Archive - 1 Раштав, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
Инвестици илĕртӳлĕхĕпе - 6-мĕш вырăнта
Пĕр-пĕрне улталаман мăшăра кăна чир ермест
Республикăри СПИДпа тата инфекци чирĕсемпе профилактика ирттерекен тата кĕрешекен центрăн тĕп тухтăрĕ Алексей ЩЕРБАКОВ пирĕн ыйтусене хуравлать. Малалла вулас...
«Чăваш пики» — Тутарстан чиперкки
Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округĕсенчи, Мурманск хулинчи, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи, Тутар, Пушкăрт, Крым республикисенчи тата, паллах, Чăваш Енри 31 хĕр хутшăннă. Пикесен пултарулăхне пилĕк тупăшура хакланă. «Чăваш пики — 2016» ята тата 30 пин тенкĕ тăракан путевкăна Тутарстанран килнĕ Ксения Романова тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна та тулай чăвашĕ — Пушкăрт Республикинчи Елена Садыкова — тухнă. «Чи хӳхĕм пике» номинацире Крым чăвашĕсен чысне хӳтĕленĕ Ксения Сергеева çĕнтернĕ. «Куракансем кăмăлланă пике» — Мила Яковлева /Канаш районĕ/, «Чи çепĕç пике» — Нелли Львова /Элĕк районĕ/, «Ăс пике» — Дарья Степанова /Пушкăрт Республики/. «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» номинацире Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Ангелина Адамовăпа инçетри Ямал-Ненецк автономи округĕнчен çитнĕ Екатерина Сафронова мала тухнă.
Камăн йăнăшĕшĕн укçа тӳлемелле?
Нумай ачаллă çемьерен 500 пин тенкĕ шыраса илесшĕн
Пĕлтĕр 5 ачаллă Макаровсене патшалăх хăтлă, икĕ хутлă çурт лартса панă. Анчах пысăк савăнăç çулталăка та пыман. Кăçалхи çулла çемьене çуртран тухса кайма е 500 пин тенкĕ тӳлеме ыйтнă.
“Нумаях пулмасть суд пулчĕ, Макаровсенчен çав укçана шыраса илме йышăннă, ăна вĕсем нихăçан та тупса параймĕç. Йăмăкăн упăшки хăйĕн çине алă хума хатĕр. Нимĕн тума аптăранипе шăнкăравларăм. Сирĕн хаçата питĕ юратса вулатăп. Тен, йăмăкăн çемйине пулăшма май килĕ?” — редакцие шăнкăравларĕ Светлана Никитина. Иртнĕ эрнекун Канаш районĕнчи Матьшӳ ялне çула тухрăмăр.
Ӳнерçĕсен читлĕхри пек хупăнса пурăнмалла мар
«Ӳнерçĕсем юрату куçĕпе ӳкереççĕ, çавăнпа вĕсене юрату куçĕпе çеç хакламалла», — тенĕ нимĕç çыравçи Готхольд Лессинг. Çакна чăваш ӳнерçи Светлана КОКЕЛЬ пирки каланăнах туйăнать. Пултаруллăскер Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче кун çути курнă. Халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн дизайн факультетĕнче ĕçлет, вăл — педагогика наукисен кандидачĕ. Унăн картинисем Чăваш Ен, Раççей тата тĕнче шайĕнче иртнĕ конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Светлана Кокель хĕрарăм ӳнерçĕсен куçса çӳрекен пленэрне нумай çул йĕркелет. Çак кунсенче вăл Турцири Малатья хулинче йĕркеленĕ тĕрĕк халăхĕсен пленэрĕнчен таврăнчĕ. Светлана Васильевнăпа Интернет урлă çыхăну тытатăп пулин те хăйĕнпе куçа-куçăн пĕрремĕш хут тĕл пулса чуна уçма май килчĕ. Малалла вулас...
Унăн пуканисем чĕрĕ пекех
Хăш-пĕр çын ăшă кăмăлĕпе, хавхаланăвĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Вĕсен ăсталăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймĕн. Лайăх тĕслĕх ыттисенче те ырă вăрлăх шăтарасса шанас килет.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта çуралса ӳснĕ Лилия Жуковăна шăпах çавăн пеккисен йышне кĕртес килет. Тралькассинчи культура çуртĕнче методистра вăй хураканскер таврарисене ырă тĕслĕх кăтартать. Культура ĕçĕсĕр пуçне Тралькасси ял тăрăхĕнчи общество ĕçне хастар хутшăнать.
«Çын йывăрлăха ахальтен мар тӳсет»
Оксана Михайлова куçăм тапхăрĕнче пурнăçĕ пирки чылай шухăшланă. Мĕншĕн ăна кӳмепе çӳреме пӳрнĕ? Ку ăнсăртран пулнă е Турă çапла çырнă? Пурăна киле хĕр ыйтусен хуравне пĕлнĕ. «Пурнăçра нимĕн те ахаль пулмасть. Çын епле çуралнă — çырлахма тивет», — шухăшланă пике. Малалла вулас...
Кил умĕнче - юмах тĕнчи
Ача йышĕнчен унчченех тухнă-ха, анчах вĕсен килĕ умĕнчен пăрăнса утаймарăмăр. Иккĕленместĕп: вăл кирек кама та асамлă вăхăта — ачалăха — тавăрĕ. Сăмахăм — Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнчи Шурновсен карти пирки. Унта тĕрлĕ мультфильмри, юмахри сăнарсем вырăн тупнă. Чĕрĕ евĕр курăнаканскерсене пăкăран тунă. Малалла вулас...