Хăюллă Марине
Пурăннă тет пĕр хĕрача. Вăл Марине ятлă пулнă. Асламăшĕ каланă тăрăх унăн амăшĕ Марине çуралсанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Ăна асламăшĕ пăхса ÿстерет. Çулсем иртеççĕ, хĕрача та вунпилĕк çула çитрĕ. Çак уяв ячĕпе тусĕсене чĕнчĕ, пурте пĕрле Марине пĕçернĕ тутлă кукăль-икерчĕпе хăналанчĕç, юрларĕç-савăнчĕç.
Тусĕсем салансан Марине çывăрма выртма хатĕрленчĕ. Ун çумне асламăшĕ пырса ларчĕ те хĕрачана куçран пăхрĕ:
- Марине, эсĕ халĕ пĕчĕк мар, вун пилĕк çул тултартăн. Манăн сана чăннине каласа парас килет, - терĕ.