Комментари хушас

3 Утă, 2014

Çар вăййисен илемĕ

«Эх, Патăрьел çĕрĕ çинче «Зарница» тата «Орленок» республика вăййисем епле иртĕç-ши? Районти ăмăртура хамăр шкул чысне тивĕçлипех хÿтĕлерĕмĕр, пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Финалта тата та йывăртарах пуласси куç кĕретех. Унта хастар та пултаруллă ача нумай пухăнать. Апла-и, капла-и – пур пĕрех пирĕн хамăра кăтартмалла», – тесе шухăшларĕ кашниех инçе çула пуçтарăннă май.

Кăçалхи çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисен республикăри 46-мĕш финал вăййисем Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çывăхĕнче иртрĕç. Районсемпе хуласенчен килнĕ командăри çамрăксем тĕрлĕ номинаципе ăмăртрĕç: «Зарница» (7-8 классем), «Орленоксем» (9-10 классем), кадетсем, училищĕсем, техникумсем, çарпа патриотизм клубĕсем.

«Зарницăпа» «Орленокăн» тĕп тĕллевĕ чи вăйлă та, чи маттур ушкăна палăртасси кăна мар. Унăн тивĕçĕ – ачасене спортпа туслаштарасси, пĕлÿ шайне ÿстерме, туслăха упрама, кулленхи пурнăçра хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхтарасси. Çавăнпа конкурссем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: пултарулăх, теори, спорт, çар хатĕр-ленĕвĕ, туризм, хăрушсăрлăх шкулĕ, хăйне евĕр условисенче чăтса ирттерни, палатка хулинче пурăнма хăнăхасси, учитель-наставник.

Ăмăртăва хутшăнакансен пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама та, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене те, автомат салатса пуçтарма та пĕлмелле пулчĕ.

Кунĕпе тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç пулин те ачасем кану пирки шутламарĕç. Каçхи апат хыççăн пултарулăх вăййине хутшăнчĕç. Ташă каçĕнче савăнчĕç.

– Çамрăк армеецсен вăййисем чуна çирĕп-летеççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕрентеççĕ. Çакă пире пурнăçра пĕрре мар кирлĕ пулĕ, – терĕç ăмăртури хастар çамрăксем.

Акă, сăн ÿкерчĕкри Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пирвайхи çитнĕнĕвĕсемпе те кăмăллă.

Асрах, çав кунсем, асрах...

Ыран Патăрьел тăрăхне каймалла тенĕ каç Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕ Настя Максимова йăлтах ыйхине çухатрĕ. Çывăрса каяс тесе пĕр енчен тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Çук, ниепле те тутлă тĕлĕксен авăрне путаймарĕ. Ара, тĕрлĕ шухăш канăç памарĕ-çке-ха ăна. «Ют çĕрте, палламан çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пултарăпăр-ши? Вăл тăрăхра, вăрман çывăхĕнче çĕлен нумай теççĕ тата. Эпĕ вĕсенчен мĕн тери хăранине никам та тавçăраймасть-çке. Каçхине палаткăра çывăрнă чухне хайхискер ман çума йăпшăнса кĕрсе выртсан? Шикленмелле пек. Е тата пирĕн поварсем апатне вăхăтра пĕçерсе ĕлкĕрейĕç-ши? Кутамккана мĕн кирлине йăлтах чикрĕм-ши? Чим, саппас калуша каялла кăларса хумалла ахăртнех. Районти ăмăртăва та ахалех илсе кайрăм ăна. Çумăр çумасть пулĕ-ха Патăрьелĕнче», – тесе шухăшласа выртрĕ вăл çунакан ăш-чикне ниепле лăплантараймасăр.

Пăлханни, пăшăрханни ахалех пулчĕ. Палăртнă вырăна çитсенех кăмăлĕ йăлт уçăлчĕ Настьăн.

– Ытти район ачисем те хамăр пекех уçă кăмăллă та ырă чунлă иккен, – терĕ хавхаланса.

Шкулта çирĕм пилĕк çул, çав шутра вун пилĕк çул директорта вăй хуракан Альберт Петрович Кондратьевпа Виталий Иванович Максимов педагог та хăйсен вĕренекенĕ-семпе пĕрлех Патăрьел çĕрĕ çине пычĕç.

– Вун виçĕ çул каялла пирĕн ачасем республикăри финал ăмăртăвĕнче тупăшнăччĕ. Кăçалхи саккăрмĕш классем те çакăн пек сумлă ăмăртăва хутшăнма тÿр килнишĕн чĕререн савăнатăп. Тĕрĕссипе, ачасем пĕрремĕш класранпах пултарулăхĕ-семпе педагогсене тĕлĕнтеретчĕç. Вĕренÿре, спортра хастарччĕ. Халĕ те пур çĕрте те çитĕнÿ тăваççĕ. Олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, конкурссенче палăраççĕ. Класра виçĕ отличник: Настя Максимова, Алена Кондратьева, Арина Степанова. Акă нумай пулмасть республикăри баскетбол тупăшăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Кунашкал хастар класс хальтерех ас тумастăп. Ларма-тăма пĕлмеççĕ, пурне те тавçăраççĕ. Çавăнпа та вĕсенчен пĕрне те тăхăр класс хыççăн ниçта та ярас килмест. Пĕлсех тăратăп, вĕсем вун пĕрмĕш класс хыççăн та патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ, – тет Альберт Петрович хăйĕн вĕренекенĕсемпе мăнаçланса.

Альберт Петрович шухăшĕпе çак ăмăртура çĕнтерни мар, хутшăнни паха.

Çумăрлă çанталăка пăхмасăр тĕрлĕ чăрмав витĕр тухса шкул чысне сумлă хÿтĕ-леме тăрăшрĕç Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕсем.

– Поварсене, Люба Федотовăпа Лена Гавриловăна тав! Вĕсем пире мĕн тери тутлă апат пĕçерсе çитерчĕç. Хуран яшки, пăтти, шарккăвĕ йăлтах техĕмлĕ пулчĕ, – терĕç хавхаланса çамрăксем.

– Эпĕ пĕчĕкрен аннене пулăшма хăнăхнă. Ăна çăмăллăх кÿрес тесе нумай ĕç тăваттăм. Апатне те хамах пĕçерме юрататтăм. Халĕ те кукăль-пÿремеч хатĕрлеме ÿркенместĕп. Пĕрле вĕренекен тантăшăмсене те ту-у-утлă çитерес тесе пĕтĕм чунтан тăрăшрăмăр,– терĕ сăпайлăн çеç хуранти апата çăпалапа пăтратакан Люба Федотова.

Эпир – пĕрремĕш!

Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕнче повара вĕренекен Айгуль Акжаровăн савăнăçĕ виçесĕр.

– Техникумсен хушшинче пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне çакнашкал ăмăртăва хутшăнса курманччĕ. Аннене те ырă хыпарпа савăнтарăп киле çитсен, атте патне те Мускава шăнкăравлăп, – йăл кулчĕ пике.

Хастар хĕрĕн амăшĕ, Светлана Васильевна, чăваш. Ашшĕ, Куатбек Болтабаевич, казах. 1994 çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçана куçса килсен çут тĕнчене килнĕ те Айгуль.

– Чăваш чĕлхине питĕ юрататăп эпĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те Галина Фирсовна Хлебникова урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Аттен тăванĕсем патне хăнана тăтăшах çÿретпĕр, анчах чунăм пур пĕрех чăваш тăрăхнех туртать. Физкультура урокĕ те маншăн чи юратниччĕ. Çавăнпа пичче те тăхăр класс хыççăн Шупашкарти спорт шкулне кайма сĕннĕччĕ. Шел, май килмерĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн çемье спортпа туслă. Аслă аппа Динара штанга йăтнă, пичче Арман волейболла, футболла ăста вылянă. Маншăн çăмăл атлетика çывăх. Гульнара аппашăн та спорт ют пулман, – терĕ вăл хавхаланса хăйсен туслă çемйипе паллаштарнă май.

Патăрьелĕнчех пурăнма килĕшет мал ĕмĕтлĕ çамрăка. Çавăнпа кунти техникума вĕренме кĕнĕ.

– Çынсем Шупашкара ăнтăлаççĕ. Эпĕ вара ун пек мар, чун пысăк хуланалла пĕрре те туртмасть. Çитменнине аннене те килте пĕччен хăварас килмест. Ара, аттепе пичче Мускавра ĕçлеççĕ, аслă аппа çемьеллĕ, вăталăххи Кировра. Выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли усратпăр. Ĕçрен те хăрамастăп. Ялта çитĕннĕ вĕт. Ĕне сăвасси те йывăр мар, – тет Айгуль.

Килес çул хамăра кăтартатпăрах

Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулĕн ачисем çĕнтерÿ картлашки çине хăпарайман пулсан та пуçĕсене усмарĕç.

– Ялан пур çĕрте те малтисен ретĕнче пулаймăн. Çак ăмăртăва хутшăнма тÿр килнĕшĕн те чунтан савăнатпăр. Ах, асра юлмалли самант тем чухлех пулчĕ. Эпĕ ахаль ларма юратмастăп та каçсерен мунчала çыхрăм. Çумăр çуни пĕрре те кансĕр-лемерĕ пире, – терĕ вĕренÿ отличникĕ Анна Турганова хăпартланса та хавхаланса.

– Район шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртура çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăватпăр, шел, ку хутĕн- че телей кайăкне алăран вĕçертрĕмĕр. Килес çул тата вăйлăрах хатĕрленмелле тенине пĕлтерет те çакă. Мĕнех, тăрăшăпăр. Хамăр сăмаха çилпе вĕçтерместпĕрех, – терĕç мал ĕмĕтлĕ хастарсем пĕр харăссăн.

Çĕнтерÿçĕсем

Пĕтĕм йывăрлăха хыçа хăварса мала тухнисене палăртма та кăмăллă. «Зарница» ушкăнра çитĕнÿ картлашки çине çак шкулсем хăпарчĕç. 1. Шупашкарти 28-мĕш шкул. 2. Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул. 3. Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿри 2-мĕш шкул.

«Орленок» çĕнтерÿçисем. 1. Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул. 2. Шупашкарти 5-мĕш гимнази. 3. Шăмăршă районĕнчи Карапай-Шăмăршă шкулĕ.

Кадетсем. 1. Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕ. 2. Шупашкарти А. Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ. 3. Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш шкул.

Çарпа патриот клубĕсем. 1. Муркаш районĕнчи Муркаш шкулĕ. 2. Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕ. 3. Шупашкарти Заволжски шкулĕ.

Вăтам професси паракан ушкăнсем. 1. Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕ. 2. Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕ. 3. Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕ.

Çамрăксем хăйсен пултарулăхĕсемпе кăмăллă. «Эпир кунта çĕнтерме килнĕ», – терĕç йăл кулса.

Патăрьел районĕ.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.