"Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурс

Çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" конкурсĕн чăвашла поэзи номинацийĕн çĕнтерÿçисен пултарулăхĕпе паллаштаратпăр.

1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ Лариса ПЕТРОВА Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче филолог специальноçне алла илнĕ. Халĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçлет, «Сăвăпа чĕрем юрлать» руб­рикăна тытса пырать.

Пирĕшти сасси
«Инкеке лекесрен этеме
Пирĕштийĕ сыхлать яланах.
Ан кулян, пĕччен мар-çке», —
теме
Юрататтăн эс ачаранах.
 
Ах, мĕн-ма тĕксĕм кун çитсенех
Хăв çакна манса кайрăн йăлтах?
«Мĕн тăвар-ши?» — тесе
чĕтренех
Эсĕ ертĕн пулас самантрах.
 
«Пирĕшти юнашар», — теттĕн
çав...
Халь вара асилтертĕм кăна —
Ĕненмесĕр кулатăн та ав —
Эс çакна тек хумастăн чăна.
 
Ак такам юрлани илтĕнет.
Кам сасси ку? Ăçтан ман пĕлес…
Ачанни пек… Çутта вăл чĕнет.
Эс илтетĕн-и? Туйрăн-и эс?
 
Пирĕшти пулчĕ ку, сисеймерĕн.
Ун юрри те хитреччĕ... Мĕнех,
Эс çакна ĕненмерĕн —
илтмерĕн.
Эпĕ илтрĕм ĕненнĕренех.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.