Archive - 4 Çурла, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

4 Çурла, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 30 (6123) №. 4.08.2016

4 Çурла, 2016

Пулă ыйтакан ывăлне ашшĕ вăлта тыттарнă

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Владислав Моряков шкулта вĕреннĕ чухне те, халĕ те çуллахи пĕр каникула килте ахаль ларса ирттермен, ял хуçалăх предприятине ĕçлеме çÿренĕ. Ачаранпах техникăпа туслашнăскер тиевлĕ машинăпа тыр-пул та пайтах турттарнă.

4 Çурла, 2016

“Ура çине тăма тăрăшрăм, анчах..."

Ĕçкĕ-çикĕ этемлĕхе вилĕм çавипе çулнă евĕр тĕп туни пирки тепĕр хутчен калаçмашкăн Роспотребнадзорăн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕ хистерĕ. Кăтартусем тăрăх, наркăмăшланнине пула 616 çын /пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта — 783/ больницăна лекнĕ, вăл шутра — 264-шĕ алкоголь ĕçнĕ хыççăн. 109 çын вилнĕ, вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ — эрех-сăрана пула. Наркăмăшланнисен 34,9% — хĕрарăмсем. Хăрушши çакă — ачасем те алла черкке тытаççĕ: 14 çула çитичченхи 9 ачана, çул çитмен 5 çамрăка спиртлă шĕвек ĕçнĕ хыççăн больницăна илсе килнĕ. Ытларах сыватмăша арçынсем /65%/ лекеççĕ.

4 Çурла, 2016

Агрономшăн Адлер - уйра, кунта тырă пусси тинĕс шывĕ евĕр хумханать

Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» хуçалăхри çамрăксем ĕç çыннин профессине суйланинчен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Çĕре юратни, тăван тăрăха хисеплени кашнинчех палăрчĕ. Хăш-пĕр района командировкăна кайсан ял тăрăхĕнче çамрăк пĕр специалист та çукки пирки пĕлтереççĕ.

4 Çурла, 2016

Пăрланнă çăпатапа вăрманта кун каçнă

Елчĕк районĕнчи Тăрмăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта кун кунлакан тĕлĕнмелле çирĕп чунлă хĕрарăмпа курса калаçни ир тăрсан та, каç выртсан та пуçран тухмасть.

4 Çурла, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Хам çинчен кĕскен: ятăм — Виталий, хушаматăм — Семăнов. Эпĕ 19 çулта. Паттăрсене хисеплетĕп, истори романĕсене юратса вулатăп. Маншăн Вальтер Скотăн «Айвенго», Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕсем пĕр пекех кăсăклă. Çулленех истори реконструкцийĕсене хутшăнатăп.

4 Çурла, 2016

Арçын вырăнне пăта çапатăп

Ырă кун пултăр, хаçатăн хисеплĕ ĕçче­нĕсемпе вулаканĕсем! «Юратупа наркăмăшри» статьясене чунран кăмăллатăп. Сирĕн кăларăм урлă çĕр-çĕр çын шăпипе кулленех паллашатăп. Хамăн çинчен çырса кăтартас шухăш пуçра тахçанах тĕвĕленнĕ. Хальхинче пуçланă çырăва вĕçлеме хал çитертĕм.

4 Çурла, 2016

"Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурс

Конкурсра 2-мĕш вырăна тухнă Диана МОИСЕЕВА — Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренет. Çамрăк поэт вырăсла тата чăвашла сăвăсен пуххине кăларма ĕлкĕрнĕ. Унăн хайлавĕсем "Çĕрпÿ хыпарçи", "Тантăш" хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ.