Комментари хушас

10 Утă, 2014

Шывăн турачĕ çук

Çу кунĕсем çав тери хăвăрт иртеççĕ. Кашни хĕвелпе хĕртĕнсе, шыва кĕрсе юлма тăрăшать. Савăнăç парнелет пире ăшă та хĕвеллĕ çу. Анчах та пур чухне те-ши? Çук иккен. Шывра инкек курнă тĕслĕхсен шучĕ ытти çулхипе танлаштарсан кăçал та пĕчĕкех мар. Çавăнпа та пире савăнăç кăна мар, тепĕр чухне инкек те кÿме пултаракан шывпа асăрхануллă пулмаллине тепĕр хутчен аса илтерни пĕрре те ытлашши пулас çук. Çакна уйрăмах ачасен асра тытмалла.

Кăçал та ачасем шывра инкек курнă тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ытларах та. Çав пăтăрмахсенчен иккĕшĕнче вĕсен ашшĕ-амăшĕ айăплă - аслисем ачисем шыва кĕнĕ чухне урăх ĕçпе аппаланнă. Тепĕр тĕслĕхĕнче вара аслисенчен пĕри юнашарах пулнă, анчах ачана асăрхаман. Ачасен ушкăнĕ хăйсем тĕллĕн шыва кĕме кайнă. Пĕри путма тытăннă, ыттисем юлташĕ инкеке лекнине курсанах хăраса ÿкнĕ те пулăшу ыйтма васкаса чупнă, анчах вăл кая юлнă...

Шывра путса вилни - калама çук пысăк инкек. Çавăнпа та питех те асăрхануллă пулмаллине нихăçан та манас марччĕ.

Шыв пирĕнтен кашнине савăнăç кăна парнелетĕр. Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та эсир кимĕпе ярăнатăр е шывра ишсе киленетĕр - яланах асăрхануллă та тимлĕ пулăр. Тусăмăрсем, пĕве е кÿлĕ, е юхан шыв хĕррине хăвăр тĕллĕн нихăçан та ан кайăр. Сирĕнпе пĕрле шывра лайăх ишекен аслă çын пулмаллине яланах асра тытăр! Ишме пĕлни вара (уйрăмах тĕрлĕ мелпе) питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Савăнăç çеç кÿтĕр пи- рĕнтен кашнине çу кунĕ! Çак правилăсене пăхăнсан инкек нихăçан та çумра çÿремĕ.

1. Шыва ятарласа уйăрнă вырăнсенче тата сывлăш температури 25 градус пулсан çеç кĕмелле. Шыв 22 градуса çити ăшăнса çитмелле.

2. Ишме пĕлмесен шала кĕме ан васкăр. Ун пек чухне инкек юнашарах çÿрет. Çăлавăçсем е аслисем пур вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать. Вĕсем сире кирек хăш самантра та васкавлă пĕрремĕш пулăшу пама пултараççĕ.

3. Эсир ишме пĕлетĕр пулсан та тÿ-рех тарăн вырăна кĕме ан тăрăшăр. Шыв температури сивĕнсе пынă май шăнăр хутлатса лартма е тăна çухатасси те пулма пултарать. Чи малтанах шыва алла чиксе пăхăр. Шыв сивви ÿте пĕр-икĕ минут хушшинче чĕпĕтме чарăнать тĕк - шыва кĕме юрать.

4. Пĕлмен вырăнсенче ан чăмăр, тĕрлĕ вăйă выляса шалалла ишсе ан кĕрĕр.

5. Пуç чирĕпе е тытамак тытнипе чирлекенсен шыва нихăçан та пĕччен кĕме юрамасть.

6. Тарланă хыççăн тÿрех ан чăмăр. Чи малтан сулхăна тăрса ÿт-пÿ сивĕ- нессе кĕтĕр. Унтан пĕр 30-40 сантиметр тарăнăшне кĕрĕр те алăсене, ÿт-пĕве шыв сапса уçăлтарăр. Вара тин шаларах кĕме юрать.

7. Хăвăра шăнтнă пек туятăр пулсан тÿрех çырана тухма тăрăшăр.

8. Çыран тепĕр енне ишсе каçма ан тăрăшăр. Ишсессĕн те, ывăннине туйсанах, çурăм çине выртса кăшт канса илĕр.

9. Аслисене ачасене яланах асăрхамалла, вĕсем хăйсем тĕллĕн çеç шыв хĕррине ан кайччăр! Шыв хĕрринче те ачăрсене пăхсах тăмалла, куçран вĕçертме юрамасть. Юлташăрсен пепкисене те пăхăр, ют çын ачи тесе ан уйăрса хăварăр.

10. Ачăрсем ятарлă ишмелли хатĕр-сем çинче чăмпăлтатаççĕ пулсан та тимлĕхе, тархасшăн, ан çухатăр! Вĕсем çаврăнса ÿкме пултараççĕ.

11. Шыв савăнăç çеç мар, инкек те кÿ- ме пултарнине яланах асăрхаттарăр, ачасем инкеке лекесрен сыхлăр.

Чи кирли, тусăмсем, яланах асăрхануллă пулни. Çавăнпа та тимлĕхе ан çухатăр.

Мария ТОЯБИНСКАЯ,

республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕн тухтăрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.