Хăюллă Марине

5 Нарăс, 2015

Пурăннă тет пĕр хĕрача. Вăл Марине ятлă пулнă. Асламăшĕ каланă тăрăх унăн амăшĕ Марине çуралсанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Ăна асламăшĕ пăхса ÿстерет. Çулсем иртеççĕ, хĕрача та вунпилĕк çула çитрĕ. Çак уяв ячĕпе тусĕсене чĕнчĕ, пурте пĕрле Марине пĕçернĕ тутлă кукăль-икерчĕпе хăналанчĕç, юрларĕç-савăнчĕç.

Тусĕсем салансан Марине çывăрма выртма хатĕрленчĕ. Ун çумне асламăшĕ пырса ларчĕ те хĕрачана куçран пăхрĕ:

- Марине, эсĕ халĕ пĕчĕк мар, вун пилĕк çул тултартăн. Манăн сана чăннине каласа парас килет, - терĕ.

Хĕрачан амăшĕ сывах иккен, анчах та асламăшĕ мăнукне çухатасран шикленнипе ăна чăннине каласа пама хăранă.

- Мĕн пулнă вара манăн аннепе? - тĕлĕнсе ыйтрĕ Марине.

- Пĕр каçхине эпир аннÿпе çенĕкре çăлтăрсем çине пăхса выртаттăмăр. Вăл каç çăлтăрсем уйрăмах вăйлă çутататчĕç, уйăх та тулличчĕ. Ăнсăртран пирĕн кил хушшинче ларакан çăлран темĕн сиксе тухрĕ. Хăй çын пекех, анчах та мăйракаллă тата хÿреллĕ.

- Шуйттан! – хăрасах ÿкрĕмĕр эпир.

- Усал аннÿне хăйпе пĕрле илсе кайма килнĕ иккен, вĕсен патши ăна курнă та юратса пăрахнă имĕш. Аннÿ: «Пымастăп!» - тет. Анчах та лешĕ пирĕн çемьене хур тăвассипе хăратать. Çав вăхăтра эсĕ пÿр- тре тутлă тĕлĕксем курса çывăраттăнччĕ. Вара аннÿ шуйттана: «Эпĕ ыран пырăп, унччен манăн кăштах чиперленмелле, патша умĕнче хитрен курăнмалла», - тесе суйрĕ.

Шуйттан тепĕр кун килме шантарса тарса çухалчĕ: «Сана ыран илсе каятăпах!» - тет хăй йĕкĕлтешсе.

Аннÿ кунĕпех куççуль тăкрĕ. Енчен те шуйттан тепре килсе ăна илсе каятех пулсан вăл сана та хăйĕнпе пĕрлех илесшĕнччĕ, эсĕ кăкăр ачи кăначчĕ-çке!

Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм: «Шуйттана сенĕкпе чиксе тĕп тăватăп!» - терĕм. Аннÿ кăштах лăпланчĕ.

Каç пулчĕ. Эпĕ сенĕкпе пытанса лартăм. Аннÿ ĕнерхи вырăнта усал килессе кĕтсе тăчĕ. Çăлтăрсем пĕлĕт çине тухсан çăлтан каллех шуйттан сиксе тухрĕ. Эпĕ ăна çурăмĕнчен сенĕк- пе чикрĕм, анчах та ăна нимĕн те пулмарĕ, вăл аннÿне çавăрса тытрĕ те çăла сикрĕ. Питĕ хытă макăртăм, анчах та нимĕн тума та пултараймарăм. Унтанпа вара эпĕ аннÿне курман», - вĕçлерĕ сăмахне асламăшĕ.

- Асанне, тен эпир аннене çăлма пултаратпăр? - хăпартланса калаçрĕ Марине.

- Мĕнле?

- Каçхине çăлтăрсем тухсан çăла сиксе аннене шырама пуçлатăпах!

- Ан ухмахланах, ачам. Усалсен тĕнчине лекме пулĕ-ха, анчах та шывран каялла тухма йывăр-çке. Унта çынсем путса вилеççĕ. Эпĕ ватă, сана пĕччен ямастăпах.

Марине унпа килĕшенçи пулчĕ, анчах та асламăшĕ çывăрнă чухне çула тухма шутларĕ. Çав каçхине вăл кил картишне тухрĕ те çăл патне пырса тăчĕ. Малтанах иккĕленчĕ-ха анчах та амăшне аса илсе ăна ирĕке кăларма шутларĕ. Виççĕ таран шутларĕ те куçĕсене хупса çăла сикрĕ. Куçĕсене уçсан хăйне хăй ĕненмерĕ: вăл темĕн- ле асамлă тĕнчене лекнĕ иккен. Йĕри-тавра хуп-хура: хура йывăçсем, пĕлĕт, курăк...

Ун умĕнчен икĕ мулкач этем чĕлхипе калаçса пыраççĕ. Марине тĕлĕнсех кайрĕ. Вăл вĕсенчен шуйттансен патши ăçта пурăннине ыйтрĕ. Лешĕ çак вăрман варринче ларакан керменте пурăнать-мĕн.

- Эсĕ вара унта мĕн çухатрăн? - ыйтрĕ пĕр мулкачĕ.

- Хамăн аннене.

- Кам вара санăн аннÿ?

- Ăна патшан тарçи вăрласа тарнă.

- Мĕншĕн?

- Вăл кунти патшана килĕш- нĕ, лешĕ ăна хăйĕн арăмĕ тăвасшăн пулнă.

- Апла патшан арăмĕ санăн аннÿ пулать?

- Çапла пулма кирлĕ, анчах та эпĕ ăна пĕртте курман.

- Патша арăмĕ питĕ ырă, анчах та хăй ун пек мар. Эсĕ ан- нÿне хăтарма килнĕ-и?

- Çапла!

- Ку çăмăл ĕç мар. Кермене кĕмелли алăксем тупмалли юмахсене тĕрĕс пĕлсен кăна уçăлма пултараççĕ. Санăн виçĕ алăк витĕр тухма тивет, кашнинчех тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне тĕрĕс пĕлмелле. Унсăрăн хăв та пĕтетĕн, аннÿне те çăлаймастăн.

- Эпĕ пĕччен хăратăп, манпа пĕрле пыр-ха, тархасшăн.

- Эсĕ лайăх хĕрача, ман сана пулăшас килет. Кайрăмăр.

Вĕсем нумай та утмарĕç, хуп-хура тĕслĕ кермен умне çитсе тăчĕç. Пĕрремĕш алăк умĕнче виçĕ шуйттан тăрать, кашниех Маринене тупмалли юмах пачĕ. Вĕсен тупсăмĕсене хĕрача тÿ- рех пĕлчĕ. Вĕсене малалла кĕртсе ячĕç.

Иккĕмĕш алăк умĕнче те виçĕ усал тăратчĕ, вĕсен тупмалли юмахĕсем йывăртарахчĕ, анчах та Марине шутларĕ-шутларĕ те тупсăмне тупрĕ-тупрех. Тепĕр алăк умĕнче пĕр усал çеç тăрать. Вăл хăйĕн тупмалли юмахне каларĕ. Марине чылайччен шухăшларĕ, нимĕн те шутласа кăлараймарĕ. Куляннипе макăрма пуçларĕ.

- Мĕншĕн макăратăн? - ыйтрĕ унран мулкач-тусĕ тĕлĕнсе.

- Эпĕ ку ыйтăвăн тĕрĕс хуравне пĕлместĕп, - терĕ те тата хытăрах йĕре пуçларĕ.

- Эпĕ пĕлетĕп, - терĕ те мулкач хĕрачана хурава вăрттăн пĕлтерчĕ. Ку çĕршывра мулкачсем те ăслă иккен. Алăк уçăлчĕ те вĕсем патша пÿлĕмне кĕрсе тăчĕç.

- Камсем эсир? Мĕн тума килтĕр? - хăрушă сасăпа ыйтрĕ усалсен патши.

- Эпĕ сирĕн арăмун хĕрĕ. Аннене киле илсе кайма килтĕм.

Çакна илтсен Марине амăшĕ хĕрне пырса ыталарĕ, савăннипе йĕрсе ячĕ.

- Пăрăн хĕрÿ патĕнчен! Эпĕ арăма никама та парса ямастăп! Пăрăн, унсăрăн кĕçех ачусăр тăрса юлатăн!

Амăшĕ Марине патĕнчен пăрăнчĕ.

- Эпĕ те хам аннешĕн темĕн тума хатĕр, - терĕ Марине. - Ярсам пире киле, - хĕрача йĕрсе ячĕ.

- Ну, юрать, килĕшетĕп. Анчах та эсĕ аннÿне çак акăшсем хушшинче шыраса тупсан çеç пĕрле илсе каятăн, - çапла каласа шуйттан патши Маринене виçĕ акăш умне тăратрĕ (вăл хĕрача амăшне паллаймастех тесе шутлать). – Аннÿне уйăрса илсен манăн тĕнчерен кайма пултаратăр.

«Аннене мĕнле уйăрса илес манăн?» - вăрттăн ыйтрĕ мулкач-тусĕнчен Марине.

- Акăшсен куçĕсене сăнаса пăх, хăшĕсем сан çине ăшшăн пăхаççĕ, çавă - санăн аннÿ.

Марине акăшсем çине тинкеререх пăхрĕ те пĕрин куçĕсенче куççуль тумламĕ асăрхарĕ: «Акă манăн анне! – иккĕленмесĕрех каларĕ вăл акăша çунатĕнчен ачашласа. Çав самантрах кайăк Маринен амăшне çаврăнчĕ, тепĕр иккĕшĕ куçран çухалчĕç.

Патша Маринен амăшне ярасшăн марччĕ. Каланă сăмахне тытмасан унăн та инкек пулать-мĕн. Пурпĕрех вĕсене ирĕке яма тиврĕ.

Мулкач киле каймалли çула кăтартрĕ. Вĕсем вăрманти çăла сикрĕç те тăван кил хушшине таврăнчĕç. Асламăшĕ çывăх çыннисене курсан питĕ савăнчĕ, ыталаса чуп турĕ. Вăл Маринене çула пĕччен тухнăшăн ятласшăнччĕ, анчах та амăшĕпе таврăннишĕн вăрçмарĕ.

Мулкач ку таранччен çын пек пуплетчĕ, халĕ вара пачах калаçаймасть. Марине ăна питĕ юратать. Çапла вара вĕсем тăваттăн пурăнма пуçларĕç.

Вера УСТИНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.