Тĕллевĕсем çирĕп

26 Çĕртме, 2014

 Етĕрнери 3-мĕш шкулта вĕренекен Настя Крайнова - класĕнче чи пултаруллисенчен пĕри. Вăл çивĕч ăс-тăнлă пулни пĕрре курсах палăрать. Вунă çул вĕреннĕ хушăра миçе олимпиадăпа конференцие хутшăнса мала тухман-ши тăрăшуллăскер? Ахальтен мар пĕрремĕш класранах вĕренÿ отличникĕсен шутĕнче вăл. Учительсемпе ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларма хăнăхнă Настя. Çавăнпа та хушнă ĕçе яланах тĕплĕн тума тăрăшать. Кашни çул тенĕ пекех шкул тата район шайĕнчи «Экселсиор» наукăпа практика конференцине хутшăнса пĕрремĕш вырăнсем çеç çĕнсе илет. Умне çирĕп тĕллевсем лартнă хĕр упраç вĕрентекенсем сĕнекен мĕн пур ăслăлăх конкурсĕсене хапăл туса йышăнать. Çавăнпах-тăр Шупашкарти РФ Конституцине тата суйлавçăсен прависене пĕлессипе иртнĕ олимпиадăна та вăлах кайма кăмăл тунă. Çĕр ыйту çине вăхăтпа хуравласа чылай балл пухнă Настя. Анчах та мала тухайман - тăватă балл çеç çитеймен унăн. Мал курăмлă пике куншăн алă усса, хурланса ларман - тата нумайрах пĕлме, вулама çеç пикеннĕ. Тепĕр çул та çак олимпиадăра тупăшса пăхасшăн-ха вăл.

Ăнăçу хăйĕнпе пĕрле пуласса ĕненет Настя, ÿркенмелле мар çеç. Вĕренÿре те, ытти çĕрте те чылай çитĕнÿ тунишĕн вăл юратнă ашшĕпе амăшне чĕререн тав тăвать.

- Вĕсем маншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Хаклă çыннăмсем вĕрентсе каланине тимленипе, ăша хывса пынипе çеç эпĕ пысăк ÿсĕмсем тума пултаратăп. Аттепе анне мана тĕрĕс воспитани, ăс-хакăл парса ÿстерни, вĕсем сывлăхлă пулни - тĕнчере чи пахи, - палăртать шухăшне Настя.

Анлă тавра курăмлăскер тĕрлĕ çул çÿреве тухма кăмăллать. Тĕнчери чылай çĕр-шыва курса киленесшĕн çунатланать вăл. Хăйĕнпе пĕр класра вĕренекенсене те юратать Настя.

- Пирĕн, 10 «б» класра, талантлă та маттур ача нумай. Кашнийĕ мĕнпе те пулин кăсăкланать, конкурссенче палăрать. Эпир çирĕм пиллĕкĕн пулсан та питĕ туслă, - тет вăл хăпартланса.

Нина ЦАРЫГИНА.

Етĕрне районĕ,

Етĕрне 3-мĕш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.