк ялсем йĕркеленнĕ. Çынсем малтанах çĕр ĕçĕпе пурăннă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Вăрман нумай пулнăран сунара та çÿренĕ. Пулă тытнă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, кăмпа, çырла, тĕрлĕ курăк пуçтарнă.

Удмуртсем тахçан авал йывăçа пураласа тунă икĕ, виçĕ е тăватă тăрăллă çуртсенче (куа) пурăннă. Вĕсен пĕр е икĕ хутлă ампарсем (кенос), мунча (мончо), нÿхреп (йогу), вутă хумалли вите (липет ул, лапас) пулнă.

Кунти халăх килте хатĕрленĕ (тĕртнĕ пиртен, пĕветнĕ çипрен тунă пиртен (улача), сукнаран, сурăх тирĕнчен) тум тăхăнса çÿренĕ. Авалхи халăх сухăр юхтарнă, тăмран тĕрлĕ савăт-сапа тунă. Вăрман тăрăхĕнчисем хушшинче йывăç ремесли аталаннă. Хуçалăхра усă курмалли япаласем, çуна, урапа хатĕрленĕ, ял хуçалăхĕнче усă курмалли ĕç хатĕрĕсем ăсталанă. Çавăн пекех удмуртсем вĕрен, пăяв явнă, ытларах чухне ал вĕççĕн. Çĕр ĕçĕ аталанса пынă май тырă авăртса çăнăх тăвас ĕç аталаннă. Арман хуçисем таврари çынсене тырă авăртса панишĕн укçан илнĕ е çăнăх парса тÿлеме тивнĕ.

Кăшт историрен

1934 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Удмурт Автономи Совет Социализм Республикине йĕркелеççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Удмуртие эвакуаци мелĕпе хĕрĕхе яхăн предприяти куçараççĕ. Тĕрлĕ хĕç-пăшал кăларас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Респуб-ликăна Ленин, Октябрь революцийĕн, Туслăх орденĕ- семпе наградăланă. Ижевскра «Халăхсен туслăхĕ» монумент паянчченех чи тĕпписенчен пĕри шутланать.

– Асатте, мĕн тери пуян Удмурт Республикин кун-çулĕ. Кун пирки эпĕ Шупашкара аякри çул çÿреврен таврăнсанах йăлтах каласа паратăп. Акă, сăн ÿкерчĕк те нумай турăм, вĕсемпе туссене паллаштаратăпах. Курса савăнччăр тата тĕлĕнччĕр эпĕ таçта та пулса курнинчен. Сана вара, асатте, уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет. Эсĕ çулпа ватă пулсан та мана кăтартса çÿреме ÿркенмерĕн, паянччен таçта та çитсе килтĕмĕр-çке.

– Э, мăнукăм, пирĕн çул çÿрев пуçланнă кăна-ха. Халь çитсе курмалли вырăнсем татах та пулĕç, – терĕ Шурсухал Темтепĕлейкин мăнукне. – Эс ывăнтăн та пуль. Кăшт канса илмелле удмурт халăхĕн апат-çимĕçне тутанма кафене кĕрер-ха.

Удмурт апат-çимĕçĕ

Пелмень, перепеч, лымо, курегпузен перепеч, зазег сйльын перепеч, вирын перепеч, губиен перепеч, куасьтэм губиен перепеч, кубисаен перепеч, Ижевск салачĕ, кăшман яшки, сурăх ашĕпе хатĕр-ленĕ мăн хăяр... Удмуртире перепеч уяв апат-çимĕçĕ шутланать. Ăна хаклă хăнасене кĕтсе илнĕ чухне хатĕрлеççĕ. Тин çеç кăмакаран е духовкăран кăларса сĕтел çине лартаççĕ.

300 çул каялла та, халĕ те удмуртсем уяв кĕрекине тĕрлĕ кукăль пĕçерсе лартаççĕ. Чи юратнă кукăльсенчен пĕри вол – «шу-нянь» («палан çăкăрĕ»). Кукăльсен ăшĕсене тĕрлĕ çырларан хатĕрлеççĕ.

– Мăнукăм, сана кунта килĕшнине питĕ лайăх туятăп. Малаш çула кайма вăй пухар та çитес вăхăтсенче Пушкăртстана çул хывар.

– Хаваспах, асатте! Эпĕ яланах инçет çулсене çитсе килме хатĕр!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.