Хăйне евĕр илемлĕх пур

10 Утă, 2014

Урикасси ялĕ Шупашкартан 121 çухрăмра, Хĕрлĕ Чутайран 29, чукун çул станцийĕнчен 64 çухрăмра Элĕк районĕпе юнашар вырнаçнă. Юнашарах Выла юхан шыв юхса выртать. Тăван ял пирки мана аттепе Роза аппа çак халапсене каласа пачĕç.

Атте халапĕ:

– Тахçан ĕлĕк-авал тĕне кĕмен чăвашсем çеçен хирсенче хăйсен выльăх-чĕрлĕхне пăхса çÿренĕ. Сĕтеклĕ симĕс курăк шыраса уй-хир урлă вырăнтан вырăна куçнă. Пĕр çĕрте эрне тăрса, выльăх тирĕсенчен çĕленĕ ÿплесем лартса пурăннă. Ламран-лама куçса пыракан чăваш йăли-йĕркине пăхăннă. Вĕсемшĕн ĕнесем ылтăн вырăнĕн- че пулнă, лашасене турă вырăнне хунă, сурăхсемпе качакасем тарçă вырăнĕнче шутланнă.

Пирĕн ял вырăнне те ешĕл çарансем шыраса çÿрекен чăвашсен çемйи çитсе чарăннă. Вĕсен виçĕ ывăл пулнă. Аслă ывăлĕ Шураç ятлă, вăталăххи Упи, кĕçĕнни Ури ятлă пулнă. Çеçен хир сывлăшĕпе сывласа, ĕçпе пиçĕх-се çитĕннĕ çамрăксен ашшĕ-амăшĕн хÿттинчен уйрăлса тухмалли вăхăт та çитнĕ. Вĕсем пурăннă ял питех те пысăк пулнă, çавăнпа ашшĕ ывăлĕсене уйрăм хăйсен ялĕсене тума кăларса янă. Ашшĕ Шураçа лаша панă, Упине ĕне парнеленĕ, Урине – сурăхпа качакине. Вăл вăхăтра урама кас тесе каланă. Шураç утрĕ-утрĕ те чарăнса тăчĕ, лаши канма выртрĕ. Лаша йăваннă çĕрте Шураç кил-çурт çавăрать, çапла Шураç ялĕ пуçланса кайнă.

Роза аппа (Роза Анатольевна) каласа пани:

– Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Вĕсен ывăлĕсене уйăрса кăлармалла пулнă. Асли Шураç ятлă пулнă, ăна ашшĕ лаша панă, вăл çулпа лашапа пынă. Лешĕ йăванма пуçланă. Унтан ура çине сиксе тăнă. «Манăн çакăнта кил-çурт çавăрмалла пуль?» – тесе шухăшланă Шураç. Вара çак ывăл ячĕллĕ ял пуçланса кайнă. Вăталăххине, Упие, ĕне панă. Выльăх курăк çисе пынă. Çисе тăрансан чарăнса тăнă. Упи вара: «Манăн çакăнта кил-çурт çавăрас пуль?» – тесе шухăшланă. Çапла майпа Упукушкăнь ялĕ пуçăннă. Ури ятлă ачи качакасемпе тата сурăхпа пынă. Вĕсем те çисе тăраннă та чарăнса тăнă. Ури вара: «Манăн çакăнта кил-çурт çавăрса пурăнма пуçлаc», – тенĕ. Çапла майпа Урикасси ялĕ никĕсленнĕ.

Ялтан инçех мар Выла шывĕ юхса иртет. Ял тавра Кирпĕч варĕ пур, тахçан кунта Урикасси çыннисем кирпĕч çапнă. Кунтах Тяпан кĕперри тенĕ вырăн та пур, Микита варĕпе Сивĕ çăл варĕ ял тавра вырнаçнă.

Урикассинче виçĕ урам: Вăта çут, Варринчи урам тата Хыçалти çут. Вĕсем Николаев, Чапаев, Пушкин ячĕллĕ урамсене пайланнă.

Халĕ кунта 67 çурт, вĕсенчен вăтăрăшĕ дача вырăнĕнче кăна юлнă темелле. Хĕл кунĕсенче çав çуртсенче никамах та пурăнмасть. Çулла вара тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерме килеççĕ е канмалли кунсене çитеççĕ. Ялта 118 çын пропискăра тăрать. Анчах вĕсенчен хĕрĕх виççĕшĕ урăх вырăнта пурăнать. Ялти чи ватă та хисеплĕ çынсенчен пĕри – 95 çулхи Александра Никифоровна Алексеева. Пирĕн ялăн хăйне евĕр илемлĕхĕ пур: уçă сывлăш, тĕрлĕ вĕçен кайăк юрри, хитре çарансем çинчи илемлĕ чечексем, ĕçчен ял халăхĕ...

Чи малтанах ку ял пирки 1795 çулта Арайкосы тесе палăртнă, кунта чăвашсем пурăннă, вĕсем патшалăх хресченĕсем шутланнă, кашни ар çыншăн патшалăха укçан тата çĕршĕн оброк тÿлемелле пулнă.

Ялта 26 килте 138 çын пурăннă (75 арçынпа 63 хĕрарăм). 1835 çулта хресченсем удел хресченĕсем пулса тăраççĕ, император çемйине тытса тăма хушма укçа тÿлемелле тăваççĕ. Ялти халăх тыр-пул туса илнĕ, выльăх- чĕрлĕх усранă, унсăр пуçне çăм атă йăваланă, тимĕрçĕсем те пулнă, атă-пушмак çĕленĕ, сĕтел-пукан ăсталанă. Çăм та таптарнă, кам мĕн пултарнă, çав ĕçпе аппаланнă. 1897 çулта ялта çăкăр упрамалли кĕлет пулнă, виçĕ çил арманĕ, çăм таптармалли ампар, унсăр пуçне кунта кирпĕч туса кăлармалли вырăн та пулнă. Çил арманĕсен хуçисем – Дмитрий Ефимов, Иван Николаев тата Дмитрий Федоров. Ял халăхĕ 1911 çулта 117 лаша, 210 ĕне тата 523 сысна-сурăх усранă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçине Урикассисем те хутшăннă. Саккăрăшĕ тыткăна лексе киле 1919 çулта çеç таврăнма пултарнă. Граждан вăрçине те виçĕ çын хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен Урикассинчи 49 çын киле таврăнайман. Григорий Осипович Данилов Мухтав орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă, Никодим Никитич Алексеев санинструктор пулса çапăçнă, вăл та чылай медаль илме тивĕçнĕ, Василий Трофимович Федоров та Мухтав орденĕ-пе ытти наградăна тивĕç пулнă. Ял халăхĕ ытти мĕн пур совет халăхĕпе тан фронта пулăшнă, чăлха-алсиш çыхнă, апат-çимĕçпе пулăшнă. Ялта эвакуаципе килнĕ ултă çемье пурăннă.

1931 çулта ял халăхĕ кÿршĕри Упукушкăнь ялĕпе пĕрле «Жнейка» ятлă колхоз йĕркеленĕ, унтан вĕсем юнашар ялти колхозпа пĕрлешсе «Маяк» хуçалăх туса хураççĕ. Хальхи вăхăтра колхоз панкрута тухнă. Ял халăхĕ аякри хуласене ĕçлеме çÿрет, выльăх-чĕрлĕх усрать.

Кунта çуралса ÿснĕ паллăрах çынсем: Геннадий Петрович Ухлинов – ял хуçалăх ĕçченĕ, унăн ывăлĕ Валериан Ухлинов – Шалти ĕçсен министерствин офицерĕ. Вăл обществăлла йĕркене тивĕçлипе сыхланăшăн та ятарлă медале тивĕçнĕ. Геннадий Руссков вăрманçăн, Михаил Руссков колхозникĕн кăкăрĕсене «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсем илемлетеççĕ. Геннадий Руссков механизатор та ĕçри çитĕнÿ-семшĕн ятарлă палла темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Николай Руссков милиционера медальпе пĕрре çеç мар наградăланă.

Пирĕн ялта юрăçă та çуралнă. Алина Славиковна Максимова юрăпа ташă ансамблĕнче тăрăшать, халăха хăйĕн хитре сассипе тыткăнлать.

Ял пуласлăхĕ пур-ши? Ман шухăшпа ялсене пĕтме памаççех, вырăнти халăх тăрăшсан, патшалăх малашне те пулăшсан пирĕн ялсем çĕр çинчен çухалмаççех!

Вера УСТИНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.