Техĕмлĕх курaкĕсем
Мăян лебеда. Çак курăкăн темиçе тĕсĕ ÿсет пирĕн тăрăхра. Ăна ятарласа акса çитĕнтерме те кирлĕ мар. Пулăхлă тăпрара аван çитĕнекенскерне пахчасенче час-часах курма пулать. Çырма-çатрара, çул хĕррисемпе, çÿп-çап куписем çывăхĕнче те ÿсет вăл, çумкурăк тесе чылай чухне тăпăлтарса пăрахатпăр.
Мăяна авалтанпах апатра анлă усă курнă. Çамрăк ÿсен-тăрана яшкана янă, вĕрилесе йÿçеклĕхне кăларсан салата хушма аван. Ăна хĕл валли пуçтарса тăварланă, йÿçĕтнĕ, типĕтнĕ.